Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Социаллă хӳтĕлев комитечĕ ватăсене камран хӳтĕлет?
 
Çĕнĕ ĕмĕре кĕрсен черетсенчен тинех хăтăлтăмăр тесе савăннăччĕ. Кивĕ суту-илӳ лавккисем вырăнне çĕнĕ супермаркетсем çĕкленсе ларчĕç те сентрисем чикĕ леш енчи таварсемпе лăк тулчĕç. Эпир çăмăллăн сывласа ятăмăр. Халĕ суйласа илме май пур. Ытти çĕнĕлĕхсем те пирĕн вăхăта перекетлеме тытăнчĕç. Кăмăллă.
Çук иккен, пур çĕрте те савăнма памаççĕ-ха пире. Хваттере приватизацилес тесен чупса халтан каятăн. Мĕнле кăна хут пуçтармалла мар ун валли...Çавăнпа та вăхăта, нерв тытăмне кăшт та пулин перекетлес тесе нумайăшĕ риэлтора тара тытать.
Пурнăçăн тепĕр йӳçĕ енне мана тивĕçлĕ канăва кайма çул çитсен тутанса пăхма тиврĕ. Пенси фондĕнче чăрмавсем ан пулччăр тесе документсене çур çул маларах пуçтарма хушаççĕ. Хăçан пымаллине телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Палăртнă кун çиччĕ тĕлне çитсе тăтăм. Ĕçе кайнă чух çула май парса хăварас тетĕп-çке… Ак,тамаша! Пысăках мар фойере халăх лăк тулли. Çынсем черет пилĕкрех йышăнаççĕ иккен. Ларма мар, тăма та вырăн çук. Халăхĕ килсех пырать. Йăлтах çулланнă çынсем. Камăн кама вырăн памалла е шеллемелле кунта? Сакăр сехет тĕлне пичĕкери пулăсене çаврăнтăмăр. Урамра тăма сивĕ. Мĕнпур ыйтупа пĕр пӳлĕмре йышăнаççĕ. Икĕ хутлă çуртра ватăсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тепĕр пӳлĕм тупăнман ахăр. Ултă специалист хĕрсех ĕçлет пулин те пӳлĕме кăнтăр иртсен иккĕре тин лекрĕм. Тепĕр сехет документсемпе чавалантăмăр-ха. Çапла эпĕ те Раççей çыннисен усăсăр сийĕн çынни пулса тăтăм. Сасăпах каламаççĕ пулин те эпир никама та кирлĕ маррине туйтараççĕ.
Çакăнпах вĕçленмерĕ-ха манăн тертĕм. Тепĕр икĕ уйăхран «Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята илессишĕн чупма тиврĕ. Ку хутĕнче хамăр Заволжски районĕнчи социаллă хӳтĕлев комитетне сукмак такăрлатрăм. Вăл ача садĕнче вырнаçнă. Кирлĕ хутсене 26-мĕш пӳлĕмре йышăнаççĕ. Çак çуртра лару-тăру тата начартарах. Халăха плинтус таранах антарса лартнă. Коридорĕсем хĕсĕк, ларма мар, тăма та вырăн çук. Алла яхăн çын ура çинче нушаланать. Ватă çынсем вĕт, каçхи клуба килнĕ яшсем мар! Çуртне вара лайăх хутаççĕ, хĕллехи тум тăхăннăскерсенчен çичĕ тар тăкăнать. Çапла икĕ сехет тертленнĕ хыççăн тин пӳлĕме лекрĕм. Удостоверени илес тесен манăн тепĕр уйăхран каллех çакăнтах килес пулать. Ун валли тата çĕнĕ хутсем пуçтармалла. Ыйтмасăр тӳсеймерĕм:
-Ара, компьютерти базăра йăлтах пур-çке, мĕншĕн çав хутсенех тепĕр хут пуçтармалла-ха? – терĕм. – «Çапла кирлĕ!». Мĕн тăвăн, вĕсене мар, мана кирлĕ çке… Уйăхран каллех кайрăм. Ветеран удостоверенине 31-мĕш пӳлĕмре параççĕ. Ун умĕнче ман пеккисем стенана тĕрелесе тăраççĕ. Сакăр сехет çитсен пĕр çулланнă майра йышăнма тытăнчĕ. Те компьютер ĕçне начар пĕлнипе – пĕр çынпа 15 минут ытла аппаланать. Удостоверенине илсен унăн копине 26-мĕш пӳлĕме кайса парас пулать. Çакăнта сана ĕç ветеранĕшĕн мĕн чухлĕ укçа тӳлесе тăрассине калаççĕ. Унта кĕме каллех черет йышăнмалла. Пӳлĕмĕсенче ксерокс çук. Комитетăн пĕр кĕтесĕнче ксерокопи тăвакан пӳлĕм пекки пур – вăл вунă сехетре тин ĕçлеме тытăнать. Кӳршĕ çуртра «Канцтовары» лавкка вырнаçнă, унта копи тăваççĕ терĕç, анчах вăл та ĕçне тăххăрта тин пуçăнать. Копи тумасăр 26-мĕш пӳлĕме кĕнин усси çук. Эх, ăшаланаççĕ ватăсем, пăлханаççĕ, тарăхаççĕ кивĕ йĕркепе ĕçлекенсене вăрçса. «Канцтовары» лавккине уçасса кĕтеççĕ те удостоверени копийĕпе 26-мĕш пӳлĕм умне васкаççĕ. Эпĕ 31-мĕш пӳлĕме кĕрсен сăмах хушмасăр чăтаймарăм.
-Сирĕн мĕншĕн çакăнта ксерокс лартмалла мар-ха, пурне те çăмăлтарах пулĕччĕ, – терĕм.
-Пирĕн хуçа пур, ăна кайса калăр! -терĕ татăклăн специалист. Эпĕ тухнă çĕре, телее, хӳтĕлев комитечĕн ксероксĕ ĕçлеме тытăннăччĕ ĕнтĕ. Копи туса эпĕ те 26-мĕш пӳлĕм умне пырса черет йышăнтăм. Пуçлăхăн пӳлĕмĕ хирĕçех иккен. Журналист пулнă май, пушă вăхăта сая ямасăр хуçан шухăшне пĕлес килчĕ. Шаккаса кĕтĕм. Çамрăк хĕрарăм унта пĕчченех саркаланса ларать.
-Каçарăр та, эсир хăвăра шанса панă хӳтĕлев комитечĕн ĕçĕпе кăмăллă-и?- терĕм. Вăл ман çине шăтарасла пăхрĕ. Ахăртнех, ку таранччен унран çапла никам та хăйса ыйтман.
-Сире мĕн-тĕр килĕшмест-и?-терĕ.
-Сирĕн шутăрпа, ватăсене пӳлĕмрен пӳлĕме хăвалани йĕркеллĕ пек-и? Эсир çĕнĕлле ĕçлесе пăхма шутламастăр-и? Удостоверение пĕр çын та çăмăллăнах тума пултарать çке… Ксероксне çумнех лартсан ватăсен кӳршĕ çурта чупмалла та мар…
Кăмăлне каймарĕ эпĕ ыйтни.
-Манăн вăхăта сая ярса ан ларăр. Пирĕн ĕçлемелле,- терĕ те хутсене куçаркалама тытăнчĕ.
Унпа сывпуллашнă май çакна ăнлантăм: кунта никама та çĕнĕлĕх кирлĕ мар. Унсăрăн ăçта чикмелле пӳлĕмсенче тымар янă чиновниксене? Ватăсем вара нушаланччăр. Вĕсен ĕмĕрĕ мĕнле кĕскерех – патшалăха çапла усăллăрах. Ахальтен мар ют çĕршывсенче тахçанах арçынсене канма 65 çулта, хĕрарăмсене 60 çулта яма тытăнчĕç. Çак саккун пирĕн патăмăра та çитес хăрушлăх пур. Нумайăшĕ вара ун чух пенси укçине алла тытса та кураймĕ.
 
: 962, Хаçат: 5 (1149), Категори: Публицист шухăшĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: