Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елчĕкре пурăнакан Галина Щипцова (Петрова) хăйĕн ашшĕн докуменчĕсене тирпейлĕн упраса пурăнать. Çавсем тăрăх Аслă вăрçă ветеранĕн — Алексей Петрович Петровăн кун-çулне тĕпчеме пулать. Вăл вăхăтри çынсен шăпи çавăн евĕрлĕрех килсе тухнă.
А.П.Петров çак районти Турхан ялĕнче 1910 çулта çуралнă. 1931 çулта «Звезда» колхоза кĕнĕ. Çак çул ăна вырмара тăрăшнăшăн районтан 350 тенкĕ преми параççĕ. Ăна çирĕплетекен справка çине штамп çапнă: «Кĕçĕн Йельчĕк районĕн Ĕçлекенсемпе Хресченсен тата Хĕрлĕ Çар Тепутат Совечĕсен Ĕç Тăвакан комитечĕ». Ун чухне чăваш чĕлхи грамматики çапларах пулнă.
Алексей Петров хăйĕн хастарлăхне пула ĕç картлашкипе малалла ӳссе пырать. Пуçлăхсем çамрăка сельмерщиксен курсне яраççĕ. 1939 çулта вăл счетоводсен курсне пĕтерет. Ултă уйăх большевиксен партийĕн Тĕп комитечĕ çумĕнче партипе комсомол тата колхоз, совхоз, МТС производство активĕн курсĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлӳ пухать, ăна «4» паллăпа пĕтерет. Районти ударник колхозниксен 5-мĕш слёчĕн делегатне те суйлаççĕ ăна. 1937 çулта Канаш суйлав округĕнче СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕсене суйламалли тапхăрта совещанисене хутшăнать. Колхозра вăл счетовод тивĕçĕсене илсе пынă.
Аслă вăрçă тапрансан вара А.Петров 1941 çулхи çурла (август) уйăхĕн 21-мĕшĕнче фронта тухса каять. Вĕсене Новосибирск хулинче полк шкулĕнче кĕçĕн командира вĕрентеççĕ. А.Петров отделени командирĕ пулса 1942 çулхи нарăсăн (февраль) 17-мĕшĕнче вăрçа кĕрет. Ун çар специальноçĕ – минёр-подрывник. Аллине суранлатнă хыççăн госпитальте сывалать. 1942 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа утă (июль) уйăхĕн 25-мĕшĕччен Турхан каччи хальхи Ульяновск облаçне кĕрекен Мелекесс (халĕ Димитровград) хулинче 1654-мĕш номерлĕ госпитальте сипленет.
Çак çулах чăваш каччине взвод командирĕ тăваççĕ. Тĕрлĕ фронтсенче çапăçма тӳрĕ килет ăна. Мина хирне кайсан Алексей Петров юлташĕсемпе пĕрле нимĕç старшинине тытса килеççĕ. Сечен хулине ирĕке кăларнă чухне çар заданине пурнăçласа чукун çул кĕперне сывлăша сирпĕтет.
Дунай урлă каçнă чух А.Петров командир ертсе пыракан салтаксен ушкăнне юхан шыв леш енне вĕрен карма задани параççĕ. Салтаксем тăхлан çумăр витĕрех тепĕр енчи çырана çитеççĕ. Анчах пурте мар: çичĕ çынран виççĕшĕ çеç. Командира задание пурнăçланă чух паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ.
А.Петров тăватă хутчен аманать, госпитальсенче пурĕ 300 кун выртать. 1944 çулта госпитальте выртнă чух суранĕ çăмăллансан повар тата санитар пулса вăй хурать. Фашистсен пульли ун куçĕ айĕнче тăнă. Ăна хăюллă çапăçнăшăн вунă орденпа медаль парса чыслаççĕ: Тăван çĕршыв вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ, «Хастарлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсем. Унăн кăкăрĕ çинче «Отличный минёр” паллă çакăнса тăнă. Европăри хуласене ирĕке кăларнăшăн панă Тав хучĕсем те килти архивра чиперех упранса юлнă.Халĕ хăш-пĕрне Елчĕкри таврапĕлӳ музейне курма хунă.
1945 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче Петров сержант, Берлина çитнĕскер, килне таврăнать. Тăван колхазра тĕрлĕ ĕçре вăй хума пуçлать. Вăл аслă конюхра, счетоводра, столовăй заведующинче ĕçленĕ.
Чыслă ĕçшĕн Алексей Петрович «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçет.
Чăваш каччи 18 çулта чухнех Патăрьел районĕнчи Кивĕ Туçа хĕрĕпе – Варвара Сергеевна Воробьёвапа çемье çавăрнă, вĕсем 50 çул ытла пĕрле пурăннă. Тăхăр ача çуратса ӳстернĕ: пилĕк хĕр тата тăватă ывăл.
А.П.Петров 1994 çулта çĕре кĕнĕ. Куç айĕнчи пульлипе пĕрлех. Унăн докуменчĕсем вара – çĕршыв историйĕ. Вĕсем çамрăксене патриотла воспитани панă çĕрте питĕ вырăнлă тат пĕлтерĕшлĕ.
 
: 1183, Хаçат: 19 (1111), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: