Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вера Константиновна Артемьева (Левакова) 22 çул Покровски шкулĕнче апат пĕçерет. Куллен ăна шкул ачисем тутлă çитернĕшĕн тав тăваççĕ.
“Повар – шкула чи малтан килекен. Кăвайт чĕртсен пурнăç çĕнĕрен тапранса кайнă пек туйăнать, кашăк-чашăк сасси чуна çемçетет. Вера Артемьева поварпа унăн пулăшаканĕ Елена Генералова апат пĕçермелли пӳлĕмре кăштăртатма пуçласан та çаплах, шкул таврашĕнче çанталăк та ăшăрах туйăнать”, - теççĕ апат пĕçерекенсем пирки вĕрентӳçĕсем.
 
-Кашни кунах 85 ача апатланать. Рациона хам çырса хатĕрлетĕп. Эрнере икĕ кун сĕтпе пĕçернĕ пăтă (рис, тулă, манка) паратпăр, пĕремĕк пĕçеретпĕр, сĕтел çинче яланах салат е винегрет. Ачасем ытларах пăтă тата иккĕмĕш блюдăсене юратаççĕ, яшка çиесшĕнех мар, çавăнпа ăна эрнере пĕрре кăна пĕçеретпĕр. Аш-какай, кăлпасси таврашĕ рационра кашни кунах пур. Çулла ачасем те, хамăр та хурлăхан, хăмла, хурăн, çĕр çырлисен çулçисене, çăка чечекне, пĕтнĕк курăкне (мята) пухса типĕтетпĕр. Хĕлле вĕсенчен чей вĕретсе паратпăр. Купăста, хăяр хамăр тăварлатпăр, винегрет тунă çĕрте усă куратпăр, - юратнă ĕçĕ пирки хаваспах каласа парать Вера Константиновна.
Нимрен нимĕр тума пĕлекен теççĕ Вера пеккисем çинчен. Пĕр çимĕçе те сая ямасть вăл. Сысна ашĕ çуллăрах-и, унран вăл сало та тăвать, тĕрлĕрен тутă кĕртекен япаласем хушса, аш арманĕ витĕр кăларса çăкăр çине сĕрсе çимелли апат та хатĕрлет.
Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче 1961 çулта çуралнă вăл. 1978 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухать, Ульяновска куçса килсе автозавода ĕçе вырнаçать. Штамповщикăн йывăр ĕçне те парăнтарма пултарать черчен хĕр. Пĕр-икĕ çул ĕçлесен Вера “Контактора” куçать, унта кладовщикра вăй хурать. Пушă вăхăтра хĕр вĕренме çӳрет, пичет машинипе ĕçлеме хăнăхать. Ултă çул хулара ĕçленĕ хыççăн Вера Константиновна Турă пӳрнине тупать, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упи каччипе Валерий Витальевичпа паллашать. Кĕçех çамрăксен туй кĕрлет.
Пĕрлешнĕ хыççăн Артемьевсем упăшкин тăван ялне пурăнма куçаççĕ. Çамрăк хĕрарăма страхагент ĕçне явăçтараççĕ. Çак профессипе çулталăк ĕçленĕ вăхăтра пысăк ялти кашни çынпа паллашма ĕлкĕрет. Çынсемпе калаçса ĕçлеме питĕ килĕшет ăна. Çут тĕнчене пĕрремĕш ачи килсен Артемьевсем Ульяновск çывăхнерех куçма шутлаççĕ. Покровски ялĕнче Верăн тетĕшĕ пурăннипе кунталла çул тытаççĕ.
-Вăл вăхăтра колхоз вăйлă аталаннăччĕ. Валери фермăна кĕчĕ. Хуçалăх пире малтан кивĕрех хваттер пачĕ, кайран çĕннипе тивĕçтерчĕ. Кĕçех пирĕн тепĕр ача çуралчĕ. Икĕ ача садика каякан пулсан эпĕ те ĕçе тухас терĕм. Шкулта повар кирлине пĕлсен Аслă Нагаткина кайса вĕрентĕм. Çапла 22 çул каялла повар пулса тăтăм. Манăн тăваттăмĕш разряд. Пиллĕкмĕш таран ӳстерме вăхăтĕнче май пулмарĕ, халĕ укçа тӳлесе вĕренмелле. Пурĕпĕр каятăп-ха, - тет малаллах талпăнакан Вера Артемьева.
Аслă ачисем ӳссен Артемьевсен çемйинче виççĕмĕш ача çуралать. Халĕ кĕçĕн ывăлĕ çиччĕмĕш класра вĕренет. Ашшĕпе амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ. Вера Константиновна юратнă çыннисене тĕрлĕрен тутлă çимĕç пĕçерсе тĕлĕнтерет.
“Канаш” хаçат тухма тытăннăранпах Артемьевсем ăна çырăнса илеççĕ. Çемйипех юратса вулаççĕ, кӳршисене те параççĕ.
Вера Константиновна хăйсен ялĕнче пурăнакан ытти чăвашсем “Канаша” çырăнманнишĕн пăшăрханать. Тăванĕсемпе кӳршисене, ĕçтешĕсене кашнинчех чăваш хаçатне вулаттарать, çырăнма сĕнет.
Чăнлă районĕ.
 
: 1003, Хаçат: 6 (1150), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: