Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аякри çула тухатăн-и, пĕр кунлăха юта каятăн-и – хырăм яланах выçать. Телее, пур çĕрте те апат çиме кĕмелли столовăйсем пур. Ĕлĕк-авал Фёдоров çырнă «Арçури» поэмăри Хĕветĕр пек, çул çине кашнинчех хĕве çăкăр чиксе тухаймастăн.
Колхоз ĕçĕпе аякри çула тухнă туссем – Микулай, Элекçей тата Ваççук – апатланма кĕреççĕ. Ваççук, машина рулĕ умĕнче лараканскер, каярах юлать. Пĕр-пĕринчен йĕкĕлтешсе кулма, шӳт тума юратакан туссем Ваççукран кулма калаçса татăлаççĕ, окрошка илсе çиме лараççĕ. Урамран кĕнĕ юлташĕ те вĕсене курса окрошка илет. Микулайпа Элекçей кашăкĕпе окрошка ăсса илеççĕ те вĕри яшка çинĕ пек вĕре-вĕре сыпаççĕ. Ваççук ăсса илсе сыпать те унăн-кунăн тĕлĕнсе пăхкалать.
- Мĕншĕн манăн турилккери яшка вĕри мар, сип-сивĕ! - кăмăлсăрланса каять Ваççук юлташĕсене ӳпкелешсе.
-Кайса вĕрипе улăштарса кил эппин,-сĕнеççĕ вăрттăн кулса лешсем.
- Мана мĕншĕн сиввине патăр? Юлташсем авă вĕрине çиеççĕ,-чăркăшать Ваççук.
Аслине элеклесе паратăп тесе пӳрнипе юнать.
Эх, пуçланса каять вара кулă. Столовăй кĕрлесе-шавласа тăрать.
-Ну, Ваççук, вĕри окрошка тутлă-и?-кулаççĕ тусĕсем яла çитичченех. Ялта ыттисене каласа култараççĕ. Пайтахчен манмаççĕ çак шӳте ентешсем, аса илсе кулăпа çуталаççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1061, Хаçат: 6 (1150), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: