Эпир, вут ĕнтнĕ вăрçă ачисем,
Çулсем çитмесĕрех пит хăвăрт ӳснĕ.
Паян çĕн пурнăç акнă калчасен
Ачалăхне кун-çул асапĕ хуçмĕ.
Эпир, вут ĕнтнĕ вăрçă ачисем,
Хĕн-хур тарăхăвне тӳссе ирттернĕ.
Аса килеççĕ хырăм выççисем,
Çиме çукран вĕлтрен яшки пĕçернĕ.
Пӳртре те сивĕ, каланкка хутман,
Укçи пулман-çке туянма вут-шанкă.
Аннесене ĕçре кăшт пулăшма
Тесе тумланнă та – ĕçе васканă.
Ачалăх тамăк пулнă вăхăтра
Мĕн-ма çуралнă-ши тесе хурланнă.
Тӳссе ирттерменрен хура-шурра
Эсир мана паян, паллах, ăнланмăр.
Иртни аса килет чуна çурса,
Килте анне яваплă виç ачашăн.
Атте – фронтра, хыпар та çук унран,
Кун-çул сукмакĕ утма çук пит ашăм.
Эсир, ытарайми мăнукăмсем,
Эпир мĕн курнине нихçан ан курăр.
Тумхахсăр пулччăрах сукмакăрсем,
Юратнă çĕршывпа ялан тан утăр.