Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Пухура тухса каланинчен)
Чăваш Республикинчи районсенчи ăсчахсен йышĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласан вĕсем йышпа тан марри тата тан ĕçлейменнине палăртмалла. Акă ăсчахсене районсемпе регионсем тăрăх уйăрса тухнă список. Йышлисем – Элĕк, Муркаш, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсем. Вĕсен ĕçĕсем те курăмлă. Район энциклопедийĕсене те кăларчĕç. Паха энциклопедисем. Уйрăммăн кăларнă кĕнекесем те вĕсен сахал мар.
Çитес пухусемпе ларусенче пĕр-пĕр район ăсчахĕсен шайлавĕсене (отчёчĕсене) итлеме пăрахас çук. Ку лайăх йĕркеччĕ – иртнĕ çулсенче Чĕмпĕр тата Пушкăртстан филиалĕсем тата ял хуçалăх, географи, ономастика секцийĕсем хăйсен шайлавĕсемпе савăнтарнăччĕ.
Халăх академийĕн филиалĕсенчен Чĕмпĕрпе Пушкăртстан филиалĕсем тӳрех уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем йышлă, хастар. Иван Григорьев ăсчах пуçарнипе Пушкăртстан кăçал Павел Миронов 150 çулне, Ухсай Яккăвĕн 100 çулне ПР тата ЧР Президенчĕсен Указĕпе палăртать. Çак пуçару хăех унти филиал шайне кăтартса тăрать. Эпир ку таранччен ЧР Президенчĕн шайĕпе Н.В. Никольский юбилейне кăна хускатма пултарнăччĕ. Хаçатсем Ĕпхӳри «Тивлет» телекăларăм хупăнни çинчен çырчĕç. Эпир хамăр енчен, кирлĕ пулсан, хамăр ăсчаха хӳтĕлесе çирĕп сăмаха калама тивĕç.
Чĕмпĕр делегацийĕ академин кашни пухăвнех йышлăн хутшăнать. Паянхи пухура Николай Казаков, Хĕветĕр Искендеров, Дмитрий Кузьмин, Николай Кондрашкин пур. Вĕсем пуш алăпа килмен. Дмитрий Кузьмин регион энциклопедийĕн 2-мĕш томне редакцилеме илсе килнĕ. Лайăх редактор шырать.
Чĕмпĕрсем халĕ хăйсен хулин историне Н.А. Казаков ăсчах хускатнипе тĕплĕ тишкереççĕ. Мускав, Питĕр, София хулисенчи паллă тĕпчевçĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Тавлашуллă «Джагфар тарихы» тĕпчеве тĕплĕн çавăраççĕ. Унăн текстне тата ăнлантарусене Николай Кондрашкин кĕнекелесе кăларнă. Унпа эпĕ чăваш студенчĕсене паллаштарма ĕлкĕртĕм. Вăл питех те кăсăк документ – кашни пĕр йĕрке урлă чăваш историйĕ курăнса тăрать. Кĕскен каласан Чĕмпĕр хулине пăлхарсем 866 çултах хывнă тенине таврапĕлӳçĕсем çирĕплетеççĕ. Вырăс тĕпчевçисем хирĕç тăраççĕ, хăйсен Богдан Хитрово çарпуçне мала кăлараççĕ. Болгари учёнăйĕсем углеродпа лазер тĕпчевĕ ирттерме ирĕк ыйтаççĕ.
Тепĕр хĕрӳ калаçу – «Чăваш халăх манифесчĕ» тавра. Ăна Хĕветĕр Искендеров çырса Мускав, Шупашкар, Чĕмпĕр ертӳлĕхĕсем тăрăх салатса тухнă. Унта хускатнă шухăшсем тĕрĕс, фактсем çивĕч. Анчах çырса панă хапи «манифест» йышши мар. Коммунистсен партийĕн манифесчĕ, футуристсен, имажинистсен манифесчĕсене астăватпăр. Ку пачах урăх япала. Ку – çĕршыв ертӳлĕхĕ умне лартнă ыйту, çыру, Чĕнсе калани. Сăмах наци чĕлхисене хĕсни, шкулсене хупни тата ытти çинчен пырать. Лару-тăру ытти регионсенче те çавах – Тутарстанпа Пушкăртстанра, Самарпа Пензăра, Тĕменьпе Кузбасра чăвашлăх нуша тӳсет. Эпĕ ЧНАНИ президиумне тата Халăх хуралне çак хута тӳрлетсе, хушса, якатса «Халăх тĕпелĕн» çитес кăларăмĕнче пичетлеме сĕнетĕп.
 
: 1373, Хаçат: 19 (1111), Категори: Чăваш халăх ăс-хакăлĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: