Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăсăн 3-мĕшĕнче чăвашсен паллă драматургĕ, поэчĕ тата прозаикĕ Анатолий Чебанов çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Шел, юбилей кунне вăл хăй кĕтсе илеймерĕ, 2011 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче кĕтмен çĕртен пиртен уйрăлса кайрĕ.
 
Анатолий Сафронович Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Çемье çавăрнă хыççăн Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялне куçать. Çавăнтанпа Чăнлă тăрăхĕ унăн иккĕмĕш тăван килĕ пулса тăрать. Литература ĕçне А.С.Чебанов ача чухнех пуçăннă, райхаçатра сăвăсем пичетленĕ хыççăн тантăшĕсемпе пĕрле ялти клуб сцени çинче спектакльсем лартса вылянă, хăй те пьесăсем çырма пуçланă. 1980 çулта хăйĕн чи паллă пьесине – «Праски инке хĕр парать» камит – çырса пĕтерет. Вăл Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссёрĕ В. Яковлев сцена çине кăларнă хыççăн унта 17 çул хушши тытăнса тăрать. Çак хаваслă пьесăна чăваш артисчĕсем çĕршыври ытти нумай хула театр сценисем çинче ăнăçлă лартса панă. Унăн малалли пайĕ – «Праски кинеми мăнукне авлантарать» ял мюзиклĕ те – çавнашкалах вăрăм ĕмĕрлĕ, вăл çаплах театр репертуарĕнче.
«Чĕррисем манман чух этем вилĕмсĕр»,-теççĕ халăхра. А.Чебанов пултарулăх еткерлĕхне халăх манмасть. Çак кун эпир районти Культура çуртĕнче Шупашкар хăнине – Зинаида Ивановна Вороновăна курса унпа паллашрăмăр. Зинаида Ивановна Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧНК çумĕнчи халăх ăстисен ассоциацийĕн ертӳçи. Вăл Чăнлă тăрăхне чăваш тумĕн куравне кăтартма йĕркелесе илсе килнĕ. Çапла кунта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнерçин Татьяна Петрован тата Чăваш Республикипе Раççей тава тивĕçлĕ ӳнерçин Мария Симакован ĕçĕсене курма пулать.
К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсен пысăк ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕсем А.Чебановăн «Праски кинеми мăнукне авлантарать» музыкăллă камитне кăтартма илсе килнĕ. Çитнĕ хыççăнах ял масарĕ çине кайса пьеса авторне А.Чебанова унăн вилтăпри умĕнче асăнас терĕç. Унта хăнасене Аслă Нагаткин ялĕнче ĕçлесе пурăнакан РФ Писательсен союзĕн членĕ, ĕçтешĕн пултарулăхне тĕпчесе халăх хушшине сарассишĕн нумай ĕçленĕ Анатолий Юман çул кăтартса çӳрерĕ, драматург кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Чăваш артисчĕсем çыравçă вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç.
- Лăпкă, канлĕ çывăр, пирĕн валли асра юлакан пьесăсем çырса хăварнă автор. Акă эпир паян санăн пьесусенчен пĕрне халăха кăтартма илсе килтĕмĕр,-терĕ пьесăри тĕп рольсенчен пĕрне выляканĕ, Праски инкепе кинеми сăнарне калăплаканĕ Раççей тата Чăваш Республикин халăх артистки Нина Михайловна Яковлева.
Каçхине 18 сехет тĕлне Культура çуртне ял халăхĕ пухăнса çитрĕ. 400 ытла çын вырнаçакан залра пĕр пушă вырăн та çукчĕ.
Микрофон умне Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Рамис Сафин тухрĕ. Пухăннисене культура уявĕ ячĕпе саламласа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ятĕнчен А.С.Чебанов мăшăрне – Авдотья Ивановна Чебановăна – хитре чечек çыххи парнелерĕ.
Ун хыççăн Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов сăмах илчĕ.
- Эпир А.С.Чебановпа чăннипех те мухтанатпăр. Вăл пирĕн районта хĕрĕх çул ĕçлерĕ, çав шутран 25 çул зоотехникра, 15 çул ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕн тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Çав вăхăтрах унăн литературăри ĕçĕсем те куç ĕмĕнчех пулчĕç. Эпир пултаруллă ентеше яланах тухăçлă ĕçлеме май пултăр тесе тăрăшрăмăр. Кирпĕчрен купаланă пысăк çурт парнелерĕмĕр. Çав вăхăтрах ăна ĕçре Авдотья Ивановна мăшăрĕ те сахал мар пулăшнă, ун хӳттинче Анатолий Сафроновича ĕçлеме те çăмăл пулнă. Çавăнпа паян эпир вашават чăваш хĕрарăмне чун-чĕререн тав тăватпăр.
Ханяфи Валиевич писатель мăшăрне илемлĕ чечек çыххи парнелерĕ.
-Чăнлă çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян,-терĕ вăл малалла. - Акă пирĕн хушăра Анатолий Юман тата Валентина Тарават çыравçăсем лараççĕ. Вĕсен ячĕ-сумĕ питĕ пысăк. Тавах хисеплĕ ентешсене. Эпир малашне те наци культурине малалла аталантарса пырассишĕн çине тăрсах тăрăшăпăр. Çакна шантарсах калатăп.
Куракансем чаплă спектакле пысăк хак пачĕç. Вĕсем пултаруллă артистсене пĕр хутчен çеç мар тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Спектакль хыççăн чĕпмĕрсем те, шупашкарсем те ăшă сăмахсем каларĕç. Драматург мăшăрĕ А.И. Чебанова хаклă хăнасене мăшăрĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ.
 
: 870, Хаçат: 6 (1150), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: