Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр регионти çурхи ака ĕçĕсене йĕркелекен штабра лару ирттернĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, 2012 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем 957,2 пин гектартан сахал мар акмалла, вĕсенчен 609,1 пин гектарне – пĕрчĕллĕ культурăсем. Кĕркунне 244,7 пин гектар çинче тĕш-тырă акса хăварнă. Хĕвел çаврăнăша кăçал 120 пин гектар, сахăр чĕкĕнтĕрне – 17,3 пин гектар, выльăха çитермелли культурăсене – 143,8 пин гектар, çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе – 4,8 пин гектар акма палăртаççĕ.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем хуçалăх инвентарьне, машинапа трактор паркне йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ. Хуçалăх ертӳçисем минераллă удобренисем туянасси пирки килĕшӳ тунă. 2012 çулта хуçалăхсене 72 пин тонна удобрени çитмелле.
-Иртнĕ çул ял хуçалăхĕ пысăк кăтартусемпе ĕçлерĕ. 2012 çулта хуçалăхсене аталанма, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянма субсиди памалла, минерал удобренийĕсем, çĕнĕ вăрлăх туяннăшăн компенсаци памалла. Çак тĕллевпе регион бюджетĕнчен укçа уйăрмалла, - тенĕ Сергей Морозов.
 
: 812, Хаçат: 6 (1150), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: