Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чаплă журналсенче пит-ӳте тасатмалли е илемлĕх сĕнĕвĕсене нумай параççĕ. Анчах вĕсене пурне те ĕненмелле мар иккен. Вĕсен сĕнĕвĕсем хыççăн кайсан ӳте пысăк сиен кӳме пулать. Акă вĕсем, анлă сарăлнă суя сĕнӳсем.
1. Пилинг, скраб шатрасене пĕтерме пулăшаççĕ...
Паллах, пите скрабпа тасатмаллах, анчах эрнере пĕрререн ытла мар. Пилинг – ӳтĕн çиелти сийне хырса тасатни, çавăнпа та унпа виçерен тухса усă курни ӳте сиен кӳрет.
2. Пите пĕркеленчĕксенчен упракан кремпа май пур таран маларах усă курма тытăнмалла.
Ку каларăш та йăнăш. Çамрăк тата çитĕннĕ çын ӳчĕ пĕр пек мар, çавăнпа та вĕсене урăх кремсем сĕрмелле. Çамрăк чиперккесен пит ӳтне нӳрлетмелли тата сивĕрен е хĕвелтен упракан крем сĕрмелле. Пĕркеленчĕксемпе кĕрешекен кремпа 30 çултан иртсен кăна усă курмалла.
3. Куç хăрпăкне касторка е олива çăвĕ сĕрсе вăрăмлатма пулать.
Асăннă çусем, чăнах та, куç хăрпăкĕшĕн питĕ усăллă: вĕсем куç тĕкне çемçетеççĕ, йăлтăртатакан тăваççĕ. Çавна май куç хăрпăкĕ илемлĕрех курăнĕ, анчах пурпĕр ӳсмĕ.
4. Чĕрнене час-час сăрласан вăл сийленсе хăпăнма тытăнĕ.
Лак чĕрнене хырăнасран, тĕрлĕ хими препарачĕсем сиенлетесрен сыхлать. Анчах тĕслĕ лакпа сăрлас умĕн чĕрнене витаминлă ятарлă хутăш сĕрме манмалла мар.
 
: 634, Хаçат: 6 (1150), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: