Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов сад юлташлăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса дача тапхăрне хатĕрленес ыйтусене сӳтсе явнă.
Тĕлпулăва çаплах район администраци пуçлăхĕсем, йĕрке сыхлав органĕсенче тата инкеклĕ ĕçсен министерствинче, пурлăх ыйтăвĕсемпе вăй хуракан ĕçченсем хутшăннă.
Регион ертӳçи облаçри финанс министерствине облаçри пур пахчаçăсене те çĕр налукĕнчен хăтармалли ыйтупа ĕçлеме хушнă. Малашне пахчаçăсенчен çĕр налукĕшĕн пухăннă укçа бюджетсенче юлмалла мар, унпа пахчаçăсем сад юлташлăхĕсен пуçлăхĕсем ертсе пынипе хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама пултарччăр (шыв кĕртме, çул-йĕр юсама…).
Сергей Морозов юлташлăхсенче пахчасемпе унти пуянлăха сыхламалли ятарлă вырăнсем уçасси пирки те ыйту хускатнă. Çак ĕçе полици, пахчаçăсем, ведомство тулашĕнчи сыхлав органĕсем, ирĕклĕ дружинăсем пĕрле илсе пымалла. Пушар хăрушсăрлăхĕпе пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас тата транспорт ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрмалла.
 
: 902, Хаçат: 8 (1152), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: