Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Афган çĕршывĕнчи Балх посёлокĕнче пурăнакан 25 çулхи Сара Гуль пĕр харăс ултă ача (виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл) çуратнă.Пилĕк ачи хăйсене аван туяççĕ, пĕрин çеç ытла пĕчĕк пулнипе сывлăхĕ начартарах. Чи пысăкки 1,18 килограмм таять, чи пĕчĕкки – 470 грамм.
УЗИ малтан хырăмра тăватă ача пулнине палăртнă. Çут тĕнчене ултă ача килсен ачасен ашшĕ хыпăнса ӳкнĕ. Пепкисене выçăпа вĕлерес мар тесе вăл васкасах массăллă информаци хатĕрĕсем урлă правительствăран пулăшу ыйтнă. Ку тăрăхра çакăн пек тĕлĕнтермĕш иккĕмĕш хут.
 
çынсемпе хутшăнни ИМшерленме пулăшать
Америкăри Огайо университечĕн ăсчахĕсем çапла çирĕплетеççĕ: çынсемпе çăмăллăнах хутшăнăва кĕме пултаракан çынсен мăнтăрланас шанчăк сахалтарах. Çакăн пек çынсен ӳт-пуçĕнче хăмăр çу текенни нумайрах, шăпах çавă калорисене çиекенни.
Пурнăçра хастар пулни, пур çĕре те çитме, курма тăрăшни спортзалта аппаланнинчен те усăллăрах, çын виçине пĕр шайра тытса тăма пулăшать тесе çирĕплетеççĕ ăсчахсем.
Çынна мăнтăрлатакан шурă çу хастар пурăнсан чакать. Лабораторире экспериментсем çакна çирĕплетеççĕ: пĕр-пĕринпе яланах çумлăн хутшăнса пурăннă шăшисен çăвĕ тăватă эрнере 50 процент чакнă.
 
: 810, Хаçат: 5 (1149), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: