Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çăварни пăтти
Чăваш çамрăкĕсем! Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Большие окна» клубра «Çăварни пăтти» ятпа дискотека пулать. Вăл 19 сехетре тытăнса çур çĕр иртсен 2 сехетре вĕçленет. Билетсене салатакансенчен туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 89378825349.
Çитрĕ шавлă Çăварни
Нарăсăн 25-мĕшĕнче Ульяновскри «Владимирский сад» паркра (унчченхи Свердлов паркĕ) чăвашсен Çăварни уявĕ пулать. Сивĕ хĕле ăсатма килнисене вĕри икерчĕпе тата чейпе сăйлĕç. Кашни килекен тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссене хутшăнса парне çĕнсе илме пултарĕ. Ачасене те кичем пулмĕ. Вĕсем катаччи ярăнĕç, вăйăсенче ăмăртĕç. Вырăнти юрă ушкăнĕсем савăнăçлă юрă-кĕвĕ шăрантарĕç.
Пуçламăшĕ 11 сехетре. Хапăл туса кĕтетпĕр!
Сарпикесен конкурсĕ
Нарăсăн 26-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕн пысăк залĕнче облаçри чăваш чиперккисен «Сарпике-2012» конкурс иртмелле. Конкурс программине Шупашкартан килнĕ эстрада артисчĕсем илемлетĕç. Концерт тӳлевсĕр. Чăваш пикисен пултарулăхĕпе паллашма, илемлĕ юрă-кĕвĕпе киленме кăмăл тăвакансене хапăл туса кĕтетпĕр! Пуçламăшĕ 16 сехетре.
 
: 780, Хаçат: 7 (1151), Категори: Пĕлтерӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: