Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăрçă ан пултăр !
Ман умри сăн ӳкерчĕкре хальхи вăхăтри хăрушă вăрçăн мĕнпур “ырлăхне” курнă çамрăк çын. Вăл мĕн ачаран йытăсене юратнă, çавăнпа та салтак хĕсметĕнче тăнă чухне те вĕсене пăрахман. Вăрçă хăрушă. Çавăнпа Сергей Ярославский вăрçă çинчен сăмах хускатсан сăнĕпе улшăнать.
Миçе çын пурнăçне татман-ши хальхи тĕрĕс-тĕкел пурăнмалли вăхăтра пулса иртекен вăрçăсем? Мĕнле çынсем çуратса ӳстереççĕ-ши çавăн пек усалсене? Çапăçинччĕ хăйсемпе хăйсем! Çук, апла мар çав вăрçăн саккунĕ. Тăван çĕршыв хăрушлăхра чухне унăн пулас ăрăвĕсем нуша кураççĕ.
Пётр ЛЫСОВ
6-мĕш класс.
 
Асаннен пурнăçĕ
Манăн асанне Ольга Герасимовна Калина вăрçă пĕтнĕ тĕле ӳссе çитĕннĕ хĕр пулнă. Вăл çав çулсене аса илсе çапла каласа пачĕ:
-Вăрçă пĕтнĕ хыççăн пурнăç çăмăл пулмарĕ. Вăл вăхăтра çамрăк хĕрарăмсемпе хĕрачасене тытса вăйпа вербовкăна ăсататчĕç. Вăрçă пулса иртнĕ вырăнсенчи хирсене вăрçăран юлнă тĕрлĕ снарядсен ванчăкĕсенчен тата юлнă минăсенчен тасатма яратчĕç. Çынсем каласа панă тăрăх, çак ĕçре урасăр-алăсăр тăрса юлнисем те пулкаланă. Манăн килте шăллăм кăначчĕ.
Çак вăхăтра пĕр çемьере пилĕк ача амăшĕсĕр тăрса юлчĕ. Аслă ачин шкула каймалла, кĕçĕнни – пит пĕчĕк. Эпĕ çак çемьен йывăрлăхне хам çине тиеме шутларăм. Нумай ачаллă амăшĕ пулса тăтăм. Каярахпа хамăн çичĕ ача çуралчĕ. Пĕрне те уйăрса пăхмарăм. Аслисем пĕчĕк чухне тата йывăртарахчĕ. Пирне тĕртмелле, çĕлемелле, авăрламалла, çыхмалла. Ачасем итлетчĕç. Мăшăр 90 çула çитсен вилчĕ. Хам халĕ кĕçĕн ывăлпа тата хĕрачапа пурăнатăп. Пурнăçа ӳпкелеместĕп. Мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем килсех тăраççĕ. Турра тав тăватăп мана çакăн пек пурнăç пурăнма сывлăх панăшăн.
Василий ЛЫСОВ,
7-мĕш класс.
 
Икĕ çын – пĕр шăпа!
Сăн ӳкерчĕкрен ман çине икĕ çын пăхать. Икĕ çулланнă çын. Вĕсем иккĕшĕ те çитмĕлте. Ватлăхра хăйсен шăпине пĕрлештерме шутланă.
Праски аппа Бормотинан мăшăрĕ фронтра пуçне хунă. Хĕрарăм 1942 çулта çуралнă пĕчĕк Алёшăпа тăрса юлнă. Ку ача нихăçан та хăй ашшĕне курман.
Вăрçă вăхăтĕнче ĕçе каймасăр килте юлма юраман. Куншăн судпа айăпланă. Фронта çăкăр кирлĕ пулнă. Алёшăн час-часах килĕнче пĕччен юлма тивнĕ.
Степан Тимофеевич Лепёшкин – икĕ вăрçă участникĕ: финн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Разведчик пулнă. Пĕр çапăçура снаряд хумĕпе унăн ури татăлнă. Вăл 1-мĕш ушкăнри сусăр.
Сусăр пулин те вăл ĕмĕрĕпех тимĕрçĕре вăй хунă. Чи пĕчĕк капăрлăх япалисене те туптама пултарнă. Пирĕн ялти нумай çемьере вăл мăлатукпа шаккаса кăларнă такана талисман евĕр упранать.
Фронтовик кăкăрне наградăсем илемлетеççĕ.
Степан Тимофеевичăн çемье пулнă: илемлĕ мăшăрĕ тата ултă ача. Анчах мăшăрĕ час çĕре кĕрет. Çтаппан тете ачисемпе пĕчченех юлать, вĕсене ӳстерет, вĕрентсе кăларать. Халь ачисем тĕрлĕ çĕре саланнă. Ватă çыннăн пурăнмалла.
Коля ПОПОВ,
6-мĕш класс.
 
: 1133, Хаçат: 19 (1111), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: