Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентмелли, астутармалли сĕнӳсем:
- Хăш-пĕр чухне аслисене хирĕç те: «ÇУК!» - тесе калама ирĕк пурри çинчен ачăрсене лайăх ăнлантарса парăр, чи малтан – пĕлмен,палламан çын мĕн-тĕр ыйтсан, каласан.
- Кун хушшинче пулса иртнĕ пулăмсем çинчен пĕр пытармасăр каласа пама ăс парăр.
- Палламан çынна тыттарма, ачашлама, чуптума… ирĕк ан паччăр.
- Палламан çынсемпе калаçăва ан кĕччĕр, паллах, вĕсене кӳрентерсе мар, пĕлмĕш-илтмĕше хурса вĕсенчен хăвăртрах уйрăлма тăрăшчăр.
- Хăйсене хăйсем хӳтĕленĕ вăхăтра тарма, кăшкăрма, ыйтусене тĕрĕс мар хуравлама, тĕртсе яма, çапма-тапма… ирĕк пуррине те пĕлччĕр.
- Палламан çынсемпе подъезда ан кĕччĕр, лифта ан ларччăр.
Пĕр тăтăш телефонпа шăнкăравлаççĕ:
- Калаçăва тăсса ăна çырса илме тăрăшăр е кӳршĕ-арша (кӳнтелен, свидетель) мĕн каланине итлеттерĕр.
- Калаçнă тата çыртарнă хушăрах çумăрта тăракан тепĕр çын урăх телефонпа АТСа мĕншĕн шăнкăравланине, адресăра, хушаматăра, килти телефон номерне пĕлтерĕр; диспетчер шăнкăравлаканăн номерне, ăçтан шăнкăравланине, кирлĕ пулсан шăнкăравлакана тытса чарма полицие пĕлтерме тивĕç.
Хваттере шăнкăравлаççĕ:
- Алăка уçмасăрах, алăк «куçĕнчен» пăхса, кам тата мĕнле тĕллевпе килнине ыйтса пĕлĕр.
- Палламан тата кăмăлăра хускатакан çынна курсан кӳршĕрсене шăнкăравлăр. Вĕсем та çав çынна сăнама тытăнччăр. Кирлĕ пулсан вĕсем полицие чĕнтерсе илччĕр, пулăшма хатĕр пулччăр.
- Шăнкăравлакан пĕр-пĕр организаци ĕçченĕ – сантехник, тухтăр, социаллă тытăм ĕçченĕ, эсир никама та кĕтместĕр пулсан хушаматне, документне кăтартма ыйтăр, сирĕн пата ăçтан «янă» çĕре шăнкăравласа пĕлĕр.
Утçа кайнă сасă илтетĕр, çав вăхăтрах алăк «куçĕнчен» курăнман вырăнта çын пытанса тăнине туятăр:
- Кӳршĕрсене шăнкăравлăр, вĕсем те алăкĕн «куçĕнчен» пăхчăр.
- Алăк «куçĕсене» хупласа хунă пулсан самантрах полицие чĕнтерĕр.
- Ытти хутсенче (этажсенче) пурăнакансем патне шăнкăравлăр.
- Площадка çине пĕччен ан тухăр.
Хваттере шăнкăравлаççĕ: алăк «куçне» хупласа хунă, телефон кабельне татнă:
- Кӳршĕрсемпе балкон урлă çыхăнăр, вĕсем полицие чĕнсе илччĕр.
- Хăвăра хăрушлăх хăратманнине туйса илсен кăна алăка уçăр.
Хваттер алăкне çĕмĕреççĕ е ăна урăх уçăпа уçма хăтланаççĕ:
- Кӳршĕрсене «вăратма» стенасене, батарейсене шаккăр, тăпăртатăр, чӳречĕре çĕмĕрĕр, пулăшу ыйтса кăшкăрăр…
- Хваттере кам-тăр кĕнех пулсан хăвăра хăвăр сыхламалли майсем шырăр.
- Преступникпа кĕрешнĕ вăхăтра саккун хирĕслемен мелсемпе усă курăр.
Палламан çын подъездран япаласем илсе тухать:
- Асăрхануллăн вăл хăш хваттертен тата ăçта куçма пуçтарăннине пĕлме тăрăшăр.
- Вăрă-хурах пулнине туйса илсен кӳршĕрсенчен милицие пĕлтерме ыйтăр, хăвăр ăна куçран ан вĕçертĕр.
Пурăнакан хваттер алăкĕ (е кӳршĕсен) уçă е ăна çĕмĕрнĕ:
- Хваттере ан кĕрĕр, полицие чĕнтерĕр.
- Полици киличчен подъездра мĕн пулса иртнине сăнаса тăрăр.
- Хваттерте ют çын пуррине пĕлсен ăна хăвăр тĕллĕн тытса чарма ан васкăр.
- Лару-тăру çинчен кӳршĕрсене, вĕсем килте пулмасан тăванĕсене пĕлтерме май шырăр.
Алăка уçатăр, унта – палламан çын(сем):
- Ан кĕрĕр, алăка хупса хурăр та питĕрсе илĕр, уççине шăтăкĕнчен ан кăларăр.
- Кӳршĕсем патне кайса шăнкăравласа е кĕсье телефонĕпе полицие чĕнтерĕр. Вĕсем киличчен лару-тăрăва тимлĕхре тытăр.
- Хăрушлăх сиксе тухсан хăвăра хăвăр сыхлама тытăнăр.
Подъездра, урамра, картишĕнче кăшкăрашаççĕ:
- Сыхлав мерисем йышăнăр.
- Вăрă-хураха, преступника асăрхасан ăна кĕсье телефонĕ çине ӳкерсе илме, унăн сăнарне асра тытма тăрăшăр.
- Суранланнă çынна курсан пĕрремĕш пулăшу пама васкăр, «васкавлă пулăшу» машинине чĕнтерĕр.
 
: 687, Хаçат: 5 (1149), Категори: Утаман

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: