Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан таврапĕлӳçĕ, çыравçă Нина Васильева чĕннипе кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче çак тăрăха çитсе куртăм. Чи малтан вăтам шкулта пултăм. Шкулта мĕнпурĕ 117 ача вĕренет, вĕсемпе 18 вĕрентӳçĕ ĕçлет.
Пур çĕрте те таса, йĕрке пурри сисĕнет. Шкулта вĕрентекен ентешсем: В.В. Грузинпа унăн мăшăрĕ А.И. Грузина, В.В. Прокопьева, З.В. Головина – пĕр класа вăтăра яхăн ача пуçтарнă. Эпĕ пухăннисене Ульяновскри çыравçăсен, «Канаш» хаçат ĕçченĕсен, таврапĕлӳçĕсен тата чăвашсен культурăри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа патăм. Журналистикăна килĕштерекенсене сĕнӳсем патăм. Унтан Нина Фёдоровна Васильева пултарулăхĕ çине куçрăм. Унăн пулас сăвă-калав кĕнекин макечĕпе паллаштартăм, сăввисене вуласа патăм. Унăн ĕçне хак патăмăр. Çакнашкал ăшă калаçу ачасене кăсăклантарни палăрчĕ.
«Канаш» хаçат редакторĕ Николай Ларионов хаçатсемпе кĕнекесем парса янăччĕ, вĕсене ачасене валеçсе патăм, хамăн сăвă-калав пуххине парнелерĕм.
Унтан мана таврапĕлӳ музейĕпе паллаштарчĕç. Курса тĕлĕнмелли сахал мар кунта. Музее хута яма Алевтинăпа Владимир Грузинсем тăрăшнине пĕлтĕм.
Юлашкинчен асăнмалăх сăн ӳкерĕнтĕмĕр.
 
: 740, Хаçат: 7 (1151), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: