Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулхи нарăсăн (февраль) 3-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи общественность чăвашсен паллă писателĕ, пирĕн кил-йышри чи çывăх çын – мăшăр, ачасен ашшĕ тата мăнуксен аслашшĕ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 75 çул çитнине анлăн палăртрĕ. Шел, вăл хăй çав куна кĕтсе илеймерĕ.
Районти Культура çуртĕнче ăна асăнса ирттернĕ литература каçĕнче Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, районти ытти ертӳçĕсем, Ульяновск облаçĕнчи Правительство пуçлăхĕн тата кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Рамис Сафин тата Чăваш Республикинчи К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсен пысăк ушкăнĕ, çав шутра Раççей тата Чăваш Республикин халăх артистки Н.М. Яковлева, пулчĕç. Чăваш артисчĕсем районти Культура çурчĕн сцени çинче А.Чебанов çырнă «Праски кинеми мăнукне авлантарать» пьесăна лартса пачĕç.
Асăну каçне хутшăннăшăн, ăна йĕркелесе ирттернĕшĕн «Чăнлă районĕ» муниципаллă пĕрлешӳ пуçлăхне Х.В.Рамазанова, ун çумĕсене чăваш наци культурине тата Чăнлă район экономикине аталантарас ĕçре А.С.Чебанов тӳпине пысăка хурса хакланăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.
 
: 752, Хаçат: 6 (1150), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: