Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мухтавпа хисепе тивĕçлĕ теççĕ Михаил Гурьевич Поляков пек ăста та тăрăшуллă çынсем çинчен ялта Михаил Поляков 3-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ Ĕç мухтавĕн орденĕ кавалерĕ. Унсăр пуçне ветеран ĕçне орденпа танлашакан «Ĕçре палăрнăшăн» медаль, «Ĕç ветеранĕ», «Сахăр завочĕ – 25 çулта», «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» (1976, 77, 78, 79 çулсем) тата ытти юбилей медалĕсемпе кăкăр паллисем, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем, дипломсем пысăк хак параççĕ.
1965 çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Михаил Гурьевич яланах пĕр вырăнта – Чăнлăри сахăр заводĕнче вăй хунă. Чи малтан плотник тивĕçĕсене пурнăçланă. 1967 çулхи сахăр кăшманĕн тухăçĕпе завода хута ярсан сĕткен тасатакан цех слесарĕ, унтан бригадир пулнă. Михаил Поляков сăн ӳкерчĕкĕ кашни çулах заводăн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.
Чăнлă посёлокне Шăмăршă чăвашĕ пĕлтерӳ тăрăх лекнĕ. Авланнă хыççăн Ульяновск хулинче çул тунă çĕрте ĕçлекенскере пурăнмалли вырăн параççĕ тени çĕнĕрен çĕкленекен вырăна куçса килме хистенĕ. Хăйнеевĕр промышленность центрĕ ун чухне чылай çамрăк çемьене илĕртнĕ. Поляковсем те завода хаваспах ĕçлеме килнĕ.
Ĕç ветеранĕ чи телейлĕ, чи савăнăçлă вăхăтне заводпа тата çемьепе çыхăнтарать. Цехра вăл яланах – яваплă та тăрăшуллă ĕçчен, пултаруллă шанчăклă ертӳçĕ. Çемьере – савнă мăшăр, юратнă атте. Заводри юлташсемпе паян телефонпа çыхăну тытаççĕ, урамра курсан калаçаççĕ. Унти улшăнусем шутлаттараççĕ сахăр завочĕн ветеранне. «Прялухин, Александр Коняев вăхăтĕнче Чăнлă завочĕ кĕрлесе тăратчĕ,-тет вăл.- Çынсем килтен ĕçе, ĕçрен киле васкатчĕç.»
Пурнăçри çухатусем Мишша пичче кăмăл-туйăмне самаях хытарма ĕлкĕрнĕ. Кĕç-вĕç пĕрремĕш класа каймалли кĕçĕн ывăлне пытарма тивнĕ ăна. Вунă çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Аслă ачисем хулара пурăнаççĕ.
Пултаруллă çын – пур енĕпе те пултаруллă»,-теççĕ халăхра. Çак сăмахсем тӳреммĕнех Михаил Гурьевича пырса тивеççĕ. Ветеран купăс, балалайка калать. Чун канăç-лăхĕшĕн тата çынсене савăнтармашкăн тытать вăл юратнă музыка инструмен-чĕсене. Мишша пичче шахматла тата шашкăлла выляссипе ветерансем хушшинче иртекен область чем-пионачĕсене, турнирĕсене хутшăнать. Хĕллехи вăрăм каçсене ирттерме тепĕр чух Чăнлă шахматисчĕсемпе пухăнса выляççĕ. Кун пек вăхăт иртни сисĕнмест.
- Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче мана аслисем кĕлте, вутă турттарма лаша шанса паратчĕç, - аса илет Мишша пичче. - «Кирлĕ мар», «тумастăп», «кăмăл çук» теме йăла çук ман. Ачаранах хушнине итленĕ. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме вĕреннĕ.
 
Чăнлă посёлокĕ.
 
: 1162, Хаçат: 8 (1152), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: