Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулта Раççей шкулĕсенчен вĕренсе тухакансене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ППЭ-ЕГЭ) йĕркелекенсенчен çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ.
ИСТОРИ
Экзаменăн С пайĕнче вĕренекене сочинени çырма сĕнеççĕ.
Виçĕ истори деятелĕнчен пĕрне суйласа илсе ун çинчен тĕплĕн çырса кăтартмалла.
Кашни виçĕ пайĕнче те заданисен шучĕ чакать: 49 пулнă, 39 юлать.
В пайра датăпа уйрăм çын çинчен килтермелле пулнă пулсан халĕ вĕсен çумне истори пулăмĕ хутшăнать. Кунсăр пуçне заданисен шучĕ чакать, апла пулсан хуравсем валли вăхăт нумайрах пулать.
МАТЕМАТИКА
Çĕнĕ задачăсем хушăнаççĕ.
«Вероятность и статистика» пайра пĕрремĕш хут задачăсем пулаççĕ. Вĕсене пурнăçлама йывăрах пулмасть.
Геометри курсĕнче пĕр задача хутшăнать.
ИНФОРМАТИКА
Пĕрремĕш пайĕнче заданисен шучĕ - 13 (18 пулнă). Иккĕмĕш пайĕнче 15 таранччен ӳсет (10 пулнă). «Элементы теории алгоритмов», «Моделирование и компьютерный эксперимент» уйрăмсенче заданисен шучĕ ӳсет, «Системы счисления», «Основы логики» уйрăмсенче – чакать. Информаци графикине ĕçлесе хатĕрлемелли вырăнне сасса ĕçлесе хатĕрлемелли задани пулать.
ППЭ-2012:
ÇĔНĔ ПРАВИЛĂСЕМ
Пĕрремĕш хут вырăс чĕлхипе математика экзаменĕсен чи пĕчĕк балĕ миçе пулнине палăртнă: 36 тата 24.
Вуз олимпиадисен çĕнтерӳçисемпе призёрĕсем вĕренме кĕнĕ чухне 1 хут çеç çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ.
ППЭ (ЕГЭ) результачĕсене вĕренме суйласа илнĕ пур Раççей вузĕсене те тăратмалла.
ППЭ (ЕГЭ) результачĕсене хут свидетельсти шайĕнче урăх тăратмалла мар, вĕсем свидетельствăсен Федераллă базинче пур. Вузсем кирлĕ документсене çеç йышăнмалла.
 
: 846, Хаçат: 7 (1151), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: