Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕ суя эрехĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе тăтăшах кĕрешет. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кăна РФ уголовлă кодексĕн 238 статйипе килĕшсе 42 уголовлă ĕç пуçарнă. Ку пĕлтĕрхи çак уйăхпа танлаштарсан 50 процент ытларах.
Эрех сутмалли йĕркене пăсакансене палăртса 290 протокол çырнă, вĕсенчен 12 – услам ĕçне саккунсăр илсе пынăшăн,147 – сутма чарнă тавара тата графика пăхăнмасăр сутнăшăн, 113 – спиртлă шĕвексене туса кăлармалли правилăсене пăснăшăн. Айăплисенчен 137 пин тенкĕ штраф шыраса илмелле тунă.
Мелекесс районĕнчи Мулловкăри пĕр лавккара суя меслетпе туса кăларнă «Сувенирная водка» тата «Серебряный берег» портвейн сутни паллă пулнă. Маркине чалăш çыпăçтарнă, начар вуланать, сĕвĕннĕ, çавăрсан шĕвекĕ пăккинчен тумлать. Çак суя эрехе лавккана кам патĕнчен илсе килнине йĕрлесе тупнă. Çапла майпа Димитровград хулинчи пĕр çын патĕнче тата 7293 кĕленче çутă эрех тупнă, вăл шутра 6420 – «Сувенирная пшеничная» тата 207 кĕленче – “Каждому своя» çутă эрех, 128 курупка (1 литрли) – «Шардоне» тата «Изабелла» хĕрлĕ эрех.
Çĕнĕ Ульяновскра та 47,7 литр суя портвейн тата хĕрлĕ эрех тупнă: этикеткине тикĕс мар çыпăçтарнă, сутма ирĕк панă хутсем çук.
Заволжски районĕнчи лавккасенче те суя эрех сутаççĕ. Пĕр лавккара «Портвейн-72», «Портвейн 777» тата «Мерло» эрех – мĕнпурĕ 87,8 литр тытса илнĕ. Кашни фактпа тĕрĕслев ĕçĕсем пуçарнă.
Унсăр пуçне 65 тĕрĕслев ĕçĕ ирттернĕ. Автозаправкăсене тата обществăлла транспорт чарăнакан вырăнти киосксене тĕрĕсленĕ чух та йĕркене пăснипе тĕл пулнă. 23 АЗСра 6064,2 литр, 18 чарăну вырăнĕнче 990, 65 литр эрех тупнă.
Пĕтĕмĕшле эрехĕн саккунсăр çаврăнăшĕнчен 19538 литр алкоголь тата спиртлă шĕвек тытса илнĕ.
Суя эрех сутакан вырăнсене пĕлекенсене çак номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр: 8(8422) 67-88-88.
 
: 1026, Хаçат: 8 (1152), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: