Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровград хулинче 16 çул каялла йĕркеленнĕ «Савăнăç» юрă ушкăнне пирĕн тăрăхра пĕлмен чăваш çук. Пирĕн тăрăхра çеç-и-ха? Çак хушăра вĕсем çитмен ял-хула та сахал. Шупашкарта та, Мускавра та пĕрре кăна мар янăранă çак çепĕç саслă ушкăн юррисем. Ахальтен мар вĕсем ултă хутчен «Халăх ушкăнĕ» ята çирĕплетнĕ (виçĕ çулта пĕрре). Юлашки хут вĕсем нарăсăн 12-мĕшĕнче Кивĕ Майнăра сумлă жюри умĕнче «хӳтĕленнĕ».
Жюрире Ульяновкри культура министерствинчен тата Халăх культура центрĕнчен килнĕ специалистсем пулнă. Унсăр пуçне ушкăнсен пултарулăхне хакланă çĕре Мускавра тухса тăракан «Творчество» журналăн тĕп редакторĕ А.С.Каргин хутшăннă. Савăнăçсем нихçанхинчен тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем кăна мар, çак чыслă ята çирĕплетме ытти наци ушкăнĕсем те тăрăшнă. Йĕрке тăрăх, пултарулăх ушкăнĕсен 30 минутлăх тата 1 сехетлĕх репертуар хатĕрлемелле. Малтан çур сехетлĕ репертуарпа паллаштармалла. Вăл шутра — хускануллă тата музыкăсăр юрăсем, халăх юрри, вырăнти юрăсем пулмалла. Ун хыççăн пĕр сехетлĕ репертуартан пĕр-икĕ номер кăтартмалла. Пирĕн ентешсем жюри мĕн ыйтнине йăлтах тивĕçлĕ шайра пурнăçласа «халăх ушкăнĕ» ята черетлĕ хут çирĕплетнĕ.
Мускав хăни «Савăнăç» ушкăнăн пултарулăхне пысăк хак панă, журнал валли интервью илнĕ.
Савăнăçсем киле хавхаланса таврăннă. Çĕнĕ вăйпа çĕнĕ плансене пурнăçа кĕртме тытăннă. Часах вĕсен репертуарĕнче минусовка мелĕпе шăрантаракан халăх юррисем пулĕç.
 
: 1055, Хаçат: 7 (1151), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: