Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕçлекен çын – чи пысăк пуянлăх
 
“Ульяновскоблгазăн” “Цильнамежрайгаз” филиалне 2003 çулхи авăнăн пĕрремĕшĕнче туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ – çут çанталăк газне усă куракансем патне çитересси, газпа шанчăклă та аварисĕр тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра филиал облаçри тăватă районта – Чăнлă, Сăр, Вешкайма, Карсун – палăртнă ĕçе пурнăçлать, 1858 çухрăм газопровода пăхса тĕрĕслесе тăрать. Филиалта пурĕ газпа усă куракан 23470 абонент шутланать, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн 174 çын вăй хурать.
Малтан Чăнлă районĕнчи, кайран “Цильнамежрайгаз” филиала – вунă çул ытла Николай Леонидович Ваштахов ертсе пырать.
 
Газсăр пурнăç çук
Ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕтерессине совет влаçĕ хăйĕн тĕп ĕçĕ вырăнне хурса йышăннă пулин те пурнăçа туллин кĕртеймерĕ. Нумаях та кирлĕ пулман иккен – ялсене çут çанталăк газĕ кăна кĕртмелле! Чăннипех те, хальхи вăхăтра хамăрăн пурнăçа газсăр курма та, ăнланма та пултараймастпăр. Ялти пурнăç та хулари пек çăтмаха çаврăнчĕ.
Анчах унччен çĕршывра пачах та газ пулман тесе калани йăнăш. Тĕслĕхрен, “Ульяновскоблгаз” предприяти пĕлтĕр 55 çула çитрĕ. Ульяновскри газ хуçалăхĕн трестне туса хурасси пирки 1956 çулхи чӳк уйăхĕнче йышăннă. “Цильнамежрайгаз” филиалăн историйĕ те 1967 çулта пуçланнă. Шăп çав çул Аслă Нагаткинти 30 кил-çурта газ çитнĕ. Çапла районта ятарлă газ служби уçăлнă. Ăна Иван Фёдорович Морозов ертсе пынă. Службăн тĕп ĕçĕ çынсем патне газ баллонĕсем çитересси пулнă. 1971 çулта - Чăнлă газ участокĕ, 1973 çулта - эксплуатаци мастерскойĕ туса хунă. 1977 çулта Чăнлă районĕнче 6800 хваттер газпа усă курнă, 1987 çулта посёлоксем хушшинчи газопровод тума тытăннă, 1994 çулта Чăвашкассине, 1995-1998 çулсенче Каша, Кунтикав, Çĕнĕ Улхаш, Пухтел, Кивĕ Улхаш, Арбузовка, Аслă Нагаткин ялĕсене, 1999 çулта Чăнлă посёлокĕнчи çуртсене, 2000-2004 çулсенче 7 яла, 2005 çулта Çĕнĕ Микулина, районти пульницасемпе шкулсене газ çитет.
-Чăнлă районне илес пулсан, вăл халăха газ кĕртсе парассипе облаçра чи лайăх ĕçлекен район, ялсен 98 проценчĕ газлă. Çитес вăхăтра кăвак çункăç çитеймен юлашки ялсене - Аслă Нагаткинти Вишнёвый, Энергетиксен çĕнĕ посёлокĕсене, Солнце посёлокне, Источник, Погребы, Шишовкăпа Тимофеевка ялĕсене газ кĕртмелле. Филиалпа илсен – ытти районсенче газ кĕртесси каярах юлса пырать. Анчах область правительстви 2015 çулччен регионти пур ялсене те газ кĕртсе пĕтерме палăртнă. 2011 çулта Карсун районĕнчи Языково ялне пĕтĕмпех газ кĕртрĕмĕр, кăçал Пасарлă Уреньпе Теньковкăра ĕçсем тытăнмалла. Пирĕн филиала кĕрекен кашни районта эксплуатаци газ участокĕсем, филиалти участоксенче çĕнĕ йышши ятарлă техникăпа оборудовани пур. Сотрудниксем 352 газорегулятор тата регулятор шкап пункчĕсене пăхса тăраççĕ. Топливо шучĕпе газпа 9 промышленность тата 248 коммуналлă йăла предприятийĕ усă курать, - каласа парать Николай Ваштахов.
 
Кунта профессио налсем ĕçлеççĕ
Ĕçлекен çын – чи пысăк пуянлăх. “Цильнамежрайгаз” филиалта ĕçлекен çынна хисеплеççĕ. Николай Леонидович Ваштахов директор хăй тавра чăн-чăн специалистсене пуçтарса çирĕп те туслă коллектив йĕркеленĕ.
Директорăн пĕрремĕш пулăшаканĕ – Александр Владимирович Козырев тĕп инженер. Газ службинче 19 çул вăй хурать вăл. Ĕç стажне предприятире слесарьтен тытăнса картлашкапа хăпарса пынă: мастер, аслă мастер, участок пуçлăхĕ, 2008 çултанпа – тĕп инженер. Çавăнпа та пур ĕçе питĕ лайăх пĕлет. Пӳлĕмре приказ парса е хутсем çине алă пусса лармасть тĕп инженер. Ĕç вăхăчĕ ытларах объектсенче иртет, чи яваплă ĕçсене (пĕрремĕш хут газ яраççĕ, врезка тăваççĕ) пурнăçланă çĕрте яланах хăй пулать.
-Карсун, Вешкайма, Сăр районĕсене газ тин çитсе пынипе ĕç питĕ нумай. Анчах та ку пĕртте ывăнтармасть, кăмăла çĕклет кăна. Кашни эрнере эп участоксенче пулатăп. Юлашки врезкăна Сăр районĕнчи Лава салинче турăмăр. Çаплах эпир хамăр вăйпа строительствăпа монтаж ĕçĕсене çулталăкне 30 миллион тенкĕлĕх пурнăçлатпăр, газопроводсем те тăсатпăр. Хамăр специалистсем пирки – Пётр Юманов, Алексей Разинов, Пётр Унисков, Вениамин Макаров, Валерий Чемаев, Юрий Ермохин, Анатолий Борисов – ырă сăмахсем калас килет. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе те ӳркенмесĕр, ялан вăхăтра пурнăçлаççĕ, - тет тĕп инженер.
Çуртсемпе хваттерсенчи газ оборудованийĕсене, газ пăрăхĕсене пăхса тăракансен мастерĕ Юрий Александрович Ермохин предприятире 1995 çултанпа вăй хурать. Бригадăра 14 çын. Вĕсен виçĕ çулта пĕр хутчен уйрăм хуçалăхсемпе предприятисен газ оборудованийĕсене кĕрсе тĕрĕслемелле (пурĕ 43 500 штук), газ пăрăхĕсене графикпа юсамалла, çулсерен 20-25 çухрăмне сăрламалла, тĕрлĕ оборудованисен (352 штук) ĕçне, 2 пин ытла хупмалли (запорнăй) аппаратурăна пăхса тăмалла, юрăхлăхне тĕрĕслемелле, çĕр айĕнчи газ пăрăхĕсене диагностика тумалла, кăлтăксем пулсан вырăнтах тӳрлетмелле.
- Газ сасартăк сирпĕнсе кайма пултарнипе, организма наркăмăшлантарнипе хăрушă. Тупнă юсавсăрлăхсене вырăнтах тӳрлетме тивет. Тен, çавăнпах коллектив çамрăк, вăтамран 30-35 çулта. Пурте лайăх специалистсем. Кашни çул пурте теори тата практика пайĕнчен тăракан аттестаци иртетпĕр, график тăрăх кашни кунах пĕр-пĕр яла тĕрĕслеве тухатпăр, - каласа парать вăл.
Бригадăри специалистсем пурте тенĕ пекех спортсменсем. Çавăнпа “Ульяновскоблгаз” тата хăйсен филиалĕ йĕркелекен спорт мероприятийĕсене хаваспах хутшăнаççĕ.
Газ хуçалăхĕнчи тепĕр тĕп службăна – аварипе диспетчер службине – Владимир Николаевич Егоров ертсе пырать. Вăл аслă пĕлӳллĕ. Предприятире 1995 çулта аслă мастертан ĕçлеме тытăннă. Халăха чи кирлĕ те яваплă службăра 54 çын вăй хурать. Вĕсен йышĕнче мастерсем те, канмалли кунсемпе уявсене пăхмасăр талăкĕпех пĕр чарăнмасăр ĕçлекен диспетчерсем те, водительсемпе слесарьсем. Çĕр айĕнчи тата хирсенчи газ пăрăхĕсенче, хуçалăхсенче авари хуть те хăш вăхăтра пулма пултарать. Инкек куçа курăнса килмест. Тракторсем пăрăхсене сухаласа кайни те, машинапа пырса тăрăнни те пулма пултарать. Пĕлтĕр кун пек 8 тĕслĕх пулнă.
Инкек вырăнне, паллах, чи малтан авари служби çул тытать. Уйрăм хуçалăхсен е предприятисен заявкисемпе те вĕсемех ĕçлеççĕ, кунне 8-10 хутчен тухса çӳреççĕ.
Çав вăхăтрах оборудованисене, распределительсене ик эрнере пĕрре тĕрĕслесе тăраççĕ.
-Пирĕн тăватă районта тăватă диспетчер бригади ĕçлет. Вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслес тата ӳстерес тĕллевпе кашни уйăхра икĕ хутчен вĕрентӳпе практика занятийĕсем ирттеретпĕр. Суя авари çинчен пĕлтеретпĕр: бригадăн пилĕк минутра пуçтарăнса 40 минутра авари вырăнне çитмелле. Ку пирĕн норма. «Ульяновскоблгаз» та кашни çулах авари бригадисен конкурсне йĕркелет. Унти тĕрĕслев тĕплĕ: газопровод схемипе палăртнă вырăна тупса аварие хăвăрт пĕтермелле. Пирĕн филиалăн авари служби çакăн пек конкурссенче облаçра 4-5-мĕш вырăнсене йышăнать. Кăçал Надежда Третьякова диспетчер (Чăнлă районĕ) пĕрремĕш вырăн, Андрей Чепурко мастер - иккĕмĕш, Андрей Новокозлов слесарь, Валерий Ермохин водитель облаçри конкурсра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çаплах Алексей Козлов (Вешкайма районĕ) мастер тăрăшса ĕçленине палăртас килет. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн служба ĕçĕпе халăх кăмăллă. Пысăк аварисем пулман, ан та пулччăр, - тет Владимир Николаевич.
Пĕр-пĕр объекта е харпăр çуртне газ кĕртес пулсан чи малтан документсем хатĕрлемелле: газа валеçсе тăракан йыша çыхăнма ирĕк илмелле, проектпа смета килĕшĕвне, монтаж документацине тумалла. Ĕçе вĕçлесен те кирлĕ хутсемпе çирĕплетмелле. Çакăнпа производствăпа техника уйрăмĕ (ПТО) ĕçлет. «Цильнамежрайгаз» филиал тăватă районпа ĕçленипе çынсене йывăрлăх ан пултăр тесе «Единое окно» йĕркеленĕ. Унта газ кĕртессипе çыхăннă пур хутсене те хатĕрлеççĕ.
Производствăпа техника уйрăмне Александр Николаевич Зинкин ертсе пырать. Уйрăмра 5 çын вăй хурать. Пурте лайăх специалистсем. Чи нумай ĕçлекенни – Владимир Николаевич Напалков.
ПТО уйрăмĕпе тачă çыхăнса тĕп строительство ушкăнĕ ĕçлет. Ăна Юрий Петрович Яковлев ертсе пырать.
-Виçĕ çын ĕçлет ушкăнра. Пирĕн ĕç ПТО уйрăмĕпе параллельлĕ тесен те йăнăш мар. Газ кĕртмелли документсене илсе килсе мĕн хута яричченех объектсене пăхса тăратпăр. Организацисемпе тӳрĕ килĕшӳ туса хамăр газ тата шыв пăрăхĕсем тăснă чухне проектпа смета докуменчĕсене те хатĕрлетпĕр. Эпир хутпа кăна ĕçлеместпĕр, траншейăсем тăрăх та çӳретпĕр. Ирех тухса каятпăр та çĕрле кăна таврăнатпăр, - тет Юрий Петрович.
"Пирĕн пуянлăх – ĕçлекенсем, - тет Николай Леонидович Ваштахов. - Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене тивĕçлипе хаклама тăрăшатпăр".
Филиалта вăтам ĕç укçи 14-15 пин тенкĕ. Ĕçленине кура уйăхсерен 15-75 процент преми парса хавхалантараççĕ. Çаплах соцпакетпа, ятарлă тумпа, санаторисемпе турбазăна кайма путёвкăсемпе тивĕçтереççĕ. Предприяти ĕçченсен савăнăçĕпе хуйхине те пĕрле пайлать, туй пулать-и е ача çуралать-и, çын вилет-и – укçа-тенкĕпе пулăшать. Газ наркăмăш пулнине шута илсе сварщиксене тата рабочисен хăш-пĕр категорине тӳлевсĕр сĕт параççĕ, отпуск çумне 3 кун тата ĕç укçи çумне 8 процент хушаççĕ.
«Цильнамежрайгаз» ĕçченĕсем РФ правительствин, облаçăн, газпромăн, районăн 16 тĕрлĕ наградине илме тивĕçнĕ. Иртнĕ çулхи юбилейра кăна Пётр Андреевич Орлов, Виктор Васильевич Ярмухин тата Александр Борисович Башкин РФ энергетика министерствин грамотисене илнĕ. Нумай çул ĕçлекенсем – Ю. Е. Тимашев, В.В.Ярмохин, А.И.Кашкаров, Ю.А.Ермохин, Н.Л.Ваштахов – Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕсем.
Предприятире 18 ĕç династийĕ: Козыревсем, Ермохинсем, Ваштаховсем, Егоровсем, Борисовсем, Зинкинсем, Пеговсем, Петровсем, Унисковсем, Ярмухинсем, Павельевсем тата ыттисем.
 
Ыркăмăллăх
«Цильнамежрайгаз» филиал çулталăкра 40 миллион тенке яхăн укçа ĕçлесе илет. Строительстăва монтаж, юсав ĕçĕсем, газопроводсем тăсни, проектсем туни, техобслуживани ирттерни тата газ оборудовани сутакан лавкка тупăш параççĕ. Çавăнпа та предприяти ыттисене ялан пулăшу аллине тăсать. «Ульяновскоблгаз» йĕркеленĕ «Добро в сердце каждого» социаллă проекта «Цильнамежрайгаз» филиал хастар хутшăнать. Аслă Нагаткинти «Ромашка» ача садне вĕсем шефа илнĕ. Ачасем вылямалли площадкăна, ярăнмалли хатĕрсене пăхса, йĕркене кĕртсе тăраççĕ, Çĕнĕ çула илемлĕ чăрăш, ачасене пылак çимĕç парнелеççĕ, газовиксен кунне палăртса кашни çулах ачасен ӳкерчĕкĕсен конкурсне ирттереççĕ. «Цильнамежрайгазăн» ырă ĕçĕсем чылай. Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкула кайма хатĕрленме пулăшаççĕ. 2011 çулта Чăнлă районĕнчи социаллă хӳтлĕх уйрăмĕ панă списокпа 20 ачана шкула каймалли тулли комплект парнеленĕ. Аслă Нагаткин шкулне футбол мечĕкĕсемпе пулăшнă. Пухтелĕнчи шкул çурчĕн тăррине профнастилпа витме «Ульяновскоблгаз» 1,5 миллион тенкĕ уйăрнă, Пилюгин ялĕнчи çĕр кăмрăкĕпе хутакан котельнăя предприяти шучĕпе газ çине куçарнă.
Чăвашлăх ĕçĕнче пĕрисем сăмах çаптарса палăраççĕ, теприсем сăпайлăн, сăмах каламасăр тӳрех ĕçне тăваççĕ. «Канаш» хаçата халăх хушшинче сарассипе те çаплах пулса тухать. Иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнче «Цильнамежрайгаз» предприятире вăй хуракан кашни чăваш «Канаш» çырăнса илчĕ. Ку ĕçре, паллах, Николай Леонидович Ваштахов директорăн тӳпи пысăк. Эпир ăна чĕререн тăв тăватпăр.
 
Кашни килте ăшă пултăр тесе, çынсемшĕн тăрăшса
Николай Леонидович Ваштахов «Цильнамежрайгаз» филиала 2003 çултанпа ертсе пырать. Ĕçĕ, ĕçченĕсем тата предприятийĕ пирки сехетшер каласа пама пултарать вăл. Хăй пирки кăна калама юратмасть. Материала çырнă май Николай Леонидовичăн ĕç пӳлĕмĕнче чылай пулма тӳр килчĕ. Алăкĕ пĕртте хупăнмарĕ. Унта пуçлăх йышăнмалли вăхăта палăртнă график та çук. Мĕншĕн?
-Ирпе çичĕ сехетре яланах ĕçе çитетĕп. Хăçан вĕçлесси нихăçан та паллă мар. Кашни участока тухса çӳретĕп, пур çĕрте те пулатăп. Йышăнмалли вăхăта палăртмастăп, мĕншĕн тесен эп ĕçре пулсан – пурне те курма хапăл. Иккĕмĕш хут районти депутатсен канашĕн депутачĕ пулнă май тĕрлĕ ыйтусемпе килекенсем пур. Яланах йышăнатăп, - хуравлать пуçлăх. - Коллективра лару-тăру ырă. Мăнкăмăлланса çӳресси, пуçлăх пулнине кăтартасси çук пирĕн. Çавăнпа ялан ĕçре пулас килет, ĕç пурнăç тĕллевĕ пулса тăрать.
«Ульяновскоблгаз» икĕ çул каялла авари службин яваплăхне çирĕплетнипе пуçлăх ĕçĕ самай çăмăлланнине палăртать Николай Леонидович. Унччен талăкăн хуть хăш вăхăтĕнче авари пулсан чи малтан пуçлăха чĕнсе илнĕ. Канлĕх мĕнне çĕрле те пĕлмен. Халĕ авари службине чи лайăх специалистсене кăна илеççĕ.
-Паллах, ертӳçĕ пулма йывăр та, интереслĕ те. Пурнăç предприятипе тачă çыхăнса пĕр йĕрпе чупать. Каларăм ентĕ, ĕçре лайăх пулсан - кăмăл аван, килте те йĕркеллĕ. Çавăнпа коллективра лайăх лару-тăру тăвассишĕн тăрăшмалла. Кашни çыннăн хăйĕн кăмăлĕ, хăйĕн тавракурăмĕ. Коллективра çын нумай. Вĕсемпе çыхăну лайăх пултăр тесен пуçлăхăн кашнин пурнăç курăмне туймалла, пурнăçĕпе, килти ĕçĕсемпе, çемйипе интересленмелле. Çынран хытă ыйтиччен малтан унăн пурнăçне ăнланмалла, хăвна унăн вырăнне лартса пăхмалла. Çавăн пек чухне тин çынна асăрхаттарма пулать, сана çилленмеççĕ, - паллаштарать ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе Николай Леонидович.
Н.Л.Ваштахов Анат Тимĕрçенте 1959 çулта çуралнă. Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тет вăл хăй пирки. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Ульяновскри автомеханика техникумĕнче вĕренет, çĕршыв умĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать. Кун хыççăн тăван ялта гараж заведующинче, инженерта вăй хурать, Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи механика факультетне пĕтерет. 1986 çулта мал ĕмĕтлĕ инженера Анат Тимĕрçен халăхĕ ял совечĕн председательне, самана улшăнсан ял администрацин пуçлăхне суйлать. 2000 çулта газ кĕртнĕ çĕре куçать. Унтанпа хăйĕн те, çемйин те пурнăçĕ газпа çыхăнать: мăшăрĕ Татьяна Александровна филиалтах бухгалтерта ĕçлет, хулара пурăнакан Серёжа ывăлĕпе Елена хĕрĕн ĕçĕсем те газ службипе çыхăннă.
Ачаранпах çынсемпе ĕçленĕ Николай Леонидович. Шкулта чухне ялан малтисен ретĕнче пулнă, салтакра – старшина. Мĕн ачаран спортпа туслашнă. Техникумра вĕреннĕ вăхăтра биатлонпа облаçăн пĕрлĕх командинче ăмăртнă.
Спорта юратакан пуçлăх коллективне те сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассишĕн нумай тăрăшать. Ку ĕçре ăна Владимир Напалков пулăшать. Филиал «Ульяновскоблгаз» кашни çулах йĕркелекен Спартакиадăна хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Чăнлă районĕнчи чи вăйлă волейбол команди – «Газовик». Армрестлингпа иртекен ăмăртусен çĕнтерӳçи - «Цильнамежрайгазра» ĕçлекен Леонид Моисеев.
 
 
Аслă Нагаткин.
 
: 1199, Хаçат: 7 (1151), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: