Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Депресси текен ют чĕлхе сăмахне илтмен çын çук. Хĕллехи вăрăм каçсенче тата кĕске те хĕвелсĕр кунсенче депресси кашниех пырса тивме пултарать.
 
Урамра сивĕ, ниçта та тухас килмест, ĕç патне те алă пымасть. Хусканусем те çуллахи пек вăр-вар мар, пуçа шухăшсем те кĕресшĕн мар. Вĕренӳ начар пырать. Ялан çывăрас килет…Ыт ахальтенех кăмăл пăсăлать, сăлтавсăрах кулас е йĕрес килет. Çакă ĕнтĕ вăл депресси. Вăл организмăн пур органĕсене те сиен кӳрет. Малтанхи чирсене вăй илме пулăшать, инфарктпа инсульт патне илсе çитерме пултарать.
Тухтăрсем депрессин тăватă тĕсне палăртаççĕ:
1. Сӳрĕклĕх. Пурнăç интересĕ çук, нимĕн те тăвас килмест.
2. Сисчевлĕх. Ним çукран, сăлтавсăрах пăлханни, пăшăрханни.
3. Пăтранчăклăх. Ытлашши куляннипе çын тарăхма пуçлать.
4. Пытарăнчăклăх. Кăмăл-туйăм пусăрăнни иртнĕ, шухăш-ĕмĕт çутă. Анчах пуç ыратать, чĕре чикни канăç памасть.
Çак паллăсем пулсан мĕн тумалла?
Кулянăва нихăçан та пытарса пурăнмалла мар, тус-юлташпа, çывăх çынсемпе калаçсан çăмăлланать. Ĕçре ăнмасан, алă ĕç патне пымасан куç умне пурнăçри ырă самантсене кăларса тăратăр, савăк кулăллă, хаваслă сăн ӳкерчĕксене курăнакан вырăна çакса хурăр.
Нимĕн те тăвас килмесен вырăн çинче йăваланса ан выртăр, уçă сывлăша тухăр, юлташăрсем патне, спорт залне çитсе килĕр.
Лăпкă кĕвĕ-юрă итлени, тахçанах ĕмĕтленнĕ япалана туянни те кăмăла çĕклет.
Сарă-хĕрлĕ тĕслĕ, ырă шăршăллă улма-çырла (мандарин, апельсин, хурма…) ытларах çимелле. Вĕсен хупписене тӳрех ан пăрахăр.
Пурнăç хурапа шурă йĕрсенчен тăнине ан манăр. Паянхи кун нимĕнпе те савăнтармарĕ пулсан ыран савăнмалли тупăнатех.
 
: 678, Хаçат: 6 (1150), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: