Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Психологсем ĕнентернĕ тăрăх, Çĕр çинче пурăнакан кашни çынах эротика тĕлĕкне пĕрре те пулин курнă. Унашкал тĕлĕксем мĕншĕн тĕлленеççĕ-ха? Мĕне пĕлтереççĕ вĕсем? Чылайăшĕ çак ыйтусен хуравне тупма ăнтăлать.
Специалистсем çирĕплетнипе килĕшӳллĕн, юрату тĕлĕкĕсене ачасем те кураççĕ, анчах ӳснĕ май вĕсем ясарланаççĕ çеç. Психологсен шухăшĕпе, 25-40 çулсенчи хĕрарăмсем хăйсен тĕлĕкĕсене чăна çавăрма тăрăшаççĕ. Тĕлĕнмелле тепĕр кăтарту та пур: мĕнпур тĕлĕкĕн вуннăмĕш пайĕ – юратупа, ар хутшăнăвĕпе çыхăннă иккен. 25-35 çулсенчи арçынсен 15, çак ӳсĕмри хĕрарăмсен эротика тĕлĕксен 55 проценчĕ киленӳпе вĕçленет. Апла ыйтусем çуралаççех.
Ăсчахсен ĕçĕсене тишкерсен акă мĕн паллă: ытларах чухне тĕлĕкре чăн пурнăçра ар çыхăнăвне куллен кĕменнисем савăшаççĕ. Çакă тĕрлĕ тĕпчев, ыйтăм ирттернĕ хыççăн уçăмланнă – 16-20 çулсенчи каччăсемпе 40-рен иртнĕ хĕрарăмсем эротика тĕлĕкне куллен кураççĕ. Сексологсем каланă тăрăх, ку ӳсĕмрисем хăйсен вăрттăн ĕмĕчĕсене нумай чухне пурнăçа кĕртеймеççĕ. Çав вăхăтрах лăплантарма тăрăшаççĕ: эротика саманчĕсем тĕлленни чир те, чир палли те мар.
Юрату тĕлĕкĕсене куракансене специалистсем виçĕ ушкăна уйăраççĕ. Пĕрремĕшĕсене çывăрнă вăхăтра хăйсен вăрттăн ĕмĕчĕсем тĕлленеççĕ. Иккĕмĕшĕсем ясаррисене курмасан та тĕлĕке эротикăллисен йышне кĕртеççĕ. Виççĕмĕшĕсем гомосексуалистсемпе , лесбиянкăсемпе ыталашаççĕ, ар çыхăнăвне кĕреççĕ. Сексологсем вĕсене те лăплантарма тăрăшаççĕ: унашкал тĕлĕксем курăннăшăн пăшăрханма кирлĕ мар. Сăмах май, арçынсен пысăк пайĕ хăйсене хĕрарăм пек курать-мĕн.
Ытти тĕлĕк пекех эротикăлли-сем те мĕне те пулин пĕлтереççĕ, систереççĕ. Чылай хĕрарăм унчченхи савнипе, упăшкипе савăшнине тĕлленсен вĕчĕрхенет, пăлханать. Пĕтĕмĕшле илсен пăшăрханни усăсăр. Ахăртнех, вăл малтанхи варлине е мăшăрне асран кăлараймасть. Пĕрле вĕренекенпе юрату вăййине выляни ирĕклĕхе туртăннине пĕлтерет, курайман кӳршĕпе айкашни çын хăйĕн пурнăçне тĕпрен улăштарма палăртнине уçăмлатать. Пике тĕлĕкре Мел Гибсонпа е Брюс Уиллиспа ар çыхăнăвне кĕни те вăрттăн ĕмĕтсене çынна каласа кăтартманнипех çыхăннă. Кулленхи пурнăçран ывăннă хĕрсемпе хĕрарăмсем палламан арçынпа савăшаççĕ. Ун пеккисен ума çирĕп тĕллев лартса пурнăçа улшăну кĕртмеллех. Хĕр качча, йĕкĕт пикене «çаврăнни» вара çын савăшу вăхăтĕнче партнёр мĕн туйнине пĕлес тени иккен.
Психологсем савнине тĕлĕкре курас тесен çывăрас умĕн спортпа аппаланма сĕнмеççĕ, выртсан кирлĕ-кирлĕ мар çинчен шухăшласан та ĕмĕт пурнăçланмĕ. Пуç айне пысăк минтер хумалла мар. Чи кирли – куç хупиччен чун варлине аса илмелле.
 
: 974, Хаçат: 6 (1150), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: