Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлач уйăхĕнче Ульяновскри «Эревет» халăх юрă ансамблĕн солистки Вера Мандрейкина 55 çул тултарчĕ. Пурнăçĕн чи илемлĕ саманчĕсене çак чăваш ушкăнĕпе тата ун юрăçисемпе çыхăнтарать хĕрарăм.
 
Вера ачаранах юрлама юратнă, артистсен пултарулăхĕ, концертсемпе пуян пурнăçĕ илĕртнĕ ăна. Радио хумĕпе тытакан чăваш спектаклĕсене, юрăсене итленĕ. Ăçта ĕçлесен те юрă ĕнерленĕ. Яла (Тутарстанри Нурлат-Октябрьски районĕнчи Якурккелне)юлма ĕмĕтленекен 17 çулхи пикене кукамăшĕ вăйпах хулана янă. «Кай, кай хулана, яла юлмастăнах, тăтăш хăнана килĕн терĕ кукамай хистесех»,-аса илет Вера Николаевна.-Кил ан хупăнтăр тесе вун тăхăр çулхи шăллăма авлантартăмăр. Эпир хăр тăлăхсем пулнă. Пурнăç тилхепине хамăрах тытса пыраттăмăр. Аттепе анне питĕ ир вилнĕ. Кукамай хăй уйрăм çуртпа пурăнатчĕ. Çапла пĕр шутламан çĕртен, хама шеллекен кăвак çӳçлĕ тăванăма пула хула хĕрĕ пулса тăтăм. Ульяновскра сăрантан атă-пушмак çĕлетекен комбинатра, «Комета» заводра ĕçлерĕм. Хамăр ял ачипе çемье çавăртăмăр».
Вунă çул каялла «Руслан» Культура керменне «Эревет» ансамбль концертне кайсан Вера Мандрейкина пурнăçĕ тĕпрен улшăнать. Вăл унта Николай Косырев ертӳçĕпе тата шăпчăк саслă Владимир Сорокин юрăçпа паллашать. Сцена çинчен халăха чăваш юррине парнелекен арçынсем ăна «Эревете» юрлама килме чĕнеççĕ. «Ытларикунпа кĕçнерникун – репитици кунĕсем терĕç. Эпĕ хăюлăх çитерсе кермене пурте пухăннă çĕре пытăм. Мана вунă çул каялла «Руслан» кермен дирекцийĕ çĕлетсе панă чăваш кĕпине пачĕç. Репертуарпа паллаштарчĕç. Хаваспах, хавхаланса юрăсем вĕренме пуçларăм. Уйрăмах «Эревет» халăх юрă ансамблĕн хĕр-пикисем килĕшрĕç, хăвăрт туслашрăм вĕсемпе. Мана кăмăллăн йышăнчĕç эреветçĕсем. Çакă пушшех те çунатлантарчĕ, шанчăк пачĕ,»-тет Вера Николаевна.
Чылай çул хушши «Эревет» хĕрĕсемпе каччисем сцена çине иккĕмĕш хут çĕлетсе панă кĕпесемпе тухаççĕ. Пĕлтĕр вара Ульяновскра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ валли Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ ансамбле парне тунă, чăваш кĕписене çĕлетсе панă. Шел, çут çанталăк çав кун хăйĕн парнине – сивĕ çумăр хатĕрленĕ. Кĕпесем сăрăпа йĕпенсе вараланнă. Халь çакăнса тăраççĕ куçсене йĕртсе.
- Шел, юлашки çулсенче ансамбльтен харăсах темиçе çын кайрĕ, - тет Вера Николаевна. - Рая Шумилова Течче пурăнма куçнăранпа Николай Косырев (ертӳçĕ) мана пĕрремĕш сасă çине лартрĕ. Малтан иккĕмĕш сасăпа юрлаттăм. Репертуарта питĕ нумай юрă. Эпĕ пĕлни кăна – 50 ытла. Юрăсăр пĕр кун та пурăнаймастăп.
Вера Мандрейкина çирĕм çул ĕнтĕ «Авиастар-СП» обществăра хуралта вăй хурать. «Эревет» репетицийĕсене те ĕçе çӳренĕ пек тирпейлĕ, пĕр сиктермесĕр çӳрет. Унсăрăн мĕн-тĕр пурнăçлайман, куна усăсăр ирттернĕ пек туйăнать ăна. Мăшăрне, ывăлĕпе хĕрне, Роман мăнукне, чечексене, пурнăçа юратать.
- Ырă кăмăл-туйăмлă, сăпайлă, яваплă, хушнине итлекен, тăрăшуллă çын вăл,- терĕ Вера Николаевна пирки «Эревет» ертӳçи Николай Косырев.- Ăна чĕререн телей, сывлăх сунатпăр. Яланах пирĕнпе пĕрле пул.
 
: 1155, Хаçат: 6 (1150), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: