Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Урамра хĕл кунĕсем. Кĕтмен, шутламан çĕртен ӳсĕрме, вăйсăрланма пуçлатпăр. Сăмса тутри улăштарса ĕлкĕрме çук – сăмса юхать. Шăнса пăсăлни, ОРЗ, ОРВИ чирĕсемпе чирлени пĕтĕм ĕмĕт-тĕллеве çапса хуçать. Грипп тата хăратать. Мĕн тумалла? Кĕркунне прививка тумалла пулнă, паян хӳтĕленмелле, иммунитета ӳстермелле теççĕ специалистсем.
Иммун тытăмне ӳстерес тесен турăх-кефир, йӳçетнĕ сĕт ĕçни çеç çителĕксĕр. Чылайăшĕ ыттисем сĕннипе тĕрлĕ диетăсем çинче лараççĕ. Иммунитет çирĕп пултăр тесен вара шăп та лăп тĕрĕс çимелле.
Пыра, ӳпкене шыçтаракан инфекцисемпе тăтăш, çулталăкне пилĕк хутчен е ытларах чирлетĕр пулсан чан çапма вăхăт. Сирĕн организмăра хӳтĕлекен тытăма çирĕплетмелле.
Мĕн-ши вăл иммунитет? Çыннăн юнĕнче тĕрлĕ микробсемпе инфекцисене пĕтерме пултаракан хăйнеевĕр хутăш (антитела тата вируссене вĕлерекен лимфоцитсем) пур. Вĕсен организма ернĕ хуть те мĕнле инфекцие е вируса сарăлса, ĕрчесе кайиччен вĕлерсе пĕтермелле. Унсăрăн этем чирлесе каять. Камăн иммунитечĕ çирĕп – вăл пур чирпе те ăнăçлă кĕрешеет.
Иммун тытăмне хавшатакан пулăмсем: операци тата наркоз, çав тери ывăнни тата тăтăш пăлхану (стресс), хăвна шеллемесĕр нумай çини тата тĕлли-паллисĕр, тĕрĕс мар апатланни, гармон препарачĕсем ĕçни тата, паллах, кăшт чирлесенех антибиотикпа туслашни.
Иммун тытăмĕ пăсăлни – çын хăвăрт ватăлнин тепĕр сăлтавĕ. Пирĕн кишечникра тĕрлĕ наркăмăшлă япаласем аталанаççĕ. Белокран тăракан апат-çимĕç юлашки çĕрет, углевод пурри – йӳçет. Çавăнпа-çке тухтăрсем каçхи ултă сехет хыççăн апатланма хушмаççĕ. Вăхăт иртсен вара пĕр стакан кефир ĕçме е пĕр панулми çеç çиме юрать теççĕ. Тепĕр чух сĕтел хушшинче нумай ларсан çын çĕрĕпе çывăраймасть: ăш тулса, хăпарса каять, пăкăртатать, унтан чикет, кунтан чикет. Организма канма памалла. Çирĕп иммун тытăмĕпе ялан çамрăк пулатăр.
 
Ача иммунитечĕ – ашшĕ-амăшĕн аллинче
Çут тĕнчене килсенех амăш кăкăрне панă пепкесем сайра чирлеççĕ, çирĕп ӳсеççĕ. Ачана çур çул тултариччен те пулин кăкăр çитермелле. Амăшĕн сĕчĕ сахал пулсан та. Ачашăн кашни тумламĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Организма хӳтĕлекен вăйсене йĕркеллĕ лару-тăрура тытса тăрăр. Пирĕн организм куллен пин-пин вируспа, тулаш бактерисемпе, ытти паллă е паллă мар инфекцисемпе кĕрешет. Вĕсем сывлăха сиен кӳме пултараççĕ. Çавăнпа та çыннăн хăйне юратмалла. Таса кăмăлпа сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла.
 
Ача иммунитетне ӳстерекен халăх мелĕсем
Куллен çиекен апатран сăрăсем тата консервантсем пур çимесене (чăмлак, вĕри çу çинче ăшаланă çĕр улми, газлă шыв тата ыттисене) кăларса пăрахмалла. Витаминсем пур сывă апата çеç ăша яма юрать.
Сĕтсĕр пуçне ĕçмелли пур япалана та сырлан (шиповник) шĕвекĕпе ылмаштарăр. Ăна вара çапла хатĕрлемелле: 200 грамм чĕрĕ çырлана е 300 грамм типĕтнине 1 литр шывпа, сахăр песукĕпе (100 грамран ытла мар) хутăштармалла та вут çине вĕретме лартмалла. Вĕреме кĕрсен пĕчĕк çулăм хăварса 10 минт пăшăхтармалла. Аван термос пур пулсан çырла çине сиксе вĕрекен шыв ямалла та (виçи çавăн пекех) хупласа пĕр каçа (икĕ сехете те юрать) лартмалла. Тутлă та, усăллă та.
Çын ури тĕпĕнче активлă вырăнсем нумай. Эппин, ачăрсем ытларах çара уран чупчăр. Çулла курăк çийĕн, çырма-çатра тăрăх. Килте те çаплах. Урай сивĕ пулсан пĕр çур сехет – çӳхе нускипе.
Çулла юхан шыв-кӳлĕре, тинĕсре шыва кĕртме тăрăшăр. Тинĕс сывлăшĕ, шывра чăмпăлтатни сывлăха аван çирĕплетет. Хĕлле бассейна çӳрени те усăллă.
 
Ыхра-сухан нумай çимелле
Аслăрах çулхи (14 çултан аслисем) ачасем тăтăш ан чирлеччĕр тесен çак хутăша пани аван: пĕр пуç ыхрана (чеснок) аш авăртакан хатĕр витĕр кăлармалла та 100 грамм пылпа хутăштарса эрнелĕхе тĕттĕм вырăна хумалла. Кайран талăкне виçшер хут пĕрер чей кашăкĕ памалла. Ак куратăр – усси пулать. Ку мелсем аслисемшĕн те питĕ паха.
 
: 797, Хаçат: 5 (1149), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: