Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ишевке район пульницинчи терапевтăн пӳлĕмĕ умĕнче ялан çын нумай. Ку пӳлĕмре Владимир Сандркин тухтăр йышăнать. Ăна ытларах шанаççĕ, мĕншĕн тесен вăл чирлисене сыватиччен сиплет.
Владимир Анатольевич Сандркин Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕреннĕ çын пулнă: Валентина Ивановна Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, халĕ те унтах ĕçлет. Анатолий Савельевич та çак шкултах хими, математика, биологи предмечĕсене илсе пынă. Ачисене те вĕренме хистенĕ вĕсем.
Владимир – çемьери аслă ачи – пĕрремĕш класранах “пиллĕк” паллăсем кăна илнĕ. Шкулти мероприятисене те хастар хутшăннă, йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах спортпа та туслă пулнă: çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе. Çар çынни пулма ĕмĕтленет-çке-ха вăл! Юлташĕпе Рязаньри сывлăш десант çарне кайма хатĕрленеççĕ. Ашшĕ ăна çапла ăнлантарать: “Ял хуçалăхĕнче ĕçлес килсен – Мускаври ял хуçалăх академине каймалла, çар çынни пулас килсен – çар академине”.
Вунă класс пĕтернĕ çĕре ашшĕ-амăшĕ ачине медицина енĕпе яма шутлать. Ашшĕ академине каймалла тенипе Володя Ленинградри çар медицинин академине кайса заявлени парать, комисси иртет. Анчах экзаменсем тытăниччен пĕр кун малтан “сывлăхĕ начар” тесе сăлтав тупса экзаменсене кĕртмеççĕ. Кайран военкоматра калаççĕ: “Кун пек сăлтава юриех çыраççĕ”. Тухтăр пулма шутланă каччă суйласа илнĕ çулĕнчен пăрăнмасть. Облздравра Самарти “блатной” медицина институтне кайма сĕнмесен те Володя унта кĕрет.
Вĕренӳре те палăрать чăваш каччи, спортра та. Йĕлтĕрпе чупса, дзюдо мелĕпе кĕрешсе институт чемпионĕ пулать. Çав вăхăтрах çăмăл атлетикăна та пăрахмасть, хĕвелтухăç кĕрешĕвĕсен мелне вĕренет.
-Тухтăр ĕçне суйласа илнишĕн пĕртте ӳкĕнместĕп, мана çынсене пулăшма килĕшет. 1989 çулта диплом илсен Ульяновска ĕçлеме ячĕç. Вырăнне суйласа илме май пурччĕ. Эпĕ Ишевкене килес терĕм. Çавăнтанпах терапевтра ĕçлетĕп. Çаплах кардиологипе, гастроэнторологипе специализаци тухрăм. Çавăнпа мана диагноз тĕрĕс лартма йывăр мар. Çынна пулăшма пултарнишĕн, эп çырса панипе çын чиртен хăтăлсан çав тери хĕпĕртетĕп. Тĕрĕссипе, çынна ырă тăвасси лайăх япала. Хăшĕсем тав тăваççĕ, теприсем сывлăх сунма манаççĕ. Кашнин ирĕкĕ. Эп хамран мĕн килнине тунă,- тет Владимир Анатольевич.
Сыватма йывăр, сывлăхшăн хăрушă чирсем “çамрăкланса” пыни Владимир Сандркина канăçсăрлантарать.
-Пирĕн çĕршывра кăна мар, ют çĕршывсенче те чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе, инфарктпа, инсультпа ваттисем кăна мар, çамрăккисем нумай аптăраççĕ. Ракпа та 18 – 21 çулхисем чирлеççĕ. Çаплах ӳпкепе сывлăш çулĕсен чирĕсем çамрăксем хушшинче вăйлă сарăлчĕç. Астмăпа чирлекенсем нумай. Сăлтавĕ, паллах, экологире, апат-çимĕç пахалăхĕ начар пулнинче тата çамрăксем сахал хускалнинче. Ĕçре лараççĕ, килте телевизор е компьютер умĕнчен тăмаççĕ. Чирлесен те хăйĕн вăйне шанмаççĕ, тухтăр патне кайса эмел ĕçсен туххăмрах сывалма пулать тесе шутлаççĕ. Анчах çын хăй тăрăшмасан чиртен сывалма çук. Организмĕнчи мĕнпур клеткисене ĕçлеттерекенни вара ракран та сывалма пултарать. Кун пек тĕслĕхсем пулнă. Хамăн пациентсене те çакна ăнлантарма тăрăшатăп. Эмелсене кăна шанмалла мар, çыннăн хăйĕн умне тĕллев лартса ăна пурнăçламалла, кашнин чиртен сывалас шанăç пулмалла. Çын тĕллев лартсан тем тума та пултарать, - тет тухтăр.
Владимир Анатольевич хăй сывлăхне çирĕплетессишĕн нумай ĕçлет. Студент чухнех аутотренингпа кăсăкланнă, нумай литература вуланă, организма кантарма хăнăхтарнă. Кашни ир хăй тăрăх сивĕ шыв ярать. Ачаллах спортпа туслашнăскер студент вăхăтĕнче те, халĕ те унран уйрăлман. Кĕçĕн хĕрне Кристинăна ача садĕнченех кĕрешме вĕрентет. Малтан – выляса кĕрештерет, кайран – спорт секцине илсе каять. Халь хĕрĕ – кĕрешессипе Европа чемпионĕ!
-Кристинăпа кĕрешĕве пĕрле çӳреме вăхăт тупаймастăп-ха. Ĕçрен час пушанаймастăп,- кулянать Владимир Анатольевич.
Чăнах та, хальхи вăхăтра тухтăрăн хут ĕçĕ нумай. Чирлисене куллен 15-20 çын йышăнмалла пулсан ун патне 30-40 çын çырăнать. Пулăшу ыйтма килнĕ çынна ман вăхăт тухрĕ тесе кабинет умĕнчен хăваласа яраймасть вăл. Участокри терапевт пулнă май тухтăр 1826 çын сывлăхĕшĕн явап тытать. Тухтăрсăр юлнă ытти участокри çынсем те ун патне çырăнма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕрен отчётсем, комиссисем вара нумай вăхăта тата вăя илеççĕ.
-Тĕрĕслеме килекенсене чирлисем сана мĕнле хаклани кăсăклантармасть. Вĕсене хут çине мĕн çырни, отчёт, план кирлĕ. Чирлекене ку кирлĕ-и? Унăн сывалмалла, тухтăрăн вара сыватма пулăшмалла, - тăсать вăл калаçăва.
Владимир Анатольевич чирлĕ çынна çиелтен пăхса эмел çырса памасть. Çавăнпа нумайрах вăхăт йышăнать, ĕç вăхăчĕ иртнипе иртменнине пăхмасть. Чирлĕ çын килне чĕнтерсен те çаплах. Вăхăт çитменнипех вăл хальччен категорине ӳстермен. “Тухтăрăн категорине хут мар, чирлисем палăртаççĕ”,- тет вăл пĕртте кулянмасăр.
Çирĕм çул пĕр çĕрте ĕçлет Владимир Сандркин. Ишевке пульницинчи терапевт вулаканăмăрсене те сĕнӳ пачĕ:
-Сывлăха кашнин тимлемелле. Эпир яланах сывлăха çирĕплетме вăхăт çитмест тетпĕр. Тĕрĕссипе, вăл вăхăт çитменни мар, кахалланни. Ирпе 15 минут маларах тăрса та зарядка тума пулать. Сывлăхне çын хăй тăвать, хăйне хăй сыватать. Эпир пулăшатпăр кăна. Пысăк пăлхану (стресс) çын сывлăхне нумай сиен кӳрет, иммунитета пĕтерсе чире ярать. Çавăнтан сыхланăр.
Владимир Сандркин кашни канмалли кун çемйипе тăван ялне ашшĕ-амăшне пулăшма васкать. Хăй аллипе тытса тума пĕлмен ĕç çук унăн. Кăшт та пулин пушă вăхăт тупăнсан çемйипе вăрмана, Атăл хĕрне çӳреме кăмăлллать. Машина рулĕ умĕнче ларма юратать. Çулталăкра пĕрре машинапа çемйипе пĕрле тинĕс хĕрне кайса килни уншăн- чăн-чăн кану!
 
: 1098, Хаçат: 19 (1111), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: