Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Михаил Андреевич Аляпкин 1940 çулхи утă (июль) уйăхĕн 19-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнчи Кĕçĕн Ипрел ялĕнче чăваш хресчен çемйинче çуралнă. Вăл вĕренекен шкул директорĕ – Совет Союзĕн Геройĕ А.М. Бондарев. Шкулта çарпа патриотла ĕçе çӳллĕ шайра лартнă пулнă: граждан тата Аслă Отечественнăй вăрсă паттăрĕсем çинчен кинофильмсем кăтартнă, кĕнекесем вуланă.
 
-Шкул пĕтернĕ хыççăн эп тăван хуçалăх тимĕрçинче мăлатук çапаканта ĕçлерĕм,-аса илет çамрăклăхне Михаил Андреевич.- 1960 çулхи авăнăн (сентябрь) 5-мĕшĕнче мана çара илчĕç. Мускав округĕнчи çĕршывăн сывлăш оборонинче тупа турăм. Çакăнтах «ракетăсене хĕç-пăшаллантарасси шĕн яваплă командир» специальноçпа полкри сержант шкулĕнчен вĕренсе тухрăм, çарпа политика хатĕрленĕвĕн отличникĕ, аван специалист тата спортсмен-разрядник ячĕсене тивĕçрĕм. Чаçĕн Хĕрлĕ ялавĕ умĕнче мана асăнмалăх сăн ӳкерттерчĕç. Ку мухтав хучĕсенчен те чи çӳллĕ награда тесе шутлатăп.
1961 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче тĕнчери пĕрремĕш космонавт, çĕршыв паттăрĕ Юрий Алексеевич Гагарин космоса вĕçнĕ хыççăн Михаил Аляпкин ăна Мускаври Хĕрлĕ площадьре кĕтсе илнĕ çĕре хутшăннă. "Эпир, çар çыннисем, ăна хупăрласа илтĕмĕр. Хушăра пĕр утăм çеçчĕ. 1961 çулхи авăн (август) уйăхĕнче Совет Союзĕн Геройне Г.С.Титов генерал-лейтенанта кĕтсе илтĕмĕр", - тет вăл.
- 1961 çулхи юпан 10-мĕшĕнче, КПСС 22-мĕш съезчĕ уçăличчен 10-12 кун маларах Мускав Кремлĕн хутлăхĕнче тин çеç хăпартнă «Съездсен Керменне» тĕрĕсленĕ çĕре хутшăнтăмăр,-терĕ Михаил Андреевич.- Çарта тăракансем эпир 15 пин çынччĕ: 8 пинĕ çурт тăрринче тăчĕ, 7 пинĕ – съезд ирттерме палăртнă залта. Кашни кĕтесрех çурт çирĕплĕхне тĕрĕслекен тĕпчев приборне вырнаçтарнăччĕ. Нормăран пăрăнманпа пĕрех иккенне пĕлтерчĕç.
1962 çулта эп часть командованийĕ сĕннипе Энгельсри сывлăш оборонин çарĕсен радиотехника училищине кĕтĕм. 1965 çулта ăна ăнăçлă вĕçлерĕм. 1986 çулччен командир тата политработник должноçĕсенче çарта тăнă.
Салтака каяс умĕн атте-анне, вĕрентекенсемпе юлташсем панă хушăва эпĕ вĕçне çитиччен тивĕçлĕн те чыслăн пурнăçларăм.
Гварди майорĕ М.А. Аляпкин 1986 çулта СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретĕнчен çул-ӳсĕм тăрăх çар тумне тăхăнма ирĕк илсе тухнă. Çар службин ветеранне пĕр хутчен çеç мар дипломсем, Хисеп хучĕсем, медальсем, алла çыхмалли «Командирские» сехет парса чысланă.
Чăваш халăх академикне, Ульяновск облаçĕнчи хисеплĕ таврапĕлӳçе, нумай кĕнеке авторне Михаил Андреевича редакци ĕçченĕсен ятĕнчен Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
 
: 1044, Хаçат: 8 (1152), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: