Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулăшнипе сăн ӳкĕрчĕксен «Ульяновская земля от А до Я. Симбирский алфавит» кĕнеки кун çути курнă. Ăна регионти ятарлă «Книгоиздательство и продвижение чтения» программăпа кăларнă.
Кĕнекене облаçри паллă архитектура сооруженийĕсен, вырăнсен, промышленность объекчĕсемпе пултарулăх ушкăнĕсен, халăхсен йăли-йĕркине кăтартакан сăн ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ.
Илемлĕ издание хатĕрлеме Ульяновскри патшалăх краеведени, патшалăх художество музейĕсен, «Родина Ленина» музей комплексĕн сотрудникĕсем, архивсен наука ĕçченĕсемпе писательсем хутшăннă.
4073 çын учётра тăрать
Ульяновск облаçĕнчи наркополицейскисем 25 миллион доза наркотик туртса илнĕ.
2011 çулта наркоманипе чирлекенсен шайĕ 3,9 процент чакнă, 100 пин çынран 315-шĕ наркотиксăр пурăнаймасть. Облаçри наркопульницара 4073 çын учётра тăрать. 2011 çулта вилнине пула 233 çынна учётран кăларнă, вĕсенчен 18-шĕ наркотиксемпе наркăмăшланса пурнăçран уйрăлнă.
Иртнĕ çул 15 çула çитеймен пĕр çынна та пульницара учёта илмен.
Пĕрремĕш хут «Синдром зависимости от наркотических средств» диагноз лартнисем малтанхи çулпа танлаштарсан ӳснĕ – 242-рен 248-ра çитнĕ.
Наркомансен 84 проценчĕ 20 – 40 çулта. Наркотикпа куллен усă куракансен 50 проценчĕ ĕçе çӳрет, 43 проценчĕ ĕçлемест, 3 проценчĕ вĕренет.
2011 çулта правăна сыхлакан органсем 158 килограмм наркотик тупса туртса илнĕ, вĕсенчен 119 килограмне – наркоконтроль органĕсем.
Онкологи чирĕПЕ вилекенсем сахалланнă
Юлашки пилĕк çулта Ульяновск облаçĕнче профилактика ĕçне лайăхлатнă. Шыçăсем пуррипе çуккине 2011 çулта регионта пурăнакан çынсен 83 проценчĕ тĕрĕсленĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министерстви облаçри пысăк предприятисене хăйсен ĕçлекенĕсене онкологи чирĕсенчен сыхланса тĕрĕслев йĕркелеме сĕннĕ.
Министерство кăкăр ракне тата гинекологири шыçăсене малтанхи тапхăртах тупса палăртассипе нумай ĕçлет. Ятарлă программăпа 347 специалист шыçăсене хĕрарăмсен консультацийĕнчех тупса палăртассипе вĕрентӳ иртĕ, çĕнĕ оборудовани туянĕç, шыçăсене сиплемелли пысăк технологисемпе усă курма тытăнĕç, эмелсемпе тивĕçтерĕç. Çак ĕçсене кăçалах пурнăçламалла.
Пирĕн облаçра арçынсен сывлăхне сыхлассине те тимлĕх уйăраççĕ. «Целевая диспансеризация мужского населения по ранней диагностике рака предстательной железы «Мужчинам – здоровье и долголетие» программăна пурнăçласа арçын кабинечĕсене уçнă.
Онкологи чирĕсемпе кĕрешессипе облаçра наци программи йышăннă. Ăна пурнăçласа çур миллиард тенкĕлĕх оборудовани туянмалла.
Ульяновск облаçĕнче хĕрарăмсем ытларах çак шыçăсемпе чирлеççĕ: пĕрремĕш вырăнта – кăкăр ракĕ, иккĕмĕш вырăнта – ӳт ракĕ, виççĕмĕшĕнче – амалăх ракĕ. Арçынсем ытларах ӳпке, ӳт тата арлăх ракĕсемпе чирлеççĕ.
 
: 1062, Хаçат: 7 (1151), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: