Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
сонетсен Ярăмĕ
 
Сăхăтпуçсем Пикенеçе манмаççĕ,
Ывăçран ĕçеççĕ ун шывне.
Асамлă вăйĕнче чуна туптаççĕ,
Ăша хураççĕ вилĕмсĕр шавне.
Çăл çаврăнăшĕн пĕчĕк çĕр шывне,
Вăрттăн тупсăмне уçса пĕлесчĕ:
Мĕншĕн çутăрах унри шевле,
Камшăн ăраскаллăрах тивлечĕ?
Меслечĕн майĕ кам пилленĕрен
Чул айĕнчен çĕр саслă сăрхăнать?
Тĕлĕнсе çăлкуç-Пикенеçрен
Чĕрере, чунра тем вăранать.
 
Хама çаксемсĕр тăлăх пек туятăп,
Вĕçĕмсĕр сассине туятăп
 
ххх
Юхатăн миçе ĕмĕр ывăнмасăр
Эс, харсăр Пикенеç, вут-юхăмпа.
Йăлăхтарать пĕр вырăн ывăнмасăр,
Канмасăр мĕн пуплетĕн халăхпа?
Сăхăтпуçсем телейлĕ тетĕп эпĕ.
Сассу савăнтарать ĕçме тăрсан.
Мухтав чăнахĕ шавĕнчен итлетĕп
Сăмах майне сан еннелле пăрсан.
Кашни тумламĕ – манăн чун саламĕ,
Саланĕ тинĕсре кунтан кайсан.
Ăсаннă ачине амăш манмĕ
Пиллев пайне пĕр шайлă пайласан.
 
Асамлă Пикенеç, эс тĕслĕх патăн,
Виçи пур-и ку чухне тахатăн?!
 
ххх
Канмасăр эс юхатăн, чарăнмасăр,
Шавунта сисеп тахатлă туртăм.
Нишер шывне çĕнетĕн парăнмасăр,
Санра сулмаклă туйăм куртăм.
Шур тумлă вырăнтан палкатăн,
Унтан сикетĕн çӳллĕ валакран.
Хăна пулса Сĕвене ал патăн
Шарласа шур тăмлă Сăхăтран.
Пикенеçе пĕлеççĕ Каспире те,
Кашни тумламĕ – унăн çак саламĕ!
Эс тинĕсе кĕрсе тĕлĕнтеретĕн –
Ун хумĕнче çунать чăваш халалĕ!
 
Эппин, пире пĕлеççĕ тĕнчере,
Çитеççĕ чăвашсем çитмен çĕре!
Ульяновск хули.
 
: 1076, Хаçат: 6 (1150), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: