Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ял хуçалăх продукцийĕН хакĕсем чакнă
 
Нарăсăн 1-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăхĕнче 2011 çулăн пĕтĕмлетӳ пухăвĕ иртрĕ. Унта кооператив ĕçченĕсем, специалисчĕсем, Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов тата районти ял хуçалăх управлени ертӳçипе пай пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
 
- Кооператив Уставĕпе килĕшӳллĕн кунта иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе явма, çитменлĕхсене, туса çитереймен енсене тупса палăртма тата вĕсене пĕтерме çул-йĕр шырама пухăнтăмăр, - пуçларĕ хăй сăмахне «Волга» хуçалăх ертӳçи Радик Назымович Насуртдинов. - 2011 çул ял хуçалăхĕшĕн нихăш енĕпе те палăрмалли çул пулмарĕ. Хаксем (çункăç, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хатĕрсем, удобрени) ӳснипе тата ял хуçалăхĕн продукцийĕн (уйрăмах тĕш-тырă, сĕт) хакĕсем чакнипе асра юлчĕ.
Ял хуçалăх техникине çулталăк пуçламăшĕнче, çу кӳнĕсем çитичченех юсаса пĕтернипе çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Кĕрхи культурăсемпе нумай çулхи культурăсене шута илсен акнă лаптăк 4221 гектара е 92,7 процента çитрĕ. Тĕплĕнрех каласан, тĕшĕллĕ тырăсем – 1679 гектар (çав шутран кĕрхи культурăсем – 300), сахăр кăшманĕ – 300, хĕвелçаврăнăш – 150, выльăха çитерме ӳстерекен культурăсем – 2092 (çав шутран пĕр çуллăх курăксем – 541), куккурус – 318, нумай çулхи курăксем – 1233.
Çурхи ĕçсем вăхăтĕнче палăрнă маттур механизаторсене, шоферсене палăртса хăварасшăн. Вĕсем: Ринат Гайнеев, Муртаза Аюпов, Андрей Скворцов, Виктор Зотько, Шавкат Каримов, Николай Головин, Марат Валеев тата ыттисем.
Ака-суха ĕçĕсем хыççăн тӳрех шăтнă калчасем çинче ĕçлеме пуçларăмăр. Шел, çĕртмере ĕç юхăмне çумăр хутшăнчĕ. Çавăнпа та хирсене пĕрĕхтерме ĕлкĕреймерĕмĕр.
Шăварнă çĕрте Константин Тушкин, Марат Феткулов, Николай Головин аван ĕçлерĕç. Чăрмавсăр шыв кӳрсе тăракансем: Александр Скворцов, Игорь Иванов.
Пĕлтĕр тĕш-тырра аван кăтартусемпе пуçтарса кĕртрĕмĕр – 52545 центнер, вăтам тухăçлăхĕ – гектартан 32 центнер.
Чи тухăçлă культурăсем: урпа – 32,5 центнер, сĕлĕ – 38, çурхи тулă – 32,5, кĕрхи тулă – 30. 2010 çулпа танлаштарсан тухăçĕ 8,5 хут ӳснĕ, 2009 çулпа –16 процент е 735 тонна.
Тыр-пула пухса илнĕ çĕрте комбайнёрсемпе шофёрсем, специалистсем тăрăшса ĕçлерĕç. Çулнă çĕрте пысăк кăтартăвĕсемпе Илдус Насыров, Талгат Матуров, Ильяс Газизов, Денис Лисков, Сергей Головин. Çапнă çĕрте – Андрей Скворцов, Николай Щербаков, Константин Тушкин, Муртаза Аюпов, Насых Асадуллин, Николай Головин уйрăлчĕç. Пултаруллă водительсем: Игорь Иванов, Сергей Скворцов, Марсель Матросов, Раис Серебряков, Дамир Сайфутдинов, Владимир Фуражкин. Эпир хамăрăнне пухса илнĕ хыççăн куршĕсене пулăшма ĕлкĕртĕмĕр, Покровскинче тăрăшрăмăр.
Тыр-пул сутса 6,9 миллион тенкĕ тупăш илтĕмĕр. Пĕр центнер тырă 410 тенкĕпе танлашрĕ, 2010 çулхи кăтартуран 60 тенкĕ хаклăрах. Урпапа тулла ытларах ют çĕршывсене ăсатма туянчĕç. Тыр-пул хăйхаклăхĕ аван тухăçа пула 294 тенкĕпе танлашрĕ.
Хĕвелçаврăнăша пĕлтĕр 150 гектар çине акнăччĕ. Кĕркунне пухса илеймесрен хăрарамăр. Анчах та çанталăк пире тăватă уяр кун пачĕ. Ку культурăран 632 пин тенкĕ тупăш илме май пулчĕ.
2010 çулхи шăрăх хыççăн выльăх-чĕрлĕхе çитерес енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухнипе нумай çул ӳсекен курăкпа куккурус çĕр лаптăкне 320 гектар таран пысăклатрăмăр. Çапла майпа 2011 çулта утă 605 тонна, сенаж 6200 тонна, силос 3570, улăм 1036, зернофураж 1995. Кăçал пирĕн хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне çеç мар, ĕçченсен выльăхне те хĕлĕпе çитерсе тăрантарма май пур.
Утă-улăм хатĕрленĕ çĕрте Н.В. Головин, Виктор Зотько, Р.Лисков, Александр Скворцов, Загит Феткуллов, Петр Солодовников, Талгат Матуров вăй хучĕç.
Сенаж тата силос хывнă çĕрте питĕ тăрăшса Николай Тушкин, Яхъя Амиров, Динар Фахуртдинов ĕçлерĕç. Пётр Тимошкин вара КСК-100 комбайнпа 6440 тонна (мĕнпур симĕс массăн 50 проценчĕ) хăй пĕччен вĕтетнĕ. Пирĕн шофёрсем те – Алексей Щербаков, Рамис Хусаинов, Асхат Зяббаров, Илдус Зимагуллов тата Игорь Иванов – мухтава тивĕçлĕ. Уйрăмах Георгий Фролова палăртса хăварас килет. Унсăр пуçне эпир çакнашкал калăпăш хурайман пулăттăмăр.
Сахăр кăшманĕн ани пĕлтĕр 300 гектар йышăнчĕ. Хиртен 80043 (68136) центнер пылак тымар пухса кĕртнĕ. Тухăçлăхĕ – гектартан 266 (227) центнер. Ку культура ял хуçалăх производствинче чи кăткăс та хаклисенчен пĕри шутланать. Енчен те 1 гектар пĕрчĕллĕ культурăсене ӳстерме 4,1 пин тенкĕ пĕтернĕ пулсан 1 гектар чĕкĕнтĕр çинче – 32 пин тенкĕ. Çапах та тупăшĕ пысăкрах: 1 гектар пĕрчĕллĕ культурăсенчен – 1,2 пин пулсан 1 гектар чĕкĕнтĕртен – 5 пин тенкĕ.
Çулталăкне пĕтĕмĕшле 1,5 миллион тенкĕ тупăш илтĕмĕр. Сахăр кăшманĕн ытларах пайне кӳршĕри Пăва районне (ТР) ăсатрăмăр – 4995 тонна. Чăнлăри сахăр заводне – 3008 тонна. Çавна кура сахăр 25 тонна ытларах илтĕмĕр, укçа тĕлĕшĕнчен – 550 пин тенкĕ.
Чĕкĕнтĕре еплерех çитĕнтернине аса илни питех те вырăнлă пулĕ тетĕп. Ана çинче çăвĕпе Анатолий Тушкин, Илдус Насыров, Яхъя Амиров, Н.В. Головин, Константин Тушкин тăрăшрĕç. Ĕçе питĕ кăткăс çут çанталăк условийĕсенче пурнăçларĕç. Ирхине кăвак çутăлла пуçласа сĕм çĕрлеччен Н.Фуражкин, Шавкат Каримов, Динар Фахуртдинов, В.Зотько агрегачĕсем ĕçлерĕç. Г.Фролов, Н.Щербаков, М. Аюпов тата хуçалăхри пултаруллă хĕра-рăмсем тиенĕ çĕрте тăрăшрĕç. Водительсем чĕкĕнтĕре заводсене вăхăтра турттарса пĕтерчĕç.
Кĕрхи çĕртме çинче вăй хунă Андрей Скворцова (216 гектар), Марат Валеева (216), Марат Феткуллова (163), Г.Фролова (88) ырăпа асăнмалла. Пылак тымар çимĕçе пула 2700 гектар вырăнне 1345 гектар çĕре анчах сухалама май килчĕ. 1356 гектарне çуркунне сухалама тивет.
4,1 миллион тенкĕ тупăш илтĕмĕр. Ӳсен-тăрансене ӳстерес отрасльте пурĕ 19,2 млн тенкĕ укçа кĕчĕ. Ку 2010 çулхипе танлаштарсан 6 миллион нумайрах.
- Хисеплĕ юлташсем, пирĕн хуçалăхăн тĕп пайĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси шутланать. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ – 1148 пуç. Вĕсенчен 500 пуçĕ – ĕнесем.
2011 çулта 16297 центнер сĕт суса илнĕ (2010 сулхипе танлаштарсан 229 тонна ытларах). Пĕр ĕне сăвăмĕ – 3260 килограмм (2010 çулта – 2800). Выльăх ĕрчетекенсем аш-какай туса илессине 18 тонна ӳстернĕ (1327 центнер). Мăйракаллă шултра выльăха, пăрусене илсен вĕсем талăкра 690 грамм (550) ӳт хушаççĕ. Пĕрремĕш номерлĕ витере – 784 грамм. Кашни 100 ĕнерен 98 пăру илтĕмĕр.
Хуçăлăхра 699 сурăх, 346 путек, 16 центнер çăм илтĕмĕр. Шел, паянлăха сурăх ĕрчетесси тĕнчери пек тупăшлă мар. Тăкакĕ нумайрах.
2011 çулта выльăх-чĕрлĕх апат-çимĕçне сутса 26,1 миллион тенкĕ укçа тăвайрăмăр. 2010 çултипе танлаштарсан 4,5 млн тенкĕ ытларах.
Чи лайăх выльăх пăхакансене асăнса хăварас килет: дояркăсем – Людмила Солодовникова, Талия Ахметова, Резеда Феткуллова, Вера Альшейкина, Людмила Матросова; пăру пăхакансем – Надежда Маторова, Регина Еремеева, Светлана Матвеева, Валентина Абдрафеева; скотниксем – Валерий Сонников, Рамиль Маторов, Николай Яковлев, Эдуард Солодовников, Сергей Мутин; сурăх-така пăхакансем – Румия Хисамутдинова, Фарида Биктиева, Ренат Рахимов тата ыттисем. Çут çанталăк мĕнлине пăхмасăр хуть те хăш вăхăтра та мĕнпур вăй-халне, чун-чĕрине парса ĕçлеççĕ. Тавах пурне те ĕçе парăннăшăн.
Халăх умне тухса Тутар Каши ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев калаçрĕ. Вăл пĕтĕмĕшле тăрăх пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Социаллă сферăри çуртсем пурте ĕçленине пĕлтерчĕ. Кашни килтех çут çанталăк газĕ, пĕлтĕртенпе тата – шыв терĕ.
Участокри инспектор Сергей Еленкин вырăнта саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки каласа пачĕ, преступлени тăвасси чакнине палăртрĕ.
Чăнлă район пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов «Волга» ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхне Радик Назымович Насуртдинова тăрăшулăхшăн, тӳрĕ кăмăлшăн мухтарĕ, ял ĕçченĕсене ӳркенменшĕн чысласа хăварчĕ.
 
Каша ялĕ.
 
: 1159, Хаçат: 6 (1150), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: