Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
2012 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче – сакăр уйăх хушшинче – Ульяновск облаçĕнче «Чи лайăх кинозал» ятпа регион шайĕнче VII конкурс иртет. Унăн йăлана кĕнĕ призĕсем – професси шайĕнчи пысăк пахалăхлă киноустановкăсем. Кăçал конкурса хутшăннисенчен чи аваннисем нумай пĕлтерĕшлĕ киномобильсене тивĕçĕç.
«Чи лайăх кинозал» конкурс – Ульяновск облаçĕн ял муниципаллă йĕркеленӳсенчи культура учрежденийĕсем хушшинчи ăмăрту. Ăна кинематографи тытăмĕнчи патшалăх политикине пурнăçа кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ. Тĕп тĕллевĕ – ялсенче кинона çĕнĕрен чĕртсе куракансем патне илсе çитересси.
Конкурс культура учрежденийĕсене çĕнĕ киноустановкăсемпе тата оборудованипе тивĕçтерме май парать. Малашне ялта пурăнакансем те кинематографи шедеврĕсене лайăх пахалăхпа курса савăнма пултарĕç, çаплах кино район культурине аталанма пулăшĕ.
Конкурса хутшăнаканăн çĕнтерес тесен тупăшаканран çулталăк кăтартăвĕсемпе иртсе каймалла. Вĕсен шутне киносеанссемпе киномероприятисен калăпăшĕ тата вĕсен пахалăхĕ кĕрет.
Ултă çул хушшинче конкурс шайĕнче Ульяновск облаçĕнче «Вуннăмĕш Музăн» çĕнĕ сакăр центрĕ уçăлнă.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсене çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче – Раççей киновĕн кунĕнче – пăхса тухаççĕ.
 
: 856, Хаçат: 6 (1150), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: