Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле
 
Нарăсăн 9-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр, ăста çар пуçĕ, граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул пулать. Ун çинчен нумай сăмах-юмах çӳрет, художествăлла произведенисем, ăслăлăх кĕнекисем çырнă, юрăсем кĕвĕленĕ.
 
Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – А.В. Изоркин çырса хатĕрленĕ, Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Василий Иванович Чапаев» монографиллĕ тĕпчев ĕçĕ (1987 çул). Унччен В.И. Чапаев çинчен тĕплĕн каласа паракан кĕнеке пулман.
Василий Иванович 1887 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Аслă пиччĕшĕ Михаил каласа панă тăрăх, «Чапаев» хушамат вĕсен аслашшĕнчен — Степан Гавриловран – пуçланса кайнă. Атăл шывĕпе пĕренесем юхтарнă чух аслашшĕ «чапь», «чепь» «чепай» тесе кăшкăрнă, «цепляй» теес вырăнне ĕнтĕ. Çапла ун çумне çак ят çыпçăнса юлнă. Вăхăт иртнĕçем хушамат пулса тăнă.
1913 çулта тыр-пул пулманнипе выçă вилесрен Чапаевсен çемйи тăван ялĕнчен кайса Самар кĕпĕрнине кĕрекен Николаевка уесĕнчи суту-илӳ çулĕ çинче ларакан Балаково ялĕнче тĕпленет. Василий пĕчĕклех нумай пĕлме тăрăшнă, ăнлă-пуçлăскер вăйăсенче те ертӳçĕ рольне вылянă. Çăмăл мар пурнăç халăх паттăрне хурçă пекех туптать. Унăн ĕç биографийĕ вунпиллĕкренех тытăнать. 1902 çулта вăл Василий Лопатин усламçă патĕнче столяр ĕçне кӳлĕнет. Икĕ çултан паллă ăстаçă И.Г. Зудин хуçалăхне ĕçлеме куçать. Платник ĕçне алла илнĕскер вăл тетĕшĕпе тата ашшĕпе Атăл тăрăхĕнчи ялсенче çуртсем туса çӳрет.
1914 çулта Василий Чапаева çара илеççĕ. Икĕ çул Карпат тăрăхĕнчи çапăçусенче тертленнĕ хушăра вăл 1 разрядлă ратникран фельдфебеле çитет. Темиçе хут аманать. Çапăçура палăрнăшăн унăн кăкăрĕ çине часах виçĕ Георги хĕресĕ тата виçĕ медаль çакса яраççĕ.
Граждан вăрçинче Василий Чапаев Хĕрлĕ çара ертсе пынă чухнехи ăсталăхĕ çинчен «Легендарный начдив» сборник тĕплĕн каласа парать.
Василий Чапаевăн паттăрлăхĕ уйрăмах 1919 çулта А.В. Колчак çарĕпе çапăçнă чух палăрнă. Вăл ертсе пынипе 25-мĕш дивизи Ĕпхӳ тата Уральск хулисене йышăннă. Çакăншăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Василий Ивановичăн пурнăçĕ 1919 çулхи авăн уйăхĕнче шуррисем ăнсăртран тапăнса кĕрсен Лбищенск хулинче (халĕ Казахстанри Чапаев ялĕ) татăлать.
Ентешĕмĕрĕн паттăр ĕçĕсене халăх манмасть. Шупашкарти мемориал комплексĕ (унта музей, палăк, сквер кĕреççĕ) çынран татăлмасть. Унăн ячĕпе хуласем, урамсемпе скверсем, музейсем, карапсем хисепленсе тăраççĕ. Пĕртăван режиссёрсем – Васильевсем – «Чапаев» кино ӳкернĕ, ăна чăвашла куçарнă. Паттăр çинчен çырнă произведенисем тата хаçат-журналта кун çути курнă статьясем ЧР патшалăх кĕнеке палатинче упранаççĕ.
 
 
 
: 933, Хаçат: 6 (1150), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: