Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тухăçран тухать хĕрӳ хĕвел.
Чунăма парсамччĕ, Турăçăм, тĕрек!
Мĕншĕн-ши пĕлместпĕр ыррăн пурăнма,
Çын çинче сăпайлă, чыслă курăнма.
 
Ир куçа уçсассăн - кайăксен юрри.
Юрату пулсассăн – пурнăçăн тĕвви.
Умăмра тăрать пуль çӳллĕ хура ту,
Телей вучĕ сӳнчĕ – чунра ырату.
 
Ăшăмра вăранчĕ сăвăсен йĕрки,
Пуçăмра вĕçĕмсĕр шухăшсен тĕрки.
Шывпа сӳнтереймĕн чĕрери вута,
Ăша пусармашкăн тĕрлетĕп хута.
 
Пуçăма çĕклерĕм – пăхрăм çӳлелле,
Çăлтăрăм ман ӳкрĕ çутă кӳл çине.
Вăркăшса çунсан та вутпала чĕре
Хуйха пусармастăп йӳçĕ шĕвекпе.
 
Юрату пулман-ши çулсем яш чухне,
Чун ăшши сапман-ши хĕрӳ хĕлхемне?
Пуçри пурçăн явлăк çухатрĕ тĕсне,
Иртрĕ çамрăк ĕмĕр, пулчĕ вăл кĕске.
 
Кам-ши кансĕрлерĕ лăпкăн пурăнма,
Пĕрле, такăнмасăр юнашар утма?
Çут тĕнче шеп, хаклă – хăналăх, сăна,
Пуçа капланаççĕ шухăшсем кăна.
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1182, Хаçат: 6 (1150), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: