Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
КАШНИ КИЛТЕХ – КĔТНĔ ХĂНА
Аслă Нагаткин почтамчĕн Салмановка ялĕнчи почта уйрăмĕнче яланах çынсем нумай: коммуналлă тивĕçтерӳсемпе саплашаççĕ, çыру, посылка, телеграмма яраççĕ, хаçат-журанал çырăнса илеççĕ, тĕрлĕ тавар туянаççĕ… Вĕсене хапăл тусах почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.В. Ягашкина кĕтсе илет.
 
Людмила Васильевна 1962 сулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Хăвăл Çырма ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Амăшĕ – Лариса Андрияновна – 40 çул ытла колхоз ĕнисене сунă. Ашшĕ – Василий Иванович – сумлă ят çĕнсе илнĕ фермер.
1971 çулта Шкаповсен çемйи Ульяновск рйонĕнчи Салмановка ялне куçса килет те çакăнтах тĕпленет.
Çемьере пилĕк ача çитĕнет. Чи асли – Людмила. Ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен çемйисемпе ĕçлесе пурăнаççĕ.
Людмила 1977 çулта Палтамасра 9 клас пĕтернĕ хыççăн икĕ çул училищĕре газ оборудованин маçтăрне вĕренет. Хăй специальноçĕпе ĕçлесе ĕлкĕреймест, 1980 çулта выльăх-чĕрлĕхе ятарлă майпа пĕтĕлентерекен Николай Петрович Ягашкина качча каять.
Çемье 1981 çулта Майна районĕнчи «Репьёвка колхозная» ятлă яла куçса каять.Унта Людмила Васильевна 1986 çулччен дояркăра ĕçлет. Каярахпа вырăнти перекет кассинче кассир-контролёр ĕçĕсене пурнăçлать.
1995 çулхи юпа уйăхĕнче Ягашкинсем Салмановка ялне каялла таврăнаççĕ. Людмила Васильевна 2002 çулччен перекет кассинче вăй хурать, унтан вырăнти çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçлет. 2004 çулта ĕçĕнче пултарулăхпа хастарлăх кăтартнă ентешĕмĕре пуçлăх вырăнне ларатаççĕ.
- Хам тавра ĕçчен те сăпай чăвашсене пуçтартăм. Паян манпа пĕрле Лидия Масова (нумай çул çак ĕçре), Валентина Соснова, Зинаида Угандеева, Надежда Игнатьева почтальонкăсем тата Алёна Тихонова оператор пĕр ĕç тăваççĕ – Салмановкăпа Палтамасра пурăнакансене почта тивĕçтерĕвĕсемпе пулăшаççĕ.
Пирĕн ĕç çăмăл мар, çанталăк юнтармăшĕсене парăнмасăр çынсем патне хаçат-журнал, пенси укçи, сыру тавраш илсе çитермелле. Каларăм ĕнтĕ, эпир кунта пурте чăвашсем ĕçлетпĕр, çавăнпа обласра пурăнакан чăвашсен пĕртен-пĕр хаçатне сахал çын çырăнса илнĕшĕн питĕ вăтанатпăр, пăшăрханатпăр. Паяна хаçатăмăрпа 16 ентеш кăна туслă. Ăна ял вулавăшĕ тата шкул çырăнса илет. Шел пулин те, шкулта ĕçлекен чăваш вĕрентӳçĕсем те ăна çырăнса илесшĕн мар. Пилĕксĕмĕр те кунти чăвашсене «Канаш» хаçата çырăнса илме ӳкĕтлетпĕр, анчах: «Вулама маннă!», - тесе çеç хурав параççĕ. Ĕненместĕп, чăвашла калаçа пĕлекен çын вулама та пĕлетех, - пăшăрханать почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Васильевна Ягашкина. Хаçат çырăнса илекенсен шутне ӳстерме шантарать.
■ Анатоли Ырьят.
Ульяновск районĕ,
Салмановка ялĕ.
 
: 1100, Хаçат: 14 (1106), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: