Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анатолий Сафронович Чебанов 1937 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1954-1956 çулсенче механика вĕренет. Çерем çĕрсене пăхăнтарнă çĕре Çурçĕр Казахстана яраççĕ. Ĕç стажне «Докучаевский» тĕш-тырă совхозĕнче пуçлать. Çарта пулать. Унтан Курганти ял хуçалăх институтне пĕтерет (1962). Хĕрĕх çул хушши зоотехник тивĕçĕсене пурнăçлать: вĕсенчен 25 çулне – ял хуçалăхĕсенче, 15 çул – ял хуçалăх управленийĕнче.
Анатолий Чебанов – Раççей Федерацийĕн Писателĕсен союзĕн членĕ, чăваш композиторĕсен Ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ. Хĕрĕх ытла кĕнеке авторĕ.
Чăваш композиторĕсем Анатолий Сафронович сăввисемпе икçĕр ытла юрă хывнă. Чăваш литературине, музыкăпа театр тата юрă искусствине аталантарнă çĕрте пысăк çитĕнӳсем тунăшăн ентеше ЧР культура министерствин, Писательсен союзĕн правленийĕн, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Пĕр хутчен çеç мар Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн тата культура департаменчĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. «Çерем çĕрсене уçнăранпа – 50 çул» асăнмалăх медаль пур. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ.
2011 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче вилнĕ.
 
Драматург, сăвăç, çыравçă асаилĕвĕнчен
Эпĕ ачалăх пуçламăшĕнчех сăвăсем çырма пуçланă. Пуçламăш классенче Александр Пушкин хайлавĕсене вуланă, чылай сăввине пăхмасăр пĕлнĕ. Пушкин поэзийĕ манра сăвăсем хайлас кăмăла вăратнă пулмалла. Ун чух сăвă техникине пач пĕлмен пулсан та.
Тăххăрта чухне «Кĕркунне» ятпа пĕрремĕш сăввăма çыртăм. Юлташсемпе уçăм çинче сурăх кĕтрĕмĕр. Шăп çавăн чухне çуралчĕ те пĕчĕк сăввăм. Темшĕн хайлава хак партарас килчĕ. Сăвва ял вĕрентекенне Павлик тетене кăтартрăм. Ăна питĕ килĕшрĕ. Вăл мана мухтарĕ, малашне те çырма хушрĕ. Вĕрентекен шухăшне илтме питĕ кăмăллăччĕ.
Сăмах май каласан атте эп литературăпа кăсăкланнине ырламастчĕ. Ман хайлавсем район тата область хаçачĕсенче пичетленме пуçласан та эпĕ тунă ĕçе вылямалла хăтлану анчах тетчĕ.
Пысăк хавхаланупа çырнă сăвă-калав тăтăшах «Коммунар» район хаçатĕнче пичетленчĕ. Мана профессилле çыравçăсемпе сăвăçсем асăрхарĕç.
Пĕррехинче кӳршĕри Хурăнвар-Шăхаль ялне Шупашкартан К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕн артисчĕсемпе чăваш çыравçисем килнĕччĕ. Çавăн чухне кăнтăрла пирĕн яла ятне мана шыраса яка тумланнă арçын, чăн-чăн чăваш интеллигенчĕ пычĕ, Анатолий Чебанова мĕнлерех тупмаллине ыйтрĕ. Эпĕ çав йышра иккенне пĕлсен йăл кулса аллăма çирĕппĕн тытрĕ те: «Питĕ хăюллă! Мĕнех, эсĕ маттур!»-терĕ. Каç кӳлĕм чăваш спектакльне курма пыма йыхравларĕ. Эпир тантăшсемпе пулă тытаттăмăр. Хаваспах килĕшрĕмĕр. Кайран вăл чăваш прозаикĕ Хĕветĕр Уяр иккенне пĕлтĕм.
Пирĕн ялта Аслă вăрçă çулĕчченех художество пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ пулнă. Клуб пулманнипе пурăнакан çурта тара тытнă. Сцена çинче пысăках мар пьесăсем лартнă. Спектакльсенче вылякансем çамрăксем пулнă. Иван Кузнецовпа ман пичче Савин Чебанов вылянă хушăрах кăсăк япаласем шутласа кăларнă. Куракансем чунтан ахăлтатнă. Артистсен пичĕсем çинчи хусканусем те халăха култарнă. Клуб пĕртен-пĕр культура вучахĕ пулнă.
Юлашки çулсенче художество пултарулăхĕ, халăх культурине аталантаракан хăватлă тытăмсенчен пĕри, ӳсме пуçларĕ. Ялти Культура çуртĕнче (çĕнни хута кайнăччĕ) спектакльсем лартнисĕр пуçне тата концертсем кăтартма пуçларĕç. Ял халăхĕ – ватти те, вĕтти те – клуба пуçтаранатчĕ. Ларма-тăма вырăн юлмастчĕ – сцена умне урайне ларатчĕç. Пур мероприяти те тӳлевсĕр иртетчĕ.
Вун виçĕ çултан пуçласа эп драматургипе кăсăкланма пуçларăм. Ун чухне тантăшсен пурнăçне, кулленхи ĕçĕ-хĕлне, йăли-йĕркине, кăмăл-туйăмне сăнлакан пĕр актлă пьесăсем çыраттăм. Вĕсене куракансем патне çитернĕ хушăра сцена çинченех, спектакль пынă хушăра илемлĕх мелĕсем, шӳтсем, хăтланкаларăшсем кĕртеттĕмĕр. Мана ытларах камитсем çырма килĕшетчĕ. Залрисем те вĕсене хаваспах йышăнатчĕç.
Артистсен ушкăнĕ (шкул ачисемччĕ) пысăках марччĕ. Вылясса вара çĕкленӳллĕ кăмăлпа хавхаланса выляттăмăр. Пур спектакле те юрă-такмакпа илемлететтĕмĕр, купăс каласа юрлаттăмăр.
Хурăнвар-Шăхаль ялĕнче çамрăксем тата нумайччĕ. Клуб та вĕсен пысăкрахчĕ. Коцертсене вĕрентӳçĕсем хутшăнатчĕç. Пире те вĕсен сцени çине тухма йыхравлатчĕç.
Ман пĕрремĕш театр критикĕ Алексей Михайлович Сабиров пулнă. Вăл ахаль куракан çех. Пиртен вунă çул аслăрах. Хусах. Пĕррехинче спектакльпе паллашнă хыççăн мана саламламашкăн пычĕ те: « Пьеса аван, анчах та унта юрату темине хускатман»,-терĕ. Ун чухне эп юрату çинчен çырма иртерех тесе шутланă. Ман шутпа, юрату тĕлĕнтермĕш çӳллĕ туйăм пулнă. Канашçă вара «юрату» атте-анне, Тăван çĕршыв, çут çанталăк, чĕр-чун…патне те пулать иккенне ăнлантарчĕ. Малашне çак ырă сĕнĕве шута илтĕм.
 
А.С.Чебанов поэзийĕ
Хăйĕн чи чаплă хайлавĕсенчен пĕрне — «Праски инке хĕр парать» камитне — çырнă чухне ĕçтешĕм мана час-часах хăйĕн сăввисене кăтартатчĕ. Ман канашсене шута хуратчĕ, тӳрлетӳсене йышăнатчĕ вăл. Халăхăн чунне пăлхатнă "Праски инке хĕр парать" камитри юрă сăмахĕсене те Анатолий Сафронович хăех çырнă. Юрий Кудаков композитор, юрă кĕввисен авторĕ, чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçрĕ.
Анатолий Чебанов литература институтне пĕтермесен те питĕ нумай çырнă, çăвăç-çыравçă хушшинче ĕçленĕ. Тĕслĕх илсе эп ăна Валентин Урташ юрăç-сăвăçпа танлаштарнă пулăттăм. Вăл та питĕ нумай çырнă. Питĕ пултаруллă çынсем те куллен ĕçлемесен хăйсен талантне çухатаççĕ. Çамрăк чухне эп А.С.Пушкинпа К.В. Иванов шкулĕ витĕр тухнă пулсан, çитĕнерехпе – С.Есенин, В.Садай, Я.Ухсай, П.Хусанкай, С.Шавлы тата ытти пултаруллă классиксен хайлавĕсем ман туйăма çĕклентернĕ. Анатолий Чебанов каланă тăрăх, вăл манăн, кӳршĕре пурăнакан ĕçтешĕн Анатолий Юманăн, поэзи ăсталăхĕн сăпайлă «шкулне» пĕтернĕ. Пăртакран сăвă çырассинче нумай ӳсĕмсем тунă.
«Эпĕ 500 ытла сăвă, 20000 йĕркене яхăн çырнă»,-çырать Анатолий Сафронович «Ман пурнăç страницисем» кĕнекинче. А. Чебанов кĕнекисен списокĕнче – темиçе сăвă пуххи. Вĕсенче питĕ чаплă тĕслĕхлĕ сăвă йĕркисем те, пĕр шутламан çĕртен çырнисем те, паянхи кун çыннисене, çут çанталăка, иртнĕ пулăма сăнлакан кулленхи ахаль сăвăсем те пур. Кунта автор кăмăл-туйăмĕ, тунсăхĕ-тертленĕвĕ палăрать, граждан лирики юрату лирикипе ылмашăнать. Чебанов сăвăç хăйне пур жанрта та тĕрĕсленĕ. Ку кулăшпа сатира, тарăхлав сăввисем, баллада, паттăрла сюжетлă композицисем, сонетсемпе юптарусем, пĕчĕк сăвăсемпе поэмăсем.
Композиторсемпе туслă çыхăнура ĕçлени аван тухăç панă. А.Чебанов сăввисемпе 300 ытла юрă хывнă. Çак юрăсен авторĕсем хушшинче паллă композиторсем: Ю.Григорьев (10 юрă), С.Толстов (40), А.Никитин (45), Ю.Кудаков (80), Ф.Лукин (2), Г.Митрофанов (6), Н.Заводскова (50). Çак юрăсенчен ытларахăшĕ халăх юрри пулса тăнă, тăтăш чăваш радио-телевиденипе янăрать. «Ăçта пулнă халиччен?», «Çулçă тăкăнать», «Йăмрасем», «Топольсем», «Тăван кил», «Анне çăкăрĕ», «Сарă тюльпансем», «Лантăшсем», «Çуркунне» юрăсене пĕлмен çын пур-ши?
Пысăк калăпăшлă хайлавсенчен А.Чебановăн И.Я. Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă чăваш поэзийĕпе кĕвĕ искусствин классикĕсем çинчен çырнă поэмисене асăнмалла: «Кĕçтенттин» (К.В.Иванова халалланă), «Пирвайхи чĕкеç» (Ваççа Аниççине), «Телейсĕр юрату» (Фёдор Павлова), «Юрка Иванĕ» (пĕрремĕш чăваш писателĕ Иван Юркин çинчен), «Юрату суранĕ» ятпа сонетсен кăшăлĕ (К.Н.Максимова-Эслив анова юрăçăн çăмăл мар шăпи çинчен). Анатолий Сафроновичăн ентешĕсене, çывăх çыннисене халалланă пысăках мар поэмисем пур. Вĕсенчен пĕринче — «Каçхи шуçăм» — автор хăйĕн пултарулăх çулĕ çинчен çырать, сăвăпа театр искусствине юратакансем умĕнче чунне уçать. 2010 çулта уйрăм кĕнекепе пĕрремĕш драма театрĕн аслă пĕлӳллĕ, пултаруллă артистки Ульяна Тимофеевна Тимофеева (1897-1981) çинчен «Шерпике» поэма тухать.
Ку хайлавсенче пуç пулса тăракан тĕп уйрăмлăх – монументализм енне туртăнни.
 
Проза
Анатолий Чебанов прозăра та питĕ тăрăшса, тухăçлă ĕçлерĕ. Манăн умра икĕ кĕнекерен тăракан «Грустно колышется ковыль белоснежный» роман. Хайлава çыравçă хăйĕн ентешне — Совет Союзĕн Геройне Петр Сергеевич Юхвитова халалланă. Çирĕм ултă çулхи паттăр 1944 çулта Аслă вăрçăра тан мар çапăçура нимĕç захватчикĕсемпе тытăçса пуçне хунă. П.С. Юхвитов Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар-Шăхаль ялĕнче çуралнă.
Автор Герой паттăрлăхĕпе çарти теветкеллĕ хăтланăвне анлăн уçса парать, Аслă Отечественнăй вăрçă вут-хĕмĕ вăхăтĕнче чăн-чăн юлташла туйăмсем, çирĕп туслăх çуралма пултарнине, тăван çĕршыва еплерех юратнине, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр совет çыннин телейĕшĕн кĕрешнине ĕненмелле çырса кăтартать. Вăрçă вăхăтĕнчи ял пурнăçне тĕрĕс те сăнарлăн сăнлани чуна пырса тивет.
598 страницăран тăракан икĕ томлă кĕнеке ентеше халалласа лартнă чăн-чăн çыру палăкĕ. Ăна автор хăйĕн укçипе кăларнă.
А.Чебановăн иккĕмĕш пысăк проза хайлавне те пурнăçра чăн пулнă ĕçсем çинче никĕсленĕ. Ăна Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Чапаев ячĕллĕ колхоз председательне, Социализмла Ĕç Геройне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп Палли» орденсен кавалерне Лазарь Васильевич Дергунова (1907-1973) халалланă. Ку документлă повесть. Л.В.Дергунов сăнарĕ хăйнеевĕр пуян. Автор хресченĕн вăрçă хыççăнхи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне туллин сăнарласа панă.
Тĕрлĕ çулсенче массăллă информаци хатĕрĕсенче Анатолий Сафронович ял хуçалăхĕнче малта пыракан ĕç çыннисем çинчен тăтăшах илемлĕ очерксем пичетленĕ. Çивĕч ыйтусене хускатакан калавсем çырнă.
Уйрăм кĕнекепе кăларнă очерксенчен çаксене асăнмалла: «Страницы моей жизни» автобиографилле очерк; Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх академи драма театрĕн режиссёрне, СССР, РФ тата ЧР халăх артистне Валерий Яковлевич Яковлева халалласа – «Асамçă»; ун мăшăрне – РФ тата ЧР халăх артисткине, «Праски инке хĕр парать» тата «Праски инке мăнукне авлантарать» камитсенче тĕп сăнара калăплакан Нина Михайловна Яковлевана халалласа – «Телейлĕскер».
Нумаях пулмасть ентешĕсем – Çĕпрел районĕн пуçлăхĕсем – ыйтнипе Хусанта «Чуваши-дрожжановцы Республики Татарстан» энциклопеди евĕрлĕ историпе этнографи очеркĕ пичетленнĕ. Кĕнекене 400 яхăн çын биографийĕ, очерксем, сăвăсем, поэмăсем кĕнĕ. Ку таврапĕлӳпе тата тĕпчевпе çыхăннă пысăк ĕç.
 
И.Я.Яковлев çинчен çырнă пьесăсен ярăмĕ
Ывăнма пĕлмен драматург, поэт тата прозаик юлашки вăхăтра чăваш халăхне çутта кăларнă Вĕрентекенĕмĕре И.Я.Яковлева халалласа çырнă пьесăсен ярăмне вĕçлес тесе ырми-канми тăрăшнă. Çак шухăш епле çуралнипе ăна пурнăçа кĕртме еплерех нумай ĕçлени пирки 2009 çулта эп хамăн «Çыравçă пултарулăхĕ» кĕнекере çырса кăтартнăччĕ. И.Яковлев – чăваш çырулăхĕпе алфавитне йĕркелекенĕ, чăваш букварĕн тата ачасем валли çырнă пĕрремĕш хайлавсен авторĕ, куçаруçă, Евангелие тата ăслăлăхпа пĕлӳлĕх литературине кăларакан вĕрентӳçĕ. А.Чебанов Вĕрентӳçĕ еткерлĕхне халăх патне сцена урлă çитерес тенĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче шутласа хунă вунă томран çиччĕшне кун çути кăтартнă. Çыравçа хавхалантаракан, пулăшакан спонсорсем тупăнни те паха пулăм.
«Прозорливость» ятпа пичетленнĕ пьеса А.Чебанов пултарулăхĕнче пысăк вырăн йышăнать. 2009 çулта вăл паллă çар пуçлăхĕн Г.К. Жуковăн паттăрлăхĕ çинчен историлле документлă хайлав çырать.
Кунсăр пуçне Петр Ильич Ишутов вырăсла куçарнă пьесăсем кун çути курнă: «На дальней заставе» (нумай актлă çичĕ пьеса), «Гром среди ясного неба» (пĕр актлă 33 пьеса), «Добрая душа» (пĕр актлă 23 пьеса).
Шел, кĕнекесен тиражĕ питĕ пĕчĕк. Çавăнпа та чылай вулакан аллине те тытса курман пуль çак Чăваш кĕнекисен ылтăн фондне кĕме тивĕçлĕ кĕнекесене. Малашне татах пичетленсе тухасса чунтанах шанатпăр.
 
Çыравçа аса илеççĕ
РФ тата ЧР халăх артистки Нина Яковлева:
«Анатолий Чебанов Чăваш академи драма театрĕн сцени çине драматург пулса илемлĕн тухрĕ. Чаплă та çутă талант. Хăйĕн пĕрремĕш пьесине илсе килнĕ чухнех çыравçă халăх юратăвне тивĕçнĕ, литературăра пиçсе çитнĕ пысăк опытлă çынччĕ. Ятарлă пĕлӳ илмен пулсан та сцена валли чĕрĕ витĕмлĕ сăмах тупма пĕлетчĕ вăл. «Праски инке хĕр парать» спектакль халăха питĕ килĕшнĕрен билетсене темиçе уйăх маларах туянса хуратчĕç. Эпир халăхăн ыйтăвне тивĕçтерес тесе нихçан пулманне ăна шăматкун кăнтăрла та выляттăмăр.
Эпĕ Анатолий Сафроновича çакнашкал вăр-вар, илемлĕ Праскишĕн, мана 17 çул хушши куракансен юратăвне парнеленĕшĕн таса кăмăлтан тав тăватăп. Чылайăшĕ мана урамра курсан Нина Яковлева тесе мар, Праски инке тесе чĕнетчĕ. 1996 çулта сцена çинче «Праски кинеми мăнукне авлантарать» камите лартма пуçларамăр. Вара куракансемшĕн эпĕ кукамай пулса тăтăм. Çак икĕ спектакле ăçта кăна вылямарăмăр-ши? Мускавра, Санкт-Петербургра (маларах Ленинградчĕ), Ярославль, Самар (Куйбышев), Тольятти, Йошкар-Ола, Стерлитамак, Нижнекамск, Набережные Челны хулисенче. Тата, паллах, пĕр хутчен çеç те мар – Ульяновск театрĕн сцени çинче. Туйăмĕсем тулса çитнĕрен спектакль пĕтмĕшĕнче куракансем те пирĕнпе пĕрле юрлама-ташлама хатĕрччĕ. Мĕншĕн тесен икĕ спектакль те туйпа, ташă-юрăпа вĕçленет.
Çакнашкал манăçми каçсем пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех юлĕç. Эпир, артистсем, пире савăнăç кӳнĕшĕн авторне – А.С.Чебанова, режиссёрне – В.Я. Яковлева, Юрий Кудаковпа Юрий Григорьев композиторсене чĕререн тав тăватпăр. Çак туслă пултарулăх ĕçĕ куракана пысăк уяв парнелет-çке.
Анатолий Чебанов – хăйне тивĕçлĕ шайра тытма пĕлекен сăпайлă та лăпкă çын – пире яланах ырă кăмăлĕпе, тимлĕ пулма пĕлнипе, пуринпе те хисеп туса калаçнипе тĕлĕнтеретчĕ. Пурнăçра вăтанчăкрах, çемçе те лăпкă кăмăл-туйăмлă пулни ăна çав тери кулăшла, пĕтĕм ăш-чике хускатакан камитсем çырма чăрмантарман, пулăшнă çеç. Пурнăçра вăл ытларах лирик пулнă пулас. Сăввисем те ун çутă, çепĕç. Тăван чăваш сăмахĕпе вырăнлă усă курма пĕлекен пултаруллă çыравçă кашнине юрăхлă йĕркесем хайлать.
Эпир В.Н.Яковлевпа иксĕмĕр те Анатолий Сафроновича чĕререн тав тăватпăр: юлашки çулсенче вăл пирĕн çинчен виçĕ кĕнеке кăларма пултарчĕ. Çак кăларăмсенчи сăвăсем чĕресене пырса тивеççĕ.
Анатолий Сафронович Чебановăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех юлĕ.
 
2011 çулхи çурлан 24-мĕшĕ».
 
: 1384, Хаçат: 5 (1149), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: