Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
“Пиллĕк” паллăсемпе кăна вĕренсе пырать улттăмĕш класри Ангелина Адамова. Çав вăхăтрах шкулти обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнать.
Пĕрремĕш класранах вăл шкулти ташă кружокне çӳрет. Класри 11 ачаран пĕр отличник.
 
-Вĕренӳре ĕлкĕрсе пыма мана йывăр мар. Хăнăхнипе начар вĕренме аван мар. Хăш-пĕр чухне “тăваттă” илсен те кулянатăп. Шкултан таврăнсан каçченех уроксемпе ларатăп. Килти ĕçе пурнăçламасăр нихăçан та шкула кайман, - каласа парать хĕрача.
Ангелина пĕчĕклех яваплăха хăнăхнă. Тен, çавăнпа та темиçе çул ăна класра старостăна суйлаççĕ.
Юратнă ĕçĕсем вара унăн – ӳкересси, ташласси, юрласси тата спорт.
-Эп ӳкерме юрататăп. Унччен аннепе асаннен портречĕсене ӳкереттĕм. Халĕ пушă вăхăтра ӳкеретĕп те чун хăпартланнипе пӳртре ташласа савăнса çӳретĕп, - киленĕвне пытармасть Ангелина.
Сенкер экран çинчи илемлĕ кăларăмсене курса мĕн пĕчĕкрен хĕрача сывлăшри гимнаст пулма ĕмĕтленнĕ. Телевизорпа курнă пек авкаланма-хуçкаланм а, çаврăнкалама хăнăхать. Халĕ вара хĕрĕн ĕмĕчĕ – пĕр-пĕр пысăк фирмăра ĕçлесси.
Класри икĕ Ангелина – Адамовапа Топтыгина – пĕрле юрлаççĕ, шкулти ирĕклĕ кĕрешӳ секцине те пĕрлех çӳренĕ. Вĕренӳре ĕлкĕрсе пыма йывăррипе Адамован секцие пăрахма тивет.
Ангелина Адамова шкулта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ “Чиперук” конкурсра çĕнтернĕ. Кашни çулах пĕтĕм Раççейри “Чĕвĕлти чĕкеç” чăваш чĕлхи конкурсне хутшăнать, кăçал пĕрремĕш вырăна тухнă. Шкулти “Çул çинчи çамрăк дружинниксен” ушкăнĕпе облаçри конкурсра çĕнтернĕ, Туапсе хулинче пулнă.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 879, Хаçат: 6 (1150), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: