Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕнче яланах хăнасем. Унта тăтăшах аякри çывăх тăвансене тĕл пулма пулать. Хальхинче УОЧНКА тĕпелĕнче – Мелекесс районĕн чăвашĕсем. Çĕнĕ Майна тăрăхĕнче Тури Мелекесс ялĕн администраторĕ пулса тăрăшакан Альбина Яшина.
 
-Мелекесс районĕнчи Тури Мелекесс ялĕнче Михаил Архангел чиркĕвĕ çумĕнче ачасен «Асамат» чунпа кăмăл-туйăм центрĕ ĕçлет, - каласа парать Альбина Петровна. - Унăн пуçлăхĕ – питĕ пултаруллă çын, ялти библиотекарь Татьяна Анатольевна Хветте. Музыка ертӳçи – Елена Юрьевна Бледнова. Вăл Çĕнĕ Майнăра ача садĕнче ĕçлет. Баянисчĕ – Александр Анатольевич Абрашков. Центра шăп икĕ çул каялла Çĕнĕ çул умĕн уçнăччĕ. Унта 21 ача çӳрет. Малтан ку çуртра шкул вырнаçнăччĕ. Халь шăпăрлансем пурте кӳршĕри Çĕнĕ Майна шкулĕнче вĕренеççĕ. Центрта тăтăшах тĕн праçникĕсене, ырра вĕрентекен таса туйăмлă вырăс-чăваш уявĕсене ирттереççĕ. Канмалли кунсенче вырăнти священник Роман иерей вырсарни шкулне ертсе пырать. Чăвашла пуплет. Ачасемпе хастар ĕçлет. Чиркӳ старостине Вера Петровна Евстифеевана ырă сăмахпа асăнмалла. Унăн хĕрĕ Спиридона ачасемпе ĕçлет. Питĕ пултаруллă çынсем вĕсем.
Аслăрах ӳсĕмрисем «Çеçпĕл» фольклор ушкăнне çӳреççĕ. Пирĕн ушкăн çамрăк мар ĕнтĕ. Çыннисем ĕлĕкхи пек нумай мар, самай сахалтарах. Пултарулăх ертӳçи – Александр Абрашков. Репертуарĕ пысăк вĕсен. Чунпа юрламалли юрă-кĕвĕ те пур кунта, чăваш эстрада хичĕсем те, сюитăсем те. Ташлама та ăста артистсем, шӳт калама та. Елена Бледнова пианино аван калать. Пианино, баян, хут купăс кĕвве тата илемлĕрех тăваççĕ. Çĕнĕ çул, Раштав, Сурхури, Мункун, Çимĕк уявĕсенче ачасемпе пĕрле ĕçлетпĕр.
Тури Мелекесра паян интернационаллă çемьесем те пур. Вĕсен ачисем те чăвашла юрлама-ташлама вĕренеççĕ. Асоянсем, тĕслĕхрен, – питĕ ырă çемье. Тĕпренчĕкĕсем – Гузель тата Кассандра – чăвашла юрлаççĕ, шкулта чăвашла вĕренеççĕ. Ялти 451 килте 600 çын пурăнать. Вăрçă ветеранĕсем виççĕн: Ф.Н.Абрашков, И.А.Пайметов тата И.Г.Имулин. Аслă Отечественнăй вăрçа пирĕн патран çеç 145 çын ăсаннă, вĕсенчен 96-шĕ каялла таврăнайман, паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Паян вăйпитти çынсенчен ытларахăшĕ (ĕçлеме пултаракансем – 200 яхăн) Çĕнĕ Майнăри чăх-чĕп фабрикинче, ял хуçалăхĕнче, харпăр хуçалăхĕсенче тăрăшаççĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ, библиотека, пушар уйрăмĕ, виçĕ лавкка ĕçлет. Шел, пĕччен пурăнакансем нумай. Кăçал тăватă çемье чăмăртаннă, тăватă ача çуралнă. Иккĕшĕ хамăр ялтан качча илнĕ, иккĕшĕ – Çĕнĕ Майнăран. Ялтах пурăнаççĕ. Çакă савăнтарать. Эппин, ял пурăнать-ха. Чăваш чĕлхи те янăрама пăрахмасть.
 
 
Мелекесс районĕ.
 
: 1104, Хаçат: 7 (1151), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: