Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашкассинче çĕнĕ кинозал уçнă ятпа иртекен мероприятире туя çине таянса утакан çулланнă арçынпа калаçрăмăр. Михаил Мендюшевич Бикмендеев, 1926 çулта çуралнăскер, 50 çул ытла тăван кохозра бухгалтер, счетовод, ял Совечĕн председателĕн, бригадирăн, ферма пуçлăхĕн, кадрсен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа туса пынă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вăл Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ.
 
Тăван ялтах тымар ярас тĕллевпе Михаил Вăрнарти совхоз-техникумра бухгалтера вĕренет. Ĕç биографине «Победа» колхозра тытăнать (каярахпа колхоз «Вперёд к коммунизму» ята илет). Вырма вăхăтĕнче правлени çуртĕнче сулхăнра лармасть, счетовода куçать. Каярахпа куçăмсăр майпа Куйбышевра зоотехник специальноçне илет.
Вунсакăр çул тултарсан каччă ял халăхĕпе 7 çула сывпуллашать. Çавăн чухлĕ хĕсметре тăма тивнĕ Аслă вăрçă çулĕсенче Михаил Мендюшевич Украинăри 2165-мĕш чаçпе, чикĕ сыхлакан 88-мĕш отрядпа тăшмансенчен тасатнă çĕре хутшăнать. Нимĕç фашисчĕсене хăваласа кăларсан чикке хупаççĕ, кĕтмен хăнасенчен тимлĕ сыхлаççĕ.
Вăрçăран старшина званипе таврăнать Михаил. Кăкăр тулли медальлĕ паттăра ялти хĕрсем куç хывман мар. Анчах вăл чи илĕртӳллине суйласа илет, çемье чăмăртать. Вера Саликовна ăна пилĕк хĕр, икĕ ывăл парнелет. Халĕ ачисем ӳссе тăван килтен тĕрлĕ енне вĕçсе сапаланнă ĕнтĕ, мăшăрланса çемйисемпе пурăнаççĕ. Мĕнпурĕ 14 мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук. Хĕл кунĕсенче ватăсем иккĕшех кăштăртатаççĕ. Ăшăтсан, çĕр типсен, ачисемпе мăнукĕсем яла – ватăсем патне васкаççĕ. Çĕр ĕçĕпе аппаланма сакăрвунă пиллĕкпе пыракан ашшĕ-амăшне йывăр пулнине пит лайăх чухлаççĕ вĕсем.
Хастарлăхне халĕ те çухатасшăн мар-ха Михаил Мендюшевич. Туя çине таянса та пулин ялти мĕнпур мероприятисене çӳрет. Вăхăтĕнче И.Я. Яковлев уçнă шкулта вăл тата йăмăкĕ Мария Мендюшевна вĕрентӳçĕ пуçарăвĕпе Патриархăмăр ячĕпе мероприятисем ирттерме тытăннă. Иван Яковлевичăн сăн ӳкерчĕкне тупса пысăклатса сцена çине вырнаçтарнă, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен материалсем пухнă, поэтсемпе писательсене пуçтарса çамрăк ăру умĕнче сăвăсем вуланă, ăшă тĕлпулусем ирттернĕ. Халĕ çак уява çулсерен чаплă ирттересси йăлана кĕнĕ.
-Сирĕншĕн çĕр çинче мĕн чи хакли?- тесе ыйтсан Михаил Мендюшевич нумай тăхтаса тăмарĕ, хаш сывласа илчĕ те: «Пурнăç»,- терĕ. Ют çĕр çинче куллен вилĕме куçран пăхма, тăшман пульлине пула çирĕм урлă каçса ĕлкĕреймен тантăшĕсем куçĕсене хупнине курнă ветераншăн урăхла хурав пулма та пултараймасть.
Чăнлă районĕ.
 
: 1044, Хаçат: 5 (1149), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: