Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш çемйисенче авалтанах нумай ача пулнă. Халĕ те ялсенче йышлă ачаллисемпе тĕл пулма пулать. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче Еремеевсен çемйинех илер. Зоя (Роза) Александровнапа Юрий Алексеевичăн 8 ача ӳсет. Асли Сергей вăтăр тултарать, кĕçĕнни пилĕк çулта çеç-ха.
Вулакана кил хуçи арăмĕн икĕ ят пулни тĕлĕнтерет пулĕ. Шăп та лăп 50 çул каялла — 1962 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче — Грушинсен çемйинче хĕр çуралать. Ашшĕ унăн ятне çыртарма ял советне пĕччен мар, тетĕшĕпе каять. Çул тăршшипех хĕрне мĕнле ят парасси пирки тавлашаççĕ пĕртăвансем. Ашшĕ Роза ят парасшăн, тетĕшĕ – Зоя. Ял советне кĕрсен тетĕшĕ каланă пекех çырса хураççĕ. Ашшĕн чĕри пурпĕрех лăпланмасть. Киле таврăнсан ачана Роза тесе чĕнме хушать. Çавăнтанпа вăл икĕ ятпа çӳрет. Ялта ăна Зоя тесе чĕнмеççĕ. Ку ят документсем çинче кăна.
Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Роза хăй пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарать. «Волга» совхоз ĕнисене сума тытăнать. Вăл çулсенче хуçалăх выльăх-чĕрлĕхпе питĕ пуян пулнă. Халĕ те районта шултра мăйракаллă выльăхсен шучĕпе, патшалăха сĕт парассипе вĕсене çитекен çук. Паян Роза Александровна 45 ĕне сăвать. Фермăра мĕнпурĕ 14 доярка.
–Ирхине виççĕрех тăма тивет. Фермăна çити виçĕ çухрăм, çавăнпа пире машина турттарать,- тет вăл. –Ĕçрен таврăннă çĕре ачасене шкула пуçтарма вăхăт. Вĕсене çитерсе шкула ăсатсан тин кăшт выртса канма май тупăнать.
Роза хăй шăпине ялти чи шухă каччăпа Юрий Еремеевпа çыхăнтарнă. 1981 çулта вĕсен туйĕнче мĕнпур ял çынни ура хуçса ташланă.
Пурнăç çемьен çирĕплĕхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Пĕр вăхăт Роза Александровнан упăшкисĕр тертленме те, тин кăна утма пуçланă ачин пурнăçĕ сарăмсăр татăлнишĕн хуйхăрма та, пĕр самантра кĕл çинче тăрса юлсан çӳçне шуратма та тивнĕ. Мĕнпур хуйха пусарас тесе вăл черккепе туслашса пăхать.
Çывăх тăванĕсем вăл çак çула суйласа илнишĕн хыпăнса ӳкеççĕ. Ӳкĕтлеме, тĕрлĕ мелсемпе сиплеме тăрăшаççĕ.
-Мана аппа «Тархун» пек симĕс шĕвек пачĕ те çакна кăна ĕç, эрех ĕçсен ухмаха тухатăн терĕ. Унтанпа 11 çул иртрĕ. Çавăнтанпа пĕр çăвар та сыпман.
Телее, Еремеевсен паян йăлтах йĕркеллĕ. 2008 çулта вĕсем çĕнĕ пурт лартнă. Халĕ пӳлĕмсем пысăк, çутă, ачасене вĕренме мĕнпур майсем пур.
Нумай ачаллă çемье çăмăллăхсемпе усă курать: çутăшăн, шкулта вĕри апатпа тивĕçтернĕшĕн çур хак çеç тӳлет.
Юрий Алексеевич та ачисене вĕрентсе çын тăвассишĕн нумай вăй хурать. Яваплăхĕ пĕчĕк мар, сакăр ача вĕт. Вăл нумай çул колхоз выльăхĕсене пăхать. Кил карти тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал, выльăх усраççĕ. Ялта унсăр май çук.
-Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет,- тет хаш сывласа Роза Александровна.-Аллă тултаратăп ĕнтĕ. Ачасем ӳссе пыраççĕ. Иккĕмĕш ачам Марина килтен çунат сарса вĕçрĕ. Вăл Элшелне качча кайрĕ. Пирĕн икĕ мăнук ĕнтĕ… Ыттисене те ура çине тăратасчĕ. Çынна шанса çуратман, хамăрах ӳстересчĕ.
Çак хĕрарăм мĕнпур йывăрлăхран чиперех тухма пултарни ялти ытти хĕрарăмсемшĕн те тĕслĕх. Ахальтен мар: «Кашни çын хăй телейне хăй туптать», - тесе калаççĕ.
 
: 864, Хаçат: 7 (1151), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: