Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçалхи нарăсăн 14-мĕшĕнче чăваш чĕлхин
паллă тĕпчевçи Тимухха Хĕветĕрĕ
çуралнăранпа 125 çул çитет
 
Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатинче чĕлхе тĕпчевçин 23 кĕнеки, унăн кун-çулĕ çинчен çырнă паха материалсем тирпейлĕн упранаççĕ.
 
Фёдор Тимофеев 1887 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (хальхи Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Малтан Турай ялĕнчи пуçламăш, унтан Элĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. 1903 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллă, пысăк ĕмĕтлĕ çамрăк 1909 çулта чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, «Халăх учителĕ» ятне илсе 16 çул хушши тĕрлĕ шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1918-1920 çулсенче Ф.Т. Тимофеев А. Пушкинăн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахне, А.Чеховăн «Ванька Жуков» калавне, И.Никитинăн «Бурлак» поэмине, Л. Толстой калавĕсене, М. Салтыков-Щедрин юмахĕсене чăвашла куçарса кăларнă, халăх хушшинче сарнă.
«Чĕлхе – халăх пурнăçĕ, халăх шухăшĕ, халăх философийĕ. Эпир хамăр чĕлхене мĕн чул аван пĕлетпĕр, çавăн чухлĕ халăх пурнăçне те пĕлетпĕр»,- тенĕ Тимухха Хĕветĕрĕ. Тĕпчевçĕ тăван халăха чĕререн юратнă, çĕнĕ пурнăç тума, культурăна аталантарма хăйĕн вăйне, пурнăçне шеллемесĕр тăрăшнă. Чĕлхе ыйтăвĕпе нумай ĕçленĕ, сахал мар кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн пĕрремĕш кĕнеки «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в инородческих училищах» ятлă. Вăл 1918 çулта Хусанта кун çути курнă. Ку кĕнекере чĕлхеçĕне Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсен шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентмелли мелсем çинчен çырса кăтартнă. Çав çулах «Канаш» хаçат редакцийĕ унăн «Чăвашла тĕрĕс çырмалли правилăсем» брошюрине кун çути кăтартнă. Ку вăл чăваш орфографийĕпе пунктуаци правилисене йĕркелес тĕлĕшпе тунă пĕрремĕш утăм пулнă.
Паллă тĕпчевçĕн ĕçĕ иртнĕ ĕмĕрхи 20-30-мĕш çулсенче анлă сарăлнă. 1921 çулта вăл «Несколько слов о чувашской школе» брошюра пичетлесе кăларнă. Унта тăван чĕлхене халăха вĕрентес ĕçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен вĕрентӳçĕсен съезчĕсемпе конференцийĕсенче каланă шухăшсене пĕтĕмлетнĕ.
1924 çулта Ф.Т.Тимофеев вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхин грамматики» кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Вăл часах саланса пĕтнĕ, ăна 1928 çулта иккĕмĕш хут пичетлесе кăларнă.
Каярах тĕпчевçĕ «Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке» (1-2, 3-4, 5- 6-7-мĕш классем валли) хатĕрленĕ. Юлашки икĕ учебникне тепĕр паллă чĕлхеçĕпе Т.М. Матвеевпа пĕрле çырнă. Ку кĕнекесенче ачасене чĕлхе çинчен кирлĕ пĕлӳсем панă, орфографипе пунктуацин тĕп правилисене çырса кăтартнă.
1922-25 çулсенче чĕлхеçĕ Чĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Кунта вăл Н.Я. Марр ăсчахпа паллашнă, ăна чăвашла вĕренме пулăшнă. Ăсчах ăна хăй патне аспирантурăна вĕренме илнĕ. 38 çулхи чĕлхеçĕ аспирант пулса тăнă. Аспирантурăра Тимухха Хĕветĕрĕ тутар, монгол, мари, авалхи грузи чĕлхисемпе лекцисем итленĕ, чĕлхе наукин историйĕпе паллашнă. Унтан вăл пысăк тĕпчевçĕ пулса Шупашкара таврăннă, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăннă. 1930 çулта унăн харăсах икĕ кĕнеке пичетленсе тухнă: «Материалы по преподаванию русской грамматики в нацменских школах» тата «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика». Çаксем хăй вăхăтĕнче вĕрентекенсемшĕн ал айĕнчи ялан усă курмалли кĕнекесем пулнă.
Паллă ăсчах вĕренӳ программисене, чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуаци правилисене хатĕрлес ĕçе туллин хутшăннă, вырăсларан чăвашла нумай куçарнă.
«Тимофей Матвеевич Матвеевпа Фёдор Тимофеевич Тимофеева куçран курма тӳр килмен пирĕн ӳсĕмри çынсене. Сассисене те илтеймен эпир. Анчах вĕсен хут çине юлнă сăмахсем паян та ăс-тăна хускатаççĕ, чуна ăшăтаççĕ, шухăшлама хистеççĕ. Çавăнпа та хама вĕсен вĕренекенĕ вырăннех хуратăп эпĕ», - çапла хакланă тĕпчевçĕн пултарулăхне чăвашсен паллă чĕлхеçи И.А. Андреев профессор.
Мухтавлă ентешĕмĕрĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Çав вăхăтри ытти паллă çынсен шăпи ăна та пырса тивнĕ. 1937 çулта ăна ним сăлтавсăрах арестленĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
 
 
: 1281, Хаçат: 7 (1151), Категори: юбилей

Комментарисем:

RadikNof (2018-11-17 15:39:09):
Want poznakomitsa closer come to the site
http,ӲӲbestrealgirl ĕcomӲ.uç6ex8kwf&oçuz5kxp7

<Ӳa>


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: