Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕлхе пĕлтерĕшĕ уйрăм çынсен пурнăçĕнче çеç мар, çак чĕлхепе калаçакан пĕтĕм халăх пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерешлĕ.
 
Хальхи вăхăтра Раççейре пурăнакан халăхсен шучĕ çĕртен те иртет. Вĕсен кашнин хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăванран та тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Çак чĕлхе пур чухне чăваш халăхĕ те пур. «Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет»,-тенĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев. Иван Яковлевич тĕрĕс каланă: чĕлхе вăл — нацийĕн тĕп паллисенчен пĕри. Енчен те çитес 20-30 çул хушшинче чăвашсем пурте тăван чĕлхене манса вырăсла калаçма пуçлас пулсан вара чăваш халăхĕ çĕр пичĕ çинчен пачах çухалать, вăл вырăс халăхĕ пулса каять. Анчах Иван Яковлевич Яковлевăн сăмахĕсене урăхларах та калама пулать: «Халăх пĕтсен — чĕлхе те пĕтет». 2010 çулхи çырав Раççейри чăвашсен шучĕ 200 пин çын чакнине кăтартса пачĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра пĕр миллион çурă чăваша яхăн пурăнать. Çын шучĕпе пирĕн халăх Раççейре пиллĕкмĕш вырăн йышăнать (вырăссемпе украинецсем тата тутарсемпе пушкăртсем хыççăн). Вунă çул каялла çеç тăваттăмĕш пыраттăмăр. Унăн çурри ытларах Чăван Енре, тепĕр пайĕ ытти республикăсемпе облаçсенче пурăнать. Ульяновск облаçĕнче – 95 пин чăваш. Чăваш чĕлхипе калаçма, теприне ăнлантарма пултаракансен шучĕ тата сахалтарах. Пирĕн мĕнпур шанчăк –ял çыннисенче, ял ачисенче. Хăш-пĕр хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентетпĕр пулсан та вĕсенче пуплеве ялти пек туллин аталантарма май килмест. Шел...
Чĕлхе – çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хăйсен шухăшĕсене ыттисене каласа е çырса пĕлтерме май паракан чи кирлĕ, чи тухăçлă мел. Енчен те тахçантанпа курнăçман икĕ чăваш пĕр-пĕрне тĕл пулсан куштанланса вырăсла мар, «Салам, тусăм, еплерех пурăнатăн?» тесе чăвашла, хамăрла ыйтсассăн еплерех аван пулнă пулĕччĕ. Çитес çыравра та чăваш чĕлхипе калаçакансен шучĕ каллех чакасси пирки мар, ӳсесси пирки хăюллăнах калаçма май килĕччĕ.
 
: 1498, Хаçат: 7 (1151), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: