Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федераци чăвашĕсен съездĕнче ăслă, интеллигентлă, сăпайлă, интереслĕ шăпаллă çынпа – Эрик Васильевич Васильевпа — паллашма тӳр килчĕ. Вăл Байконур космодромĕнчи инженер ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, полковник. «СССР Хĕç-пăшаллă вăйсенче Тăван çĕршывшăн вăй хунăшăн» ордена тата вунă медале тивĕçнĕ. Çар строительствин отличникĕ. Халĕ вăл «Северсталь» сăрт металлурги компанин тĕп управленийĕн службин пуçлăхĕ.
 
Эрик Васильев Чăваш Республикинче чăваш çемйинче çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Совет çар салтакĕн тумне тăхăннă. Пулас офицера командирсем службăн малтанхи кунĕсенчех асăрханă. Рота старшинине Владимир хулине вĕренме янă. Çулталăк хушшинче вăл училищĕри мĕнпур курсшăн срок çитичченех экзаменсем парать. Кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра, хăвăрт, тĕрĕс тума пултарнипе уйрăлса тăнă вăл ыттисенчен.
Çапла хытă чустаран çăрса, тĕрĕс воспитани парса ӳстернĕ амăшĕпе ашшĕ – Нина Арсентьевна тата Василий Платонович (Аслă вăрçă участникĕ) виçĕ ывăлне: Эрика тата Алексейпа Анатолие.
Ун хыççăн Эрик Васильевич Симферопольти аслă çарпа политика тата строительство училищине, кайран Мускаври аслă парти шкулне ăнăçлă пĕтерет. 1987-1991 çулсенче Байконур космодромра вăй хурать. Малтанхи самантсене ентеш çапларах аса илет: «Кăрлачăн шартлама сивĕ кунĕсенче эпир самолётпа Байконура анса лартăмăр. Çак вырăнтан мĕнпур космонавт тĕнче уçлăхне вĕçсе улăхнă. Манăн та малашне çакăнта ĕçлесе пурăнас пулать. Ăшра çĕкленӳллĕ туйăмсем çуралчĕç. Акă вĕсем, этеме космоспа çыхăнтаракан асамçăсем!».
Эрик Васильевича тӳрех çар строительство управленийĕн политуйрăмĕн пуçлăхĕн В.А. Хреновăн çумне çирĕплетеççĕ. Каярах унăн ĕçне пуçлăх хăй çырнă «Энергия Буран» кĕнекере (2010 çул) пысăк хак парать. Эрик Васильевич космос станцийĕнчи политуйрăмри тата тĕп аппаратри офицерсен ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырать: ушкăнра ĕçлеме, пурăнма вĕрентет. Пĕтĕм тĕнчери космос станцине тунă çĕрте çулсерен мĕнпурĕ 1,5 миллион ытла специалист вăй хунă. Нумай хут усă курмалли «Буран» карапа тăвас ĕçе СССР оборона министерствинчен М.П. Шмелёв генерал (Шупашкар çынни) йĕрлесе тăнă.
-Политоргансен ĕçĕн пĕлтерĕшне, шел, пур чухне те ăнлансах каймаççĕ,- тет Эрик Васильевич.- Çапла, эпир старт комплексĕсен никĕсĕсене хывмастпăр, карап тунă çĕре те хутшăнмастпăр. Пирĕн тĕллев — çынсене ăс-тăн енĕпе туптасси, ĕçлеме хавхалантарасси, ĕç тата пурнăç условийĕсене туса парасси. Унсăрăн этем çĕршывăн патриочĕ пулма пултараймасть. Ахальтен мар аслă вăрçă вăхăтĕнче комиссарсемпе политĕçченсене «этем чунĕн инженерĕсем» тенĕ.
«Буран» программăна ăнăçлă пурнăçланă хыççăн Эрик Васильевича космос программине пурнăçлассипе ĕçлекен инженер управленийĕн 1164-мĕш çар политуйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ.
Ачисем ӳснĕ чух ашшĕне сайра кăна курнă темелле: ирхине çывăрса юлнă, таврăннă çĕре çиччĕмĕш тĕлĕк курнă. Хĕрĕ Надежда хăй шăпине ашшĕ пек космонавтикăпа çыхăнтарнă. Шкул пĕтерсен Мускаври авиаци институтне вĕренме кĕнĕ.
Васильевсен çемйи космодромра ĕçлекен Чăваш Енрен тухнă ентешĕсемпе туслă тăрать: Николай Казанцев — полковник (Улатăр районĕнчен), Анатолий Иванов – полковник, çар инженерĕсен академикĕ, тава тивĕçлĕ çар лётчикĕ, Юрий Иванов – сăнав штабĕн пуçлăхĕ (2003 çулта вилнĕ), Сергей Иванов – Н.Н. Бурденко академик ячĕллĕ тĕп çар клиникин кардиологĕ (Муркаш районĕнчен), Юрий Михайлов – ЧПУ медицина кафедрин заведующийĕ тата Валериан Тихонов – Раççей космонавтика федерацин вице-президенчĕ (Шупашкар хули).
Ентешĕмĕре Тăван çĕршывăмăра хӳтĕлекенсен кунĕ ячĕпе саламланă май: «Çамрăксене мĕн суннă пулăттăр?-тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
- Кашни çамрăкăн Тăван çĕршывăн патриочĕ пулма тăрăшмалла, аслисене хисеплемелле.
 
: 1062, Хаçат: 8 (1152), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: