Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинра пурăнакан Сергей Синдюков салтакра икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕçлĕ пулнă Балти çарпа тинĕс флотĕнче пулнă.
 
– Ульяновскри строительство техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра пире, çӳллĕ те тĕреклĕ каччăсене сывлăш çар дивизине ярасшăнччĕ, - каласа парать чăваш ачи. - Диплом илсе ĕлкĕрейменнипе хăварчĕç. Вара эп десантник мар, 1992 çулта тинĕс çар флочĕн морякĕ пулса тăтăм. Икĕ çул хушшинче мĕн тери юлташ тупрăм, ума лартнă тĕллеве тем тесен те пурнăçламаллине, панă сăмаха тытмаллине ăнлантăм. Тавах командирсене хăйсене пирĕнпе тан тытнăшăн. Службăра чылай япалана ăнланатăн. Хуть те мĕнле лару-тăрура та арçыннăн çирĕп кăмăллă, вăйлă пулмалла тесе шутлатăп. Пуринчен ытла анне кукăлĕшĕн, ун çепĕç сассишĕн тунсăхлаттăм. Мана килте тĕлĕнмелле пултаруллă та чăтăмлă хĕрарăм – ытарайми аннем – кĕтни çил-тăвăлта та, сивĕ çумăрта та вăй-хал парса тăратчĕ. Ун юратăвне аякранах туяттăм. Тавах ăна.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем, кĕçĕн тата вăтам услам (бизнес) ĕçĕ аталанма пуçланă вăхăт. Пуçаруллă та ӳркенмен çынсем харпăр ĕçĕсене йĕркелеме тапратнă. Сергей Синдюков та салтакран таврăнсан тăван тăрăхрах тымар яма шутлать. Малтанлăха груз турттармалли юрăхсăра тухнă машина туянать. Ăна юсаса çӳрекен тăвать. Пăртакран сутса аванраххине туянать. Йывăр тиевсемпе ĕçлет. Раççейĕн пур кĕтесĕсенче те пулать темелле. Санкт-Петербург, Киров тата ытти хуласене те çитет. Хамăр регионта ăна ĕçпе ытларах Вешкайма, Николаевка, Барыш тата ытти районсенче пулма тивет. Тăрăшать. Пур çĕрте те хăйне шанать çамрăк çын.
Ыркăмăллăхăн чикки çук тенĕ ватăсем. Сергей Валерьевич Аслă Нагаткинри вăтам шкулпа тачă çыхăну тытать, купель тунă вăхăтра пулăшать. Чăнлă районĕнче иртекен акцисене хутшăнни те пĕрре мар пулнă. Тĕслĕхрен, администрацири халăхăн социаллă хӳтĕлев комитечĕ çулсерен йĕркелекен «Ачасене шкула пуçтарăнма пулăш!» акцие.
Сергей Синдюков – хăй те виçĕ ача ашшĕ. Телейлĕ атте ĕçрен пушансанах Настя, Василий тата Лёва ятлă тĕпренчĕкĕсене хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа ярăнма илсе тухать. Вĕсем валли килте те спорт кĕтесĕ пур. Мăшăрне Маринана та сывă пурнăç йĕркине явăçтарать Сергей Валерьевич, çемйине тем пек хаклать.
- Çын ĕçĕпе илемлĕ, - тет вăл. - Ман шутпа, ĕçсĕр çын вăхăтсăр ватăлать, телейсĕр. Шанчăклă юлташсем пурри те телей. Канашлатăн, курнăçатăн. Эсĕ те вĕсене кирлине туятăн. Пĕрле ӳснĕ Александр Шигирдановпа пĕр-пĕрне кăшт курмасанах шăнкăравлатпăр.
Сергей Синдюковăн услам ĕçĕнче паян икĕ пысăк машина. Йывăç лартнă вăл (пĕрре кăна та мар), çурт хăпартнă, мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерççĕ. Тумалли ĕçсем нумай-ха çамрăк çемьен. «Ĕмĕт çук пулсан çын пурăнаймасть»,-тет кил хуçи малашлăха шанчăклă куçпа пăхса.
 
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 1119, Хаçат: 8 (1152), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: