Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хваттерте тирпейсĕрлĕх хуçаланма тытăниччен, кивçен е кредит укçа-тенкĕ иличчен хăвăртан хăвăр тепĕр хут ыйтăр: юсав ĕçĕсем пуçлама кирлех-ши? Кирлĕ пулсан – пирĕн сĕнӳсене те шута илĕр.
 
ПĔРРЕМĔШ УТĂМ
Хамăра мĕн кирлине тишкерĕпĕр.
Вак (косметика) юсава пилĕк çула пĕр хут тума сĕнеççĕ (сантехникăпа коммуникацие улăштармасăр).Тĕп юсава (капитальный) – 10-15 çулта пĕр хут.
ИККĔМĔШ УТĂМ
План тăватпăр.
Хваттере пур енлĕн виçетпĕр: пур пӳлĕмсене те, маччана та, алăксен сарлакăшпе çӳллĕшне те, батарейсене, стояксене, стенаран тухса-кĕрсе тăракан вырăнсене палăртатпăр.Çапла тĕплĕн виçсе палăртни шпалер, урай сармалли тата ытти юсав япали сахал та мар, ытлашши те мар туянма май парать.
ВИÇÇĔМĔШ УТĂМ
Укçа мĕн чухлĕ кирлине шутлатпăр.
Паллах, эпир маларах шутласа палăртнă укçа-тенкĕ çитменнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Юсав вăхăтĕнче ытти тăкаксем сиксе тухаççĕ.Специалистс ем çирĕплетнĕ тăрăх, палăртнă сумма çумне тата 15-20 (çурт кивĕ), 25 (пĕрремĕш хут юсатăр, тин çеç илнĕ хваттер) процент хушатăр. Ку тăкаксен тĕрĕс хакĕ пулать.
ТĂВАТТĂМĔШ УТĂМ
Перекетлесси çинчен те манмалла мар.
Перекетлессин чи меллĕ майĕ – материалсене пĕр сăнлăраххине тупасси. Тĕслĕхрен, пысăк ӳкерчĕклĕ шпалера 1-2 рулон нумайрах туянма кирлĕ, пĕр сăнлине – шутланă чухлĕ çеç (хĕррисене килтернĕ чухне перекетленеççĕ).Линолеумпа, плиткăпа ĕçленĕ чухне те çапла пулса тухать. Пĕр сăнлă хваттерте пурăнма кăмăл пур тăк шпалер, плитка валли бордюрсем туянăр. Вĕсем хăçан та модăра.
Халĕ шутлатпăр: мачча штукатурки (180 тăваткал метр, пĕр тăваткал метрĕ 21 тенкĕ, малалла цифрăсене çеç кăтартăпăр); сăрлас умĕн усă курмалли шпатлевкăпа грунтовка (150/21); стенасене сăрласси (65/40); радиаторсене сăрласси (400/25); шпалер çыпăçтарасси (75/180); алăксене, чӳрече рамисене, чӳрече каççакĕсене сăрласси (90/10); гипсокартон мачча тăвасси (300/205); плиткăсене хăпартасси (350/0); плитка çыпăçтарасси (350/200); урайне плитка çыпăçтарасси (350/200); цемент стяжкине тăвасси (120/50 килоллă михĕ 250 тенкĕ тăрать); ламинированнăй паркет хурасси (800/2300); паркет хурасси (600/350); линолеум е ковролин сарасси (80/350); плинтуссем хурасси (20/40); розеткăсемпе выключательсем лартасси (50/пĕри 100 тенкĕ); стена çине кабель вырнаçтарасси (пĕр точки 250 тенкĕ/200); алăк лартасси (1000/2500)…
Халĕ вăтам тăкаксене пĕтĕмлетме пултаратăр.
 
: 699, Хаçат: 5 (1149), Категори: Утаман

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: