Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ватăлăх çитнине те туяймарăм,
Хура-шур курсассăн та сахал мар.
Ачасемшĕн кирлине тăваймарăм,
Ашшĕ вилчĕ, пит йывăр пурăнма.
ххх
Пирĕн ӳсĕм çамрăклах вут пек çунчĕ,
Чарма тивнĕ вĕрентме классене.
Фашистсем чĕртсе янă вăрçă вучĕ,
Çитсе тиврĕ пур халăх чĕрине.
Вăйпитти арçынсем те вăрçа кайрĕç,
Ăсанчĕç урапаллă лашасем.
Техникум ачисене те ăсатрĕç
Чавмашкăн Сăр шывĕн çыранĕсене.
Сивĕсем иртетчĕç хĕрĕх градусран,
Канма тăраймастăн – шăнса хытан.
Хăшĕсем чирлерĕç аяк шăннăран,
Пульници пушах, эмел çук тумлам.
Класс ертӳçи хавас пит-куçлăн
Çитрĕ хаçатсем тытса аллине.
«Хĕрлĕ Çар Сталинград патĕнче йышлăн,-
Терĕ, - çĕмĕрнĕ фашист пурлăхне.
Пурнăçланайман фашистсен планĕ,
Партизансем пуçланă вăй илме.
Тăвăл пек çĕкленнĕ пур халăх чунĕ,
Нимĕç чакма та ыр çул пĕлмен.
ххх
Ватти-вĕтти хирте тырă пуçтарнă,
Вырнă çурлисемпе, çулнă çавапа.
Çамрăк хĕрарăмсем кӳмисене те туртнă,
Ĕмĕртесшĕн пепкине сулхăнта.
Çĕр хута кусла çинче кĕлте çапнă,
Чĕп куçĕ пек çункаланă хунар.
Кăнтăрла тырра çил çинче сăвăрнă,
Çамрăксем кӳлсе хунă вăкăра.
Колхозра лашасем те сахалланчĕç,
Вĕрентрĕç вăкăрсене кӳлме.
Ачасем ватăсене пулăшатчĕç,
Тăрăшатчĕç станцана тыр леçме.
Кахалсем пулман ялта нихçан та,
Хулари халăх паттăр Раççейре.
Çĕнтереймест пире Гитлер нихçан та,
Ăна ывăтнă инçене Атăлран.
Гитлер фашист тăватă çул çĕмĕрчĕ
Пирĕн ялсемпе хуласене.
Нумай халăха çунтарса пĕтерчĕ,
Никам пĕлес çук вĕсен шутне.
Хĕрлĕ Çар тылран вĕçĕмсĕр вăй илчĕ,
Килсе тăчĕç çĕнрен-çĕнĕ чаçсем.
Нумай хĕрупраç çар ретне çырăнчĕ,
Вĕренчĕç тĕллеме çӳлти фрицсене.
ххх
Çулсем иртрĕç, кун-çĕрсем шăвăнчĕç,
Тăват çул юнлă вăрçă шавĕнче.
Виç кĕтеслĕ çырусем нумайланчĕç,
Хуçисем çухалнă ют çĕр çинче.
Раççейре пурăнсан та тĕрлĕ халăх,
Пулăшнă пĕрне-пĕри кăмăлтан.
Халăхсен хушшинчи ыр сăпайлăх
Гитлер пуçне минретнĕ пуль пайтах.
Çĕршывра лару-тăру та улшăннă,
Фашист çарĕ арканни куçкĕрет.
Партизансем Хĕрлĕ Çара пулăшнă,
Пурăннă хăйсем тунă хӳшĕре.
Фрицсем выçăхнипе кĕлмĕç пек тарнă.
Çитнĕ хĕрĕх пиллĕкмĕш çулхи май.
Жуков маршал планĕ йăлт пăхăнтарнă
Сыхлакан фриц пулсассăн та нумай.
Йывăр пулсан та Рейхстага илнĕ,
Хĕрлĕ ялав пуçланă вĕлкĕшме.
Çапла вĕçленнĕ Гитлерăн вăрçи,
Пĕтĕм тĕнчене пăхăнтарас тени.
04. 12. 2011.
 
Ульяновск районĕ,
Аслă Ключищĕ ялĕ.
 
: 1186, Хаçат: 6 (1150), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: