Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕрсем чылай чухне каччăсене улталанăшăн, пĕр вăхăтрах темиçе хĕрпе калаçнăшăн айăплаççĕ. Хăйсем вара хапха умĕнче миçе каччăпа тăнине шута илмеççĕ. Пĕр хĕрпе çеç çӳретĕп тесе суймастăп. Килĕшекенни чылай. Пĕри сăн-пичĕпе чипер, тепри ырă кăмăллă, виççĕмĕшĕн кĕлетки илĕртет. Çывăхрах паллашмасăр пĕринпе те чуна уçса калаçмастăп. Хĕрсем вара пĕр-икĕ ăшă сăмах каласанах ирĕлеççĕ. Хăйсен хуйхине, миçе каччă пăрахса кайнине пĕтĕмпех каласа параççĕ. Паллашсанах хăйсене чыслă хĕр пек тытаççĕ. Пĕрремĕш тĕл пулура чуптумаççĕ. Ыталама тăрсан алла сиреççĕ. Кайран чĕрçе çине хăйсемех хăпарса лараççĕ, шăнкăравласа йăлăхтараççĕ. Мĕн тери кĕвĕçеççĕ тата! Урампа пынă чух ниçталла пăхма çук.
Пĕр пĕлĕшĕмпе хĕрсем пирки тăтăшах сăмах ваклатпăр.Вăл качча кайнă хĕрарăмпа çыхăну тытать. Вĕсем пĕр-пĕрне шкулта вĕреннĕ чухнех палланă. Лешĕ ăна юратнă çĕртех урăххине качча кайнă. Халĕ йăнăш тунине ăнланнă та тусăма хăй патне таврăнма ӳкĕтлет. Упăшки уйăхĕ-уйăхĕпе шапашкăра çӳрет. Ку вара ĕлĕкхи савнин ытамĕнче ăшăнать. Кунне темиçе хутчен шăнкăравлать. Арăмĕ тейĕн. Çемçе кăмăллăскер хĕрарăма пĕччен лартмасть, чĕнсен каять.
Тепĕр чухне хĕрсем хăйсем те айăплă. Пĕрре качча кайнă тăк урăххипе мĕншĕн йăпанаççĕ-ши? Сасă хăпартсан кăмăлсăрланаççĕ, упăшкана нимĕн вырăнне те хумаççĕ. Çемье пуçне итлемелле пек ĕнтĕ. Анчах чылай чухне хирĕçле пулса тухать. Арçын сăмахĕ тĕпре мар. Хĕрарăмсен пуçне мĕн пырса кĕрет – çавна пурнăçлаççĕ. Мĕн пур укçана алăра тытаççĕ. Хăшĕ-пĕри упăшкине кашни пуса шутласа парать, юлнă виçĕ пуспа сăра илсе ĕçесрен хăрать. Теприсем савнă çыннисене лавккана пĕччен ямаççĕ – ют хĕрсем çыпçăнасран шикленеççĕ. Кĕвĕç чунлисене çакă пĕрмай канăçсăрлантарать. Юлташсемпе пухăнсан вара… Тем тĕрлĕ сăмах та илтетĕн. Тĕнчере санран япăх çын та çук тейĕн, усал сăмахсемпе сурчăк сирпĕтсех кăшкăрашаççĕ. Хăйсем хĕрсемпе кафере ларни ним те мар. Яшсем çеç пуриншĕн те яваплă-им? Çакă чылай чухне хирĕçӳ-харкашу патне илсе çитернине пĕрре мар сăнанă эпĕ. Çемье, туслă хутшăнусен тĕрекĕ çавăн пек арканать те. Сив сăмахсем чуна çунтарма тытăнаççĕ. Пăлханăва çамрăксем пируспа е эрех-сăрапа сирме тăрăшаççĕ. Усал йăласенче çăлăнăç шырани кăлăхах, анчах урăхла май çук тейĕн.
Хĕрсемшĕн хам та пĕрре мар куляннă. Чун ыратăвне пусарассишĕн черкке те тытнă, анчах ытлашши иртĕхмен. Йӳçĕ шĕвек пулни-иртнине вăхăтлăха кăна мантарĕ, пурнăçра вара йывăр çаманта чăтса ирттермех тивет.
Пĕр хĕре чунран юратса пурăнтăм. Вăл та мана савнине пĕлтерчĕ. Уявсенче парнесемпе савăнтартăм, ахаль чухне пылак çимĕçпе сăйлаттăм. Ăна пулах чылай юлташпа çыхăну татăлчĕ. Ĕç хыççăн тӳрех ун патне васкаттăм – никампа тĕл пулма та вăхăт юлмастчĕ. Пĕлĕшсем хĕрарăм кĕпин арки айне кĕрсе ларнă тетчĕç. Çын сăмахне хăлхана чикместĕм. Пикене итлесе унăн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе пурăнтăм. Вăл мана усал сунманнине пĕлеттĕм. Çитес çул туй тума тĕв тунăччĕ. Атте-аннепе, тус-тăванпа паллаштарма та ĕлкĕртĕм. Ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Савни мана улталарĕ. Вăл пĕр вăхăтрах темиçе каччăпа çӳренине пĕлтĕм. Ют хулара пурăнаканнипе телефонпа шăнкăравласа калаçнă иккен, тепри – салтакра. Яшсене юратса мар, унта-кунта кайса курма спонсор кирлишĕн çӳренине каярахпа кăна тавçăртăм. Ара, эпĕ ăна права туянса патăм, солярире куллен пиçĕхет, фитнес-клуба çӳрет. Çемье чăмăртасан çăмăл автомобиль те илсе парас шухăш пурччĕ. Ултава каçармарăм. Хама çеç хĕрпе усăсăр çӳренĕшĕн шеллерĕм. Унашкаллисем те, мулшăн тем тума та хатĕррисем, пулаççĕ вĕт. Тен, эпир яшсем, хĕрсене ирĕхтеретпĕр... Мĕн ыйтнине пурнăçлатпăр, кайран вара çурăк валашка умĕнче ларса юлатпăр. Пикесене çирĕпрех тытмалла.
Ульяноск хули.
 
: 862, Хаçат: 5 (1149), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: