Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕп ыйту – çитес çул Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине тивĕçлĕ паллă тăвасси.
Нарăсăн 3-мĕшĕнче УОЧНКАн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче те ĕçтăвком Ульяновск Хула Думинче пуçтарăнчĕ. Ларăва пĕрремĕш хут область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата ăна пулăшаканĕ Татьяна Кириллова хутшăнчĕç.
Малтан сăмах кĕпĕрнаттăр илчĕ. Вăл Владимир Сваева автономи ертӳçине иккĕмĕш срока тата ЧР правительствăн министерствин Ульяновск облаçĕнчи полномочиллĕ представительне суйланă ятпа саламларĕ. Малалла та пĕрле килĕштерсе, тухăçлă ĕçлессе шанни пирки пĕлтерчĕ.
-Пирĕн умри тĕллевсенчен чи пĕлтерĕшли – чăваш халăхне çутта кăларакан ентешĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине тивĕçлĕ шайра паллă тăвасси. Çак уява ЧР тата Раççейри ытти регионсен правительствисемпе çыхăнса хатĕрленесчĕ. Чăваш Республикипе пирĕн йăлтах пĕр пек: йăли-йĕрки те, тĕллевсем те. Хамăр тĕллевсем пирки Владимир Путин ячĕпе çыру ярас пулать. Вăл наци политикине ăнланса ырлама тивĕç,- терĕ кĕпĕрнаттăр.
Унтан вăл облаçри шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕç аван пынине палăртрĕ. Вĕренӳ пособийĕсемпе пулăшма пулчĕ.
Кĕпĕрнаттăр çитес вăхăтра облаçра пурнăçламалли çивĕч ыйтусене те хускатрĕ. Ăна облаçра онкологипе чирлĕ ачасен шучĕ ӳссе пыни пăшăрхантарать.
Лару ĕçне малалла Владимир Сваев тăсрĕ. Вăл чăвашсен культура политикине ăнланса пулăшса пынăшăн Сергей Морозова ĕçтăвком ятĕнчен чĕререн тав турĕ. Кĕскен ĕç планĕпе паллаштарчĕ.
-Эпир Иван Яковлев халалне тĕпе хурса туса пыркан ĕçсем область тата патшалăх культурине пач сиен тумаççĕ, малалла аталантарма кăна пулăшаççĕ,- терĕ вăл умри чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисем çине куçса. - Иван Яковлевăн вулав кунĕсене пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттересси пирки эпир сирĕнпе, Сергей Иванович, унччен те калаçнăччĕ. Кăçалхи акан 25-мĕшĕнче пĕрремĕш хут вулав кунне кӳршĕ регионсемпе çыхăнса ирттерсе пăхасшăн. Унти культура министрĕсемпе çыхăнса калаçрăм. Халĕ сирĕнпе килĕшӳ туса йĕркелӳ комитечĕ чăмăртас, вара тимлĕн хатĕрленме тытăнас шухăш пур.
Сергей Морозов ку шухăша ырларĕ, хăй енчен пур енĕпе те пулăшма пулчĕ.
Владимир Сваев кĕпĕрнаттăр умĕнче тепĕр ыйту — облаçри Чăваш культура центрĕ валли уйрăм кĕтес уйăрасси пирки хускатрĕ. Сергей Морозов чăвашсен те, ытти халăхсенни пекех, уйрăм центр кирлипе килĕшрĕ. УОЧНКА пăхса хунă çурта чăвашсене мĕнлерех памалли пирки шухăшлама, ытти вариантсене суйласа пăхма пулчĕ.
Владимир Ильич УОЧНКА пӳлĕмĕ ĕçлеме юрăхсăр пулнине палăртрĕ. Кĕпĕрнаттăр çитес вăхăтра унта хăй пырса курма шантарчĕ.
Сергей Морозов хăй енчен тата мĕнле пулăшу кирлĕ тесе ыйтсан ĕçтăвком членĕ Николай Кондрашкин И.Я. Яковлев скверĕнче е музей территоринче Патриархăмăн паллă вĕренекенĕсен бюсчĕсен аллейине тума шутлани пирки пĕлтерчĕ. Проектне хатĕрлеме пулчĕ. Ку шухăш та кĕпĕрнаттăр кăмăлне кайрĕ. Проектне тишкерсен «симĕс çутă» пама пулать терĕ.
Сергей Морозов ĕçтăвкомăн çулталăк планне пăхса тухса палăртнине пурнăçа кĕртме ăнăçусем сунчĕ.
 
: 1093, Хаçат: 6 (1150), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: