Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çын организмĕ урăхла: пĕрисем ирпе çăмăл тăраççĕ, теприсем каçпа час çывăрма выртмаççĕ. Çакна наука чĕлхипе çын биоритмĕ теççĕ.
Биоритмсене тĕпчекен вĕрентӳ та пур – хронобиологи.
Çын организмĕнче тĕрлĕрен биоритмсем пур. Организмри пур процессем те кал-кал пулса иртеççĕ – сывлани, чĕре тапни, ӳт температури, юнри глюкоза шайĕ тата ытти те. Пур органсем те хăйсен расписанийĕпе кал-кал ĕçлеççĕ.
Çын организмĕпе çут çанталăк ритмĕ мĕнле килĕшсе тăраççĕ?
Ирхине 6 сехет. Вăранмалли вăхăт. Чĕре хăвăртрах тапать, юн пусăмĕ юнри кортизол тата ар гормонĕсем ӳсеççĕ. Çавна пулах нумайăшĕн ирпе кăмăлĕ начар. Пуç ыратнипе аптăракансен канмалли кунсенче те кун йĕркине улăштармалла мар.
8 сехет. Арçынсен ар гормонĕ тестостерон чи пысăк шайра. Ку вăхăт – мышцăсем ӳсмелли. Çавăнпа ирхи апат тумалла.
9 – 13 сехет. Ăс-тăнпа ĕçлекенсемшĕн чи йывăр ĕçе пурнăçламалли тапхăр. Çак вăхăтра тимлĕх те пысăкрах. Пуç мими туллин ĕçлет. Анчах организма кăшт шеллесен те пăсмасть. Статистика тăрăх шăп çак вăхăтра миокард инфаркчĕпе аптăраса ӳкекенсем – чи нумаййисем.
13 – 14 сехет. Хырăм выççи хăй пирки аса илтерсех тăрать. Апат хырăмĕ те ĕçе хатĕр. Çак вăхăтра апатланмасан кĕçех гастроэнтерологпа паллашма сăлтав пулать. Мĕншĕн тесен апат хуранĕ çиес килнипе ятарлă сĕткен кăларать. Нимĕн те çимесен çак сĕткен апат хуранĕн хĕррисене кăчăклантарать. Апатланнă хыççăн тӳрех ĕçлемелле мар, кăшт канмала, уçă сывлăша тухсан тата лайăхрах.
14 – 17 сехет. Çак вăхăтра çынсем ыратнине сахалтарах туяççĕ. Çавăнпа шăл тухтăрĕ патне каймалли е ыраттаракан ытти процедурăсене тумалли чи лайăх вăхăт.
17 – 20 сехет. Вăхăта спорта уйăрмалла. Мышцăсем чăтăмлă, юн çаврăнăшĕ йывăрлăха чăтать. Спорт кунĕпе ывăннине, стреса пĕтерет. Спорт занятийĕсем хыççăн лайăх çывăратăн.
20 – 22 сехет. Тĕттĕмленсен шишка евĕрлĕ железа мелатонин гормонне кăларма тытăнать. Хĕлле çутă кун сахаллипе мелатонин организмра ахаль те нумай, çавăнпа нумайрах çывăрмалла. Мелатонин çаплах ӳт температурине те чакарать. 21 сехет хыççăн апат çимелле мар.
23 – 24 сехет. Организм майĕпен ĕçлет, пур гормонсене те сахал кăларать. Ку çывăрмалли вăхăт пулнине пĕлтерет.
 
: 815, Хаçат: 5 (1149), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: