Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Александрович Кукшинпа Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен министерстви, облаçри милицин ятарлă отрячĕ (ОМОН), çывăх юлташĕсемпе тăванĕсем, ентешĕмĕрсем тивĕçлипех мухтанаççĕ. 36 çулхи хастар ентеш Пĕтĕм Раççейри ОМОН сотрудникĕсен хушшинче иртнĕ ăмăртуран иккĕмĕш хут (2009 тата 2011 çулсенче) çĕнтерӳпе таврăннă. Облаçри милици ятне-сумне çӳлте тытса пынăшăн ентешĕмĕре облаçри ШĔМ пуçлăхĕ Андрей Ларионов генерал-майор срок çитичченех милици майорĕ звани парса чысланă. Хăюллă, ăста, хăй ĕçне тĕплĕ пĕлекен милици майорĕ паян редакци тĕпелĕнче.
 
-Владимир Александрович, сире çĕнтерӳ ячĕпе саламлатпăр. Ăçта çуралса çапла хурçă пек туптаннă-ха эсир?
-Манăн тăван çĕршывăм – Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕ. Аттепе анне – Александр Тимофеевичпа Лидия Афанасьевна – ял ĕçченĕсем пулнă. Пире вĕсем ачаранах ĕçе хăнăхтарнă (икĕ тетепе пĕр йăмăк). Анне почтальонкăра вăй хунă. 1987 çулта пирĕн çемье Чĕмпĕре куçса килчĕ. Çапла эпĕ 6-мĕш класа хулари 21-мĕш шкула çӳреме тытăнтăм. Унччен «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă пулин те мана, чăвашла калаçса ӳснĕскере, вырăс шкулне хăнăхма çăмăлах пулмарĕ. Пурпĕрех намăс курмарăм. Нумай вуларăм. Кĕске вăхăтрах чĕлхене алла илтĕм. Ытти енĕпе те малта пулма тăрăшрăм.
Спорта юратма пире Ирçел шкулĕнче чухнех физкультура предметне вĕрентекен (вăлах класс ертӳçиччĕ) Ю.Н. Сурков хăнăхтарчĕ. Уроксем хыççăн хăварса çичĕ тар тухиччен тренировкăсем ирттеретчĕ. Вăта Тимĕрçене çити чупаттăмăр вĕт... Хĕрсене те шеллеместчĕ. «Хăвăрах кирлĕ пулĕ»,- тетчĕ. Чăнах та, халĕ те ăна ырăпа аса илетĕп.
Хула шкулĕнче те спорта тимлĕх уйăраттăм. Шкул пĕтерсен салтак пулма хатĕрленеттĕм. Салтак тумне тăхăниччен кооператив училищине вĕренме кĕтĕм. Унта мана велоспорт илĕртрĕ. Вăл ура мышцисене лайăх çирĕплетет. Училищĕре повар специальноçне илни те маншăн вăхăта ахаль ирттерни пулмарĕ. Салтакра та, ОМОНра ĕçленĕ чух та, çемье пурнăçĕнче те апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлни пысăк усă пачĕ. Халĕ те аш-пăшран, пулăран уяв çимеçĕсене хам хатĕрлетĕп. Салтак тивĕçне Казахстанра космос çарĕнче пурнăçларăм.
-Милици тытăмне мĕнле лекрĕр?
-Салтакран кĕçĕн сержант званипе таврăнсан милицин ятарлă отрядне пытăм. Теста ăнăçлă иртсе тепĕр çур çултан (документсене Мускав урлă тĕрĕслеççĕ) ĕç биографине милицин кĕçĕн сержантĕнчен (ОМОН боецĕ) тытăнтăм. 1999 çулта пĕрремĕш хут Çурçĕр Кавказа командировкăна ячĕç. Ун хыççăн хĕрӳ точкăсенче тата тăватă хутчен пулма тиврĕ. Çулсем иртнĕçем кĕçĕн инструктор-снайперт ан связь тата ятарлă техникăсен инженерне çитрĕм. Ĕçленипе пĕрлех куçăмсăр майпа Елабугăри милици шкулĕн Ульяновскри филиалĕнче виçĕ çул вĕренсе аслă пĕлӳ илтĕм. Халĕ эпĕ – аслă инструктор: боецсене милици ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вĕрентетĕп: çар кĕрешĕвĕн мелĕсене, хĕç-пăшалпа тĕрĕс усă курма, тĕл пеме, милици тивĕçĕсемпе прависене ăса хывма пулăшатăп. ОМОНа килекен яшсене ман патăма яраççĕ. Спорт нормисене пурнăçлама пултарчĕ пулсан – ăна «симĕс çутă». Вунă çамрăкран пĕри çеç иртме пултараять. Ятарлă отрядра çирĕп çынсем кирлĕ.
-Владимир Александрович, Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсенче çĕнтерни çинчен питĕ пĕлес килет. Кунта лекме те çăмăлах пулмарĕ пулĕ…
-Пирĕн облаçра професси тĕлĕшĕнчен час-часах ăмăртусем иртеççĕ. Эпĕ темиçе хутчен те хамăр сотрудниксем хушшинче, унтан облаçри милицин тĕрлĕ пайĕсенче вăй хуракансен хушшинче пĕрремĕш вырăнсем йышăнтăм. Çакăн хыççăн, паллах, пĕтĕм Раççей ăмăртăвне Мускава кама ярасси пирки ыйту пулмарĕ. Мана хатĕрленме хушрĕç. Пĕрремĕш хут питех шикленмерĕм. Эпĕ пĕлмен вĕт-ха кам мĕнле хатĕрленнине… Ăмăртура пултаруллă боецсем сахал марччĕ. Апла пулин те эпĕ мала тухма тĕллев лартрăм. Тĕллеве пурнăçларăмах. Иккĕмĕш ăмăртăва та мана яма йышăнчĕç. Вăл Ставропольте иртрĕ. Ку хутĕнче тата вăйлăрах хатĕрлентĕм. Хамăн пĕрремĕш çĕнтерӳ ăнсăртран мар пулнине çирĕплетес килчĕ.
-Мĕнлерех дисциплинăсем тăрăх хакларĕç сире?
-Тăватă дисциплина иртмеллеччĕ. Вăйпа ăсталăх енчен (физическая подготовка): сикни (çӳлĕшне, тăршшĕне), турник çинче туртăнни, инçе дистанцие тата ăса евĕр чупни, алă вăйне виçни, кĕрешӳ мелĕсен ăсталăхĕ.
Иккĕмĕш дисциплина çар хĕç-пăшалĕпе (пистолет, автомат) çыхăннă: тĕл пени, вĕсен тытăмне пĕлни кирлĕ.
Виççĕмĕшĕ – ятарлă дисциплина. Шалти ĕçсен подразделенийĕсен тивĕçĕсене, саккунĕсене (тин кăна йышăннисене те) пĕлни, топографие ăнкарни.
Тăваттăмĕшĕ – медицина ыйтăвĕсем: пĕрремĕш пулăшу пама, сурана çыхма, шина хума, юна чарма тата ытти васкавлă пулăшу пама пĕлни.
Конкурс тăватă куна пычĕ. Мĕнпур дисциплинăна ăнăçлă иртрĕм, 107 сотрудника хыçала хăварса каллех чи мала тухрăм. Мана кубок, медаль, грамота тата парнесем: ноутбук, цифрăллă видеокамера, укçа парса хавхалантарчĕç. Ку хутĕнче унчченхинчен ытла савăнтăм. Хамшăн мар, облаçăн, хам ĕçлекен ОМОН чысне хӳтĕлесе чи малти пулма пултарнăшăн. Мана ШĔМ пуçлăхĕ Андрей Ларионов генерал-майор хăй пӳлĕмне чĕнсе илсе милици майорĕ звани пани çинчен пĕлтерчĕ, алă тытса саламларĕ, тав турĕ.
- ОМОН е ШĔМĕн ытти тытăмĕсенче ĕçлеме кăмăл тăвакансен мĕн пĕлмелле?
-Чи малтан –ума çирĕп тĕллев лартмалла. Унта çитме шăла çыртса хатĕрленмелле: организма пур енчен те çирĕплетмелле, кĕрешӳ мелĕсене алла илмелле. Ку çителĕксĕр. Ăс-тăн енĕпе те çивĕч пулни кирлĕ. Наянсем, çемçешке кăмăллисем пирĕн патăмăрта тытăнса тăраймаççĕ. Эпир боецсене çулла та, хĕлле те хăтлă хваттерĕсенчен вăрмана пĕр-икĕ эрнене илсе тухатпăр. Çанталăка пăхмасăр вăл кирек мĕнле условире те пурăнма, ĕçлеме пултартăр. Пирĕн лексиконра «йывăр», «хăрушă», «ывăнтăм», «пултараймастăп», «вăхăт çук» сăмахсем пулмалла мар. Эсĕ çĕршывăн чысне, халăхăмăрăн мирлĕ пурнăçне хӳтĕлес çул çине тăтăн пулсан мĕнпур енĕпе тĕслĕх пулмалла. Паллах, начар йăласемпе туслисем валли те пирĕн хушăмăрта вырăн çук.
-Сире чăн-чăн арçын профессине туптас ĕçре пысăк ӳсĕмсем сунатăп. Калаçушăн пысăк тав.
 
: 1008, Хаçат: 6 (1150), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: