Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕчĕкренех юлташлă Маринăпа Карина. Аслăрах классенче вĕреннĕ чух Марина тăруках улшăнчĕ.
Вăл шухă çамрăксемпе туслашрĕ, эрех-сăра сыпкалама, пирус туртма тытăнчĕ.
-Йăнăш çулпа кайма тытăннине сисместĕн-им эсĕ, Марина? Кайран чавсу çывăх пулĕ те – çыртаймăн, – асăрхаттарчĕ пĕррехинче Карина ăна.
-Çăмарти чăххине вĕрентни килĕшӳсĕр. Эпĕ вара хальлĕхе савăнса юлатăп. Кайран вăхăт пулмасть, - пулчĕ кĕске хурав.
Пикесем алла аттестат илсен Шупашкара тухса кайрĕç. Марина медицина енĕпе вĕренме кăмăл турĕ, Карина педагог пулатăп терĕ. Ĕнтĕ юлташсем сахалтарах та сахалтарах курнăçрĕç.
Пĕррехинче ялта тĕл пулчĕç туссем. Марина йăлтах улшăннине курсан Карина шалт тĕлĕнчĕ.
-Эх, Марина, Марина! Савнă каччу Кирилл пăрахнăран пушшех эрех серепине çаклантăн-и? Сана пăрахса Кирилл тĕрĕс тунă. Çапкаланчăк кама кирлĕ? “Чаплă” тусусем хыççăн кайса шурлăха путрăн вĕт!
Карина сăмахĕсене Марина пĕр чĕнмесĕр итлесе ларчĕ. Унтан ĕсĕклесе макăрса ячĕ. Тинех ăнланчĕ хăйĕн йăнăшне… Кăштахран пуçне çĕклерĕ те:
-Мана, тархасшăн, пулăш çав авăртан тухма… Унсăрăн эпĕ пĕтетĕп, - терĕ çаплах ĕсĕклеме чарăнаймасăр.
Карина тусне ыталаса илчĕ.
-Апла пулсан шан мана. Анчах хăв çеç каялла ан чак, - терĕ çирĕппĕн.
 
 
Шупашкар хули.
 
: 672, Хаçат: 6 (1150), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: